Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӑчлаттарса (тĕпĕ: мӑчлаттар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ военкоматран хут килнӗ терӗм ҫеҫ, — кӑвак куҫне айӑплӑн мӑчлаттарса, пӗрре анне, тепре ман ҫине пӑлханса пӑхрӗ Санька.

Куҫарса пулӑш

IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Тӑнӑ та тӑрать Левен куҫне мӑчлаттарса.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ӑна-кӑна кӗтмен Мӗкӗте, диван ҫине ҫывӑрма майланса выртнӑскер, утиялне сирсе куҫне ҫеккунтра вӑтӑр виҫӗ хутчен мӑчлаттарса илет.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кашкин кушак куҫне мӑчлаттарса илчӗ те, тутине мӑкӑртса, питҫӑмартисене карӑнтарчӗ, Раман аллинчи пӑчка куҫ хывса: — Тем тесен те, сан лайӑхрах ӗҫленӗ пек туйӑнать, — терӗ, — Арсентьев япӑх пӑчкӑ парас ҫук сана: мӗнле яка!

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ирӗклӗх урамӗнче тытрӑмӑр эпир ӑна, — терӗ пӗри. пӗчӗкрех каҫӑр сӑмсаллӑскер, хура куҫӗсене мӑчлаттарса.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Настя куҫне мӑчлаттарса илчӗ, хӑранипе кӑшкӑрса ячӗ те куҫне сӑтӑрма тытӑнчӗ.

Настя заморгала, закричала в панике и стала тереть глаз.

Дискотека // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/641

— Илтнӗ, илтнӗ, — куҫне мӑчлаттарса илчӗ Глафира.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Эп вилмен-и? — терӗ вӑл юн карнӑ куҫне мӑчлаттарса.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эсӗ ан хӑра, анне, атте таврӑнсан сана пырса илетпӗр эпир, — терӗ арҫын ача шӑппӑн, куҫӗсене темӗнле хурлӑхлӑн мӑчлаттарса.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Мӗн куҫна мӑчлаттарса тӑратӑн?

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Эпӗ ҫитсе чарӑнсанах, ҫӗр чавакансенчен пӗри, сап-сарӑ кӑпӑшка ҫӳҫлӗ, ҫӗмӗрт пек тӗлӗнмелле хура куҫлӑ каччӑ, хуралҫӑна: — Тен, пурте тухайман, ҫитсе тӗрӗслес-ха тесе килтер-и? — ыйтрӗ хӑйӗн алтӑр пек пысӑк куҫне кулӑшла мӑчлаттарса.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кашни салтака тенӗ пекех вӑл ӑсатса яратчӗ, час-часах сыпнипе хӗрелнӗ куҫ хупаххисене мӑчлаттарса, салтак кӗвви шӑрантаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Татьяна юлашки вӑйне пухса куҫӗсене мӑчлаттарса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑрӑ-хурах, хӑй килӗшнине пӗлтерсе, куҫӗсене мӑчлаттарса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Уҫӑп пӗр сӑмах та чӗнмерӗ, куҫӗсене ҫеҫ шиклӗн мӑчлаттарса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ак ку — пирӗн Валя, — тӗлӗнсе, куҫӗсене мӑчлаттарса пӑхса ларакан сарӑ ҫӳҫлӗ хӗрачи ҫине кӑтартрӗ агроном.

Куҫарса пулӑш

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Плаки куҫне мӑчлаттарса калама тытӑннӑ:

Куҫарса пулӑш

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

«Эс… ир мӗн пирки?» — ыйтрӗ пристав куҫӗсене хӑвӑрттӑн мӑчлаттарса хупса.

— В… вы о чем? — спросил пристав, заикаясь и часто моргая глазами…

Кантуртисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эхмемет княҫа тавӑрса калас вырӑнне ун ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ, шухӑша кайнӑ пек пулса вӑл куҫӗсене ҫеҫ мӑчлаттарса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шатраллӑ мужик хӗрелсе кайса куҫӗсемпе мӑчлаттарса илчӗ те, аллисене саркаласа ярса, ҫинҫе сассипе хыттӑн ҫапла каларӗ:

Рябой мужичок покраснел, заморгал и, разводя руками, ответил высоким негодующим голосом:

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех