Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шӑмӑрша ҫитрӗмӗр, — сӑмах майӗн ашшӗ ывӑлне укҫа пачӗ, — Саша тетӳпе магазина кайӑр, кӗнеке туянӑр.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Пирвайхи сӑвӑ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 48 с.
— Сӑмах майӗн Семен Лазаревич аллинчи кӗреҫипе шӑтӑк тарӑнӑшне виҫсе пӑхрӗ те: — Урӑх чавмӑпӑр. Атя манпа, — тесе ывӑлне хӑйпе пӗрле пыма хушрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Пирвайхи сӑвӑ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 48 с.
— Каҫарӑр, кунашкал япӑх пуху пулманччӗ-ха, — директор сӑмах майӗн кадрсен пуҫлӑхне карттус илсе пачӗ.
Каҫхи шкулта // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ҫавнашкалах ытти колхозсенчи уйрӑм колхозниксем те чееленсе Кольцовкӑна «ҫул майӗн» е пӗр-пӗр «сӑлтав» тупса килсе каяҫҫӗ
Хв. Уярӑн «Ылтӑн кӗркунне» кӗнеки пирки // Александр Артемьев. Ялав. — 1951. — № 6. — 29–31 с.
Ҫавӑн пекех кӳршӗ колхоз председателӗ Краснов та, «ҫул майӗн» текелесе, Кольцовкӑна ӑс илме, вӗренме килет.
Хв. Уярӑн «Ылтӑн кӗркунне» кӗнеки пирки // Александр Артемьев. Ялав. — 1951. — № 6. — 29–31 с.
Акӑ «ҫул майӗн ҫеҫ» кӗнӗ Краснов.
Хв. Уярӑн «Ылтӑн кӗркунне» кӗнеки пирки // Александр Артемьев. Ялав. — 1951. — № 6. — 29–31 с.
— Омскран эпӗ, — хуравларӗ Миша сӑмах майӗн.
III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Хушамат сирӗн вырӑссенни пек мар, — терӗ Толя сӑмах майӗн.
II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Кайран, ҫитӗнсен, сайра хутра сӑмах майӗн аса илетчӗ Саня ҫав хӑрушӑ куна.
XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Колхоз ӗҫӗнчен вӑл хӑйӗнчен Гриша сарӑмсӑр кулма пӑхнишӗн е унпа председатель сахал интересленнишӗн ҫеҫ пӑрӑнма шутламан, кунта унӑн урӑх сӑлтавсем пулнӑ: сӑмах майӗн каласан, правленинчи тайӑнмалли пукана ҫӗклесе кӑтартнӑ хыҫҫӑн та, каярахпа килти йывӑртарах ӗҫсене тусан та, унӑн суранлӑ алли ыраткалама тытӑнни сисӗннӗ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Вырӑнӗ лутраланса пынӑ майӗн сӑрри мӗнле улшӑнса пырать?
Топографи планӗ мӗн вӑл тата вӑл мӗншӗн кирлӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Чӑн та, леш генерал сӑмах майӗн каланӑччӗ мана, ку хӗр — фронтовик, тенӗччӗ, анчах вӑл авиацире службӑра пулни ҫинчен эпӗ пӗртте пӗлмен.
15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Чылай статьяра вӑл чӑваш «паттӑрлӑх эпосӗ, пысӑк произведенисем хальлӗн мар пулин те, юмах-халап майӗн паян кунчченех упранса ҫитнӗ» текен тӗп шухӑша пусарса калать.
Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.
(Сӑмах майӗн каласан, ҫав линейкӑна Аня кайран Ленинградах илсе кайрӗ).
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Сӑмах майӗн каласан, Андрей — Етӗрне вырӑсӗ, вӑл кунта киличчен ҫамрӑк ӑрӑва вӗрентсе пурӑннӑ, вӑл вӗсене аслӑ ҫула тухма пысӑк пӗлӳ панӑ.
1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.
Депутат пулнӑ майӗн те вӗсенчен аякра тӑман.
Хастарлӑхӗпе тӗлӗнтерет // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret
Хӑйӗн сӑн-питне вылянчӑклӑн, лапчӑткаласакукӑрткаласа кӑтартакан Атӑл (ун варрипе халӗ, ҫӑра хура тӗтӗм палкатса, шыва кустӑрмисен ҫунаттисемпе тапӑч ҫапнӑ пек тӑтӑш ҫатлата-ҫатлата, икӗ хутлӑ шурӑ пӑрахут тӑвалла ыйхӑллӑн-мӑраннӑн шӑвать) шывӗпе, ывӑҫласа ӗҫмеллех тасаскерпе, шапӑр-шапӑр ҫӑвӑнкаласан, сӑмса тутрипе сӗртӗнкелесе типӗнсен, каччӑсем ҫывӑхри чиркӳ чанӗ тӗнкӗл-тӗнкӗл тунӑ майӗн ӗнертен юлнӑ имсим юлашкисене ҫырткаларӗҫ те хырӑм картне лартаймасӑрах пасаралла таплаттарчӗҫ…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Юлашкинчен тата, материалсем ҫитменнине кура, шкулта «сифон пайӗсем» тума пӑрахни ҫинчен те сӑмах майӗн тенӗ пек каласа хӑварнӑ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Сӑмах майӗн каласан, Никольский халӗ Хусан университечӗн профессорӗ.
XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Лешӗ ӑна сӑмах майӗн, Элекри Илюхин ҫинчен пӗлтерчӗ: вӑл Пазухинпа пӗрле вӑрҫӑра пулнӑ иккен, халӗ аманса таврӑннӑ.
XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.