Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

макӑрса (тĕпĕ: макӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Улька-а-а! — макӑрса ярас патнех ҫитрӗ, Эрхип.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тахҫан ӗлӗк хӑйсем, вунӑ лавпа тиенсе, юрласа, макӑрса, кӑшкӑрашса, такама ылханса Ҫӗпӗре кайнине аса илчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тупӑпа ҫурӑлса пӗтнисем те нумай теҫҫӗ вӗт-ха, — макӑрса ярас пек сассипе чуна ыраттарма пуҫларӗ хунямӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл макӑрса яраҫран хӑйне хытарма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫук, ҫук, ати… — макӑрса ярас пек йӑлӑнчӗ Анук.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Алӑк хупӑнса юлсан, Матӗрне пуҫне сӗтел ҫине хурса сасӑпах макӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Мӗн тӑвас-ха ӗнтӗ ман, мӗн тӑвас? — макӑрса ярасран аран тытӑнса пӑшӑлтатрӗ Кӗтерук.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье ӳлесе макӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сасӑпах макӑрса ярасран аран тӳссе хуйхӑрчӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, сулкаланса пырса, урлӑ сак ҫине тӗшӗрӗлсе ӳкрӗ, чӗререн хурланса макӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, вилес умӗн юлашки сывлӑшне ҫӑтнӑ пек, темӗн каласшӑнччӗ, кӑшкӑрасшӑнччӗ, пӗтӗм сасӑпа макӑрса ярасшӑнччӗ, сасси те, куҫ-ҫулӗ те тухмарӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макӑрса урама тухсан, хирӗҫ пулакансем тем калӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ванюк амӑшӗ ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ, ҫавӑнтах хӑй те хурланса макӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӑшкӑрса макӑрса ярас килчӗ хӗрарӑмӑн.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ирина ача пек макӑрса пыракан Риммӑна хуса ҫитсе иртсе кайрӗ, пусма патне ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Анюта, пуҫне минтер айне чиксе, ӗсӗклесех макӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ашшӗне курсан, Тамарӑн кӑшкӑрса макӑрса ярасси килчӗ, ҫапах та кӳтсе ҫитнӗ чунне хытарчӗ, нимӗн те шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

43 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ҫитӗ ӗнтӗ хамшӑн макӑрса сан умӑнта, намӑс, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ҫын та мар, чӗрчун та мар ӗнтӗ, — пуҫне пӑркаларӗ Раман, — чунсӑр япала ҫеҫ темелле, анчах сасӑпа макӑрса янӑ пекех туйӑнчӗ ҫак хурӑн.

Куҫарса пулӑш

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тинех вӑл, хӗвелпе сывпуллашнӑн, шанклашка тураттисемпе хӑлаҫланса-хӑлаҫланса илчӗ те ӳхӗрсе, макӑрса ҫӗре ӳксе хаплатрӗ, уҫӑ вырӑна тӑсӑлса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех