Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӑнук сăмах пирĕн базăра пур.
мӑнук (тĕпĕ: мӑнук) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов хӑйӗн сӑмахӗнче Геннадий Павловӑн амӑшӗпе кукамӑшне, Вера Геннадьевнӑпа Галина Андреевнӑна, хӑюллӑ та патвар ывӑл, мӑнук ҫитӗнтернӗшӗн тав тунӑ, паянхи лару-тӑрура нацизма ҫӗнтерес тесен пӗрле кар тӑрса тӑрӑшмаллине палӑртнӑ, турнира хутшӑнакан кӗрешӳҫӗсене яланах малти ретре пулма суннӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑра асра тытса – турнир // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d0%bf%d0%b ... %b8%d1%80/

Пӗр мӑнук ачи пур.

Куҫарса пулӑш

«Ӳркенмен ӑста пулнӑ», — теҫҫӗ. Вӑл тем ӗҫе те пултарать // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/03/17/y%d1%80%d0 ... %83%d0%bb/

«Ывӑл авлансан мӑнук ҫуралчӗ те, ӗҫрен тухма тиврӗ», — чунне уҫса каласа парать Галина Васильевна.

Куҫарса пулӑш

«Ӳркенмен ӑста пулнӑ», — теҫҫӗ. Вӑл тем ӗҫе те пултарать // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/03/17/y%d1%80%d0 ... %83%d0%bb/

Халӗ ӗнтӗ Анукӑн, Оренбург облаҫӗнче тӗпленнӗскерӗн, икӗ ывӑл, тӑватӑ мӑнук.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ҫтаппан хӑй ҫеҫ мар, унӑн телейӗшӗн тиечук та савӑнсах мӑнук ятне ҫырса хумалла пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унӑн та мӑнук пулчӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ашшӗпе амӑшне паян вунтӑватӑ мӑнук савӑнтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ен Пуҫлӑхӗнчен – Тав сӑмахӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10677-ch ... tav-s-makh

Вӗсен халӗ 5 мӑнук ҫитӗнет.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ та паттӑр ентеш // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10761-pu ... t-r-entesh

Хӗрӗсем – Анастасийӑпа Ирина – ҫемьеленнӗ, ашшӗпе амӑшне виҫӗ мӑнук парнеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейне тӑван тӑрӑхра тупнӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11307-te ... -khra-tupn

Ывӑл мар, мӑнук вӑл манӑн, — май пур таран ҫемҫен те асӑрхануллӑн хуравларӗ Сарри.

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ывӑлпа мӑнук ҫамрӑкрах.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӑмах май, Албутовсем виҫӗ ача пӑхса ӳстернӗ, халӗ вӗсен сакӑр мӑнук.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьери килӗшӳ — ӗҫри ӑнӑҫу // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/30/c%d0%b5%d0% ... dac%d1%83/

Вӑл Енкӗлт каччипе ҫемье ҫавӑрса ашшӗ-амӑшне мӑнук парнеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье ӑшши - чун ӑшши // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10685 ... chun-shshi

Юрийпа Ольга Васильевсен пилӗк мӑнук ҫитӗнет.

Куҫарса пулӑш

Педагог ветерансем патӗнче хӑнара // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/16/%d0%bf%d0% ... %80%d0%b0/

Ивановсен тӑватӑ мӑнук ӳсет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш культурине аталантарса пырассишӗн тӑрӑшать // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%87a%d0 ... %81%d0%b8/

Халӗ пирӗн тӑватӑ мӑнук.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрӗх пӗр ҫул ӗҫлерӗм те пенсие тухрӑм» // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%85e%d1 ... 80a%d0%bc/

Ача ман иккӗ — ывӑлпа хӗр, виҫӗ мӑнук.

Детей у меня двое — сын и дочь, трое внуков.

Тӑрӑн ялӗн чиперккисемпе яшӗсем «улаха» пухӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%82a%d1 ... %85%d0%b0/

Тен, ман мӑнук, Кӗпӗрьян, аслӑрах пулӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Икӗ ача пирӗн, вӗсем виҫӗ мӑнук ҫуратса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Пилӗк мӑнук ӳсет ман халь, ара, хӗрӗсем ман чиперех-ха.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех