Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мучине (тĕпĕ: мучи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир мучине шутсӑрах ҫилленсе ҫитрӗмӗр.

Мы страшно разозлились на «дядьку».

Пирӗн Жучка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Эпӗ шалашран пуҫа кӑларса пӑхрӑм, мучине каллех курмарӑм.

Я из шалаша выглянул и тоже дедушки не увидал.

Эпӗ шалашра ҫывӑрни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

— Сывлӑх сунатӑп, — терӗм эпӗ те мучине.

И я тоже сказал дедушке: — Здравствуйте.

Мучи // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Йытӑ вара мучине шӑршлама пуҫларӗ.

И собака начала дядю нюхать.

Инзол ятлӑ йытӑ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Сергей, вӑйсӑрланнӑ старик ҫине шарламасӑр, куҫ харшине тачӑ пӗрсе, шуралса кайса итлесе тӑнӑскер, сасартӑк мучине хулайӗнчен тытрӗ те ҫӗклеме тытӑнчӗ.

Сергей, который слушал ослабевшего старика молча, с плотно сжатыми бронями, бледный от волнения, вдруг взял его под мышки и стал подымать.

V // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.

Мучи хӑяккӑн тӑрса шарманка ҫаккине хывнӑ хушӑра вӑл, чӑтаймасӑр, тӑватӑ урипех сиккелерӗ, тытӑнкӑллӑн, тикӗс мар тухакан сассипе мучине вӗрме тытӑнчӗ.

И уже давно скакал в волнении всеми четырьмя лапами на дедушку, вылезавшего боком из лямки, и лаял на него отрывистым, нервным лаем.

III // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.

— Хисеплӗ старик, — тинех акӑ мучине ярса тытрӗ вӑл, — каялла ҫаврӑнӑр!

— Старичок почтенный, — схватил он наконец за рукав дедушку, — заворачивай оглобли!

III // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.

Бикмуш мучине пытарнӑ ҫӗрте темиҫе ҫӗр ҫын — командирсем те, хӗрлӗармеецсем те — пӗтӗм батальон тенӗ пекех пулчӗҫ.

… Деда Бикмуша хоронил почти весь батальон — и красноармейцы и командиры.

XV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Бикмуш мучине йӑтса пыракан хӗрлӗармеецсенчен пӗрне шӑппӑн пырса улӑштарчӗ те, Ильсеяр пекех пуҫне усса, малалла утрӗ.

Молча сменил одного из красноармейцев, которые несли деда Бикмуша, и зашагал так же, как Ильсеяр, низко опустив голову.

XV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Батальон командирӗпе темиҫе хӗрлӗармеец, Бикмуш мучине хуллен йӑтса, Ильсеяр амӑшне, Варварине, пытарнӑ ту ҫине илсе кайрӗҫ.

Командир батальона и несколько красноармейцев медленно понесли деда Бикмуша на гору, где была похоронена мать Ильсеяр, Варвара.

XV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Бикмуш мучине урайне тин ҫеҫ ҫулса типӗтнӗ утӑ ҫине вырттарнӑ.

Дед Бикмуш лежал на полу на свежем сене.

XV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Уметбаев — старикпе хӗрачана шырама ҫынсене вӑл ертсе кайнӑ-мӗн — Бикмуш мучине кутник ҫине вырттарма пулӑшрӗ, унтан, Ильсеяра сак ҫине вырнаҫтарса, унӑн аллисене вылятса сывлаттарма тытӑнчӗ.

Уметбаев, который и повел людей на поиски старика с девочкой, помог уложить деда Бикмуша на лежанку, а сам, устроив Ильсеяр на нарах, упорно принялся делать ей искусственное дыхание.

XIV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Бикмуш мучине йывӑр амантнӑ.

Деда Бикмуша ранило тяжело.

XIV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Тӗрмери асапсем, лӑм куҫ хупмасӑр ирттернӗ ҫӗрсем, халтан кайичченех ишни — ҫаксем пурте пӗр тӗвве пухӑнчӗҫ, Бикмуш мучине аялалла туртрӗҫ.

Тюремные муки, бессонные ночи, усталость от гребли — все это теперь сказывалось, тянуло деда Бикмуша вниз.

XIV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Вӑл Ильсеяра Юлдаш мучине ку ята хӑҫан тата мӗншӗн пани ҫинчен каласа парасшӑн пулчӗ, анчах сасартӑк тӑп чарӑнчӗ, Ильсеяра ыталаса чуптурӗ те каялла чупрӗ.

Собираясь рассказать Ильсеяр историю прозвища деда Юлдаша, но вдруг остановилась и, поцеловав Ильсеяр, побежала обратно.

VIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Тӗрмене хупнисем, шавлӑн калаҫса, Бикмуш мучине хупӑрласа илчӗҫ.

Заключенные, возбужденно переговариваясь, окружили деда Бикмуша.

III // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Вӗсем Бикмуш мучине камерӑна тӗртсе кӗртрӗҫ те алӑка шатлаттарса хупрӗҫ.

Они втолкнули в камеру деда Бикмуша и захлопнули дверь.

III // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Казак нухайккипе Бикмуш мучине питӗнчен ҫапрӗ.

Казак хлестнул нагайкой по лицу деда Бикмуша.

II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Лешсем, япаласене пӑлхатма пӑрахса, Бикмуш мучине ҫавӑрса тытрӗҫ.

Те перестали рыться в углах и схватили деда Бикмуша.

I // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Лапчӑк сӑмсаллӑ казак мучине хӗҫ аврипе тӗкрӗ:

Казак с приплюснутым носом ткнул деда рукояткой сабли:

I // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех