Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӗскӗннӗн сăмах пирĕн базăра пур.
мӗскӗннӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Гулливера лилипутсен пурнӑҫӗ епле мӗскӗннӗн курӑнать, ҫавӑн пекех этем пурнӑҫӗ те улӑп ҫынсен королӗшӗн пит те мӗскӗннӗн туйӑнса каять.

Королю великанов человеческая жизнь кажется такой же жалкой, какой Гулливеру казалась жизнь лилипутов.

6 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.

— Сана пула, Узин, мӑшкӑл тӳсетпӗр, сан Алюнуна пула ҫынсем умӗн пуҫа усса иртсе ҫӳреме тивет, намӑса ниҫта чикме ҫук, кӑвак ҫӳҫ таран пурӑнсан та, кун пек мӗскӗннӗн туйман хама ял халӑхӗ умӗнче, пӗтӗмпех сана пула! — Ҫиллессӗн куҫӗсемпе ялтӑртатса илчӗ Элине.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Те халӑх ахӑлтатнинчен хӑраса, те халиччен курман лару-тӑрӑва лекнипе, пӑру тӑватӑ урипе те кармакланса тӑрать те мӗскӗннӗн: «Му-ук», — тесе ӗнӗрсе илет.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Унччен куҫкӗрет йӑпӑр-йӑпӑр чупма именмен шӑшисем, мӗскӗннӗн мяуклатакан кушак ҫурин сассинчен шикленсе, самантра килӗсене тарса пытанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Ҫук, — сас парать Мишша Алмазов мӗскӗннӗн.

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Аташнӑ куҫӗсемпе пӗрре кӑмака ҫине, тепре Хумкка ҫине мӗскӗннӗн пӑхса илчӗ те пӗр сӑмах чӗнмесӗр алӑкран тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ачасен, манӑн халӗ ашшӗсӗр мӗнле пурӑнмалла… пилӗк тӑлӑхпа, — йынӑшрӗ мӗскӗннӗн.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Нюҫҫа ҫине вара Захар арманҫӑ мӗскӗннӗн пӑхкаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ытла та мӗскӗннӗн курӑнать вӑл.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Йытӑ ҫури вӑйлӑ юхакан пылчӑклӑ шыв тыткӑнӗнчен ҫӑлӑнасшӑн пахча хӗрринчи ҫерем еннелле пӑхать, анчах хӑй шарлак урлӑ сиксе те, ишсе те каҫма вӑй ҫитерес ҫуккине туйса, мӗскӗннӗн, такамран пулӑшу кӗтнӗн йынӑша-йынӑша илет.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Пӗлтӗрхи ҫӳллӗ ӳснӗ типӗ ҫумкурӑк хушшинче хурлӑхан тӗмӗсем темле мӗскӗннӗн курӑнса лараҫҫӗ, армак-чармак туратлӑ улмуҫҫисемпе чиесене ҫын алли пырса тӗкӗнмен темелле, пахчана талккӑшпех шӑрт пек хунав пусса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Таранов мӗскӗннӗн кулкаларӗ, ӑшӗнче вӑл Сулагаевпа тавлашрӗ:

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Темле мӗскӗннӗн курӑнчӗ вӑл: пӗчӗкленнӗ пек, хура ҫӳҫӗнче шурӑ пӗрчӗсем нумайланнӑ пек.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов аптрамаллипех аптраса ӳкрӗ, чун-чӗреренех кӑмӑлсӑрланнӑскер, диван ҫине чӗрӗп евӗрлех мӗскӗннӗн хутланса выртрӗ вӑл:

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чи малтанхи каҫ театра кайсан Зиминцев инженер Аньӑна епле кӗтмен ҫӗртен чуптунине те, ӑна хӑйӗн юратӑвӗ ҫинчен епле хӗрӳллӗн каласа панине те, Аня умӗнче хӑйне епле мӗскӗннӗн тыткаланине те, юлашкинчен Аньӑна Ленинградран урӑх хулана куҫса кайма чӗннине те, — пӗтӗмпех, пӗтӗмпех пӗлтӗм эпӗ ҫав каҫхине!

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

— Эсир шкула мӗншӗн пыма килӗшменнине пӑртак чухлатӑп, — мӗскӗннӗн кулчӗ хӗр учительница.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Купӑс каласа халӑха савӑнтаратӑп, — мӗскӗннӗн кулчӗ арҫын.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӑй вӑл пукан ҫинче пӗр хушӑ мӗскӗннӗн хутланса ларчӗ те сумкинчен эрех кӗленчи туртса кӑларчӗ:

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Глафира ман умра хурлӑхлӑн чарӑнса тӑчӗ, мӗскӗннӗн кулса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Апла пулсан ӑна мана памӑр-ши? — мӗскӗннӗн ыйтрӗ Ажайкин.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех