Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

маларахри (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав шутран патшалӑх инвестицийӗсем 8 миллиард та 698 миллион тенкӗпе танлашнӑ, ҫакӑ ҫулталӑк маларахри кӑтартуран 1,8 хут пысӑкрах.

Из них государственные инвестиции составили 8 млрд. 698 млн. рублей, что в 1,8 раза больше, чем годом рàнее.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Маларахри вӑхӑтра хӑмла лаптӑкӗсем йӗри-тавра пулнӑ-ха.

Куҫарса пулӑш

«Симӗс ылтӑнран» - чӑн-чӑн ылтӑн медаль // А.НИКОЛАЕВА. Хӗрлӗ ялав, 10.06.17

Ҫакӑ ахальтен марах, мӗншӗн тесен хӑмла ҫитӗнтерсе ӑна пуҫтарса кӗртсе кирлӗ вырӑна ҫитересси пӗрре те ҫӑмӑл ӗҫ маррине маларахри ҫулсенче хӑмла татса кӑна курнисем те чухлаҫҫех пулӗ.

Куҫарса пулӑш

«Симӗс ылтӑнран» - чӑн-чӑн ылтӑн медаль // А.НИКОЛАЕВА. Хӗрлӗ ялав, 10.06.17

Нумайӑшӗ маларахри суйлавсенчи парламентӑн йышӗнче те тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн суйлавҫӑсен шанӑҫне тӳрре кӑлармалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

«Маларахри тӗрӗслеве экзаменччен ҫеҫ улӑштарнине абитуриент умӗнче килӗшӳллӗ мар тесе шутлатӑп, вӗсене пахалӑхлӑ хатӗрленме вӑхӑчӗ те ҫителӗксӗр. Халӗ пулас студентсем хӑйсене малалла вӗренме кайма мӗнле экзамен тытмаллине 9 уйӑх маларах татӑклӑн пӗлме пултараҫҫех», — палӑртнӑ депутат.

Куҫарса пулӑш

Алена Аршинова: "Экзаменччен кӑшт маларах кӳртӗм тӗрӗслевне улӑштарни килӗшӳллӗ мар" // Авангард. «Авангард», 2016.05.06

«Ку - вӗренӳ тытӑмӗн маларахри ҫулсенчи ӗҫӗн кӑтартӑвӗ, - тенӗ министр, - вӑл вӑхӑтра эпир ялсенче хальхи йышши вӗренӳ тата лаборатори базиллӗ, ӑста педколлективлӑ пысӑк шкулсем йӗркелерӗмӗр, ачасем хӑйсем ӑҫта пурӑннине пӑхмасӑр шкулсенче пахалӑхлӑ пӗлӳ илме, унтан вӗренӗве профвӗренӳ учрежденийӗсенче малалла тӑсма пултарччӑр терӗмӗр».

Куҫарса пулӑш

Ачасем пахалăхлă пĕлÿ илме пултарччăр // И.НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех