Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

майсене (тĕпĕ: май) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан вара сӑрт-тусенчи окопсен пуҫлӑхӗсене уйӑра-уйӑра лартрӗҫ, пӑлхав халӑхӗ валли вӑрҫӑ хатӗрӗсем турттарса пычӗҫ, тӑшман тапӑнас-тӑвасран хулана сыхламалли майсене палӑртрӗҫ.

Остаток дня употребили на то, чтобы назначить начальников важнейших укрепленных высот, доставить боеприпасы и снаряжение для повстанцев и принять все меры для обороны города.

XXV. Пӑлхав // .

Ҫак инкеке ҫӑмӑллатма пултаракан майсене эпӗ, хам пултарайсан, пӗтӗм кӑмӑлтанах туса панӑ пулӑттӑм.

Все возможные средства для смягчения этого неизбежного удара будут допущены мною с готовностью, могу сказать больше: с удовольствием.

XVII // .

Хӗрарӑм ӑс-тӑнпа тумалли ӗҫе ҫапла сахал хутшӑнни вӑл ӑна хӗсӗрленинчен килет, ҫав хӗсӗрлӳ унран аталанмалли майсене те, аталанас кӑмӑлне те туртса илнӗ.

Женщина играла до сих пор такую ничтожную роль в умственной жизни потому, что господство насилия отнимало у ней и средства к развитию, и мотивы стремиться к развитию.

VII // .

Килсе тухакан майсене ҫеҫ вӗҫертмелле мар, малта пыракан ӗҫченсенчен пӗрне е тепӗрне хӑвӑр енне ҫавӑрмалла, ӑнланмалла чӗлхепе парти политики ҫинчен каласа памалла.

Надо попросту не упускать ни единой возможности пригорнуть к себе того или иного трудягу из передовых, разъяснить ему доступным языком политику партии.

VIII сыпӑк // .

Карап сиенленме пултаракан мӗнпур майсене шута илмелле.

Надо рассмотреть все возможные случаи повреждения корабля.

Ҫирӗммӗш пай // .

Вӑл асӑрхануллӑ тата ӗҫе тумалли чи лайӑх майсене питӗ хӑвӑрт тупать.

Он осторожен и находчив.

Скорепа пичче // .

Вӑл ҫав майсене ҫийӗнчех тупать.

Он находит их немедленно.

Скорепа пичче // .

Эпӗ Мирек ҫинчен епле хӗрхенерех шутласан та, унӑн айӑпне ҫӑмӑллатмалли майсене темле шырасан та, предатель, сутӑнчӑк сӑмахсӑр пуҫне урӑх сӑмах тупаймарӑм.

И, как бы снисходительно я ни судил Мирека, какие бы ни подбирал смягчающие обстоятельства, как ни старался вспомнить все то, чего он еще не выдал, я не мог найти иного слова, кроме «предательство».

IV сыпӑк // .

3. Уполномоченнӑй ӗҫӗ-хӗлӗ ачасен прависене тата саккунлӑ интересӗсене патшалӑх хӳтӗлемелли пур пек майсене хушма вӑй кӳрет, ачасен пӑснӑ прависемпе саккунлӑ интересӗсене хӳтӗлес тата тавӑрас ӗҫе тивӗҫтерекен патшалӑх органӗсен полномочийӗсене пӑрахӑҫламасть тата вӗсене ҫӗнӗрен пӑхса тухма палӑртмасть.»;

3. Деятельность Уполномоченного дополняет существующие средства защиты прав и законных интересов детей, не отменяет полномочий государственных органов, обеспечивающих защиту и восстановление нарушенных прав и законных интересов детей, и не влечет за собой пересмотра таких полномочий.»;

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче ача прависемпе ӗҫлекен уполномоченнӑй ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №34 от 07 мая 2019 г.

Вӑл тӗрлӗрен патентланӑ эмелсене тата ҫӗнӗрен шухӑшласа кӑларнӑ эмеллемелли майсене шутсӑр юратакан ҫынсен шутне кӗчӗ.

Она была из тех людей, которые увлекаются патентованными средствами и всякими новыми лекарствами и способами укрепления здоровья.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // .

Коммуналлӑ сферӑри лару-тӑрӑва ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен тата пурӑнмалли ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен пӗрлехи вӑйӗпе кӑна лайӑхлатма, кашни ҫуртпа кашни картишӗнче йӗрке тума, пурӑнмалли майсене хӑтлӑлатма, энерги ресурсӗсемшӗн тӳлессине йӗркене кӗртме тата пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне ӳстерме пулать.

Только совместными усилиями органов исполнительной власти, органов местного самоуправления и собственников жилья можно добиться улучшения в коммунальной сфере, навести порядок в каждом доме и дворе, обеспечить комфортность проживания, урегулировать платежи за энергоресурсы и повысить качество предоставляемых услуг.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатас шутлӑ граждансене патшалӑх пулӑшӑвӗ памалли хушма майсене ӗҫе кӗртме палӑртнӑ.

Предполагается введение дополнительных механизмов государственной поддержки граждан, нуждающихся в улучшении жилищных условий.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Пултаруллӑ ачасене пулӑшса пыма инновациллӗ вӗренӳ учрежденийӗсен тытӑмне йӗркеленӗ, тӗрлӗ шайри ӑс-хакӑлпа пултарулӑх конкурсӗсем иртеҫҫӗ, пысӑк талантлӑ ачасене пулӑшса тата асӑрхаса тӑмалли пайӑр программӑсем пурнӑҫланаҫҫӗ, пурлӑх тата мораль тӗлӗшӗнчен пулӑшу памалли майсене ӗҫӗ кӗртнӗ.

Для поддержки талантливой молодежи создана сеть инновационных образовательных учреждений, проводятся интеллектуальные и творческие конкурсы различных уровней, реализуются индивидуальные программы сопровождения одаренных детей, внедрены механизмы материальной и моральной поддержки.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Пирӗн тӗллев ветерансемпе сусӑр ҫынсемшӗн, ватӑ ҫынсемпе нумай ачаллӑ ҫемьесемшӗн палӑртнӑ социаллӑ гарантисене сыхласа хӑварасси кӑна мар, вӗсене социаллӑ хӳтлӗх памалли майсене тӑтӑшах вӑйлатса пырасси те пулса тӑрать.

Наша цель – не только сохранять социальные гарантии ветеранам, инвалидам, пожилым гражданам, многодетным семьям, но и постоянно усиливать меры их социальной защиты.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Ҫапах та ҫак сиене май пур таран чакармалли, уйрӑм тӗслӗхсенче ӑна саплаштармалли майсене те пӑхса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Мускава – 3 сехетре, Хусана – 40 минутра // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2013, 07.27

Палӑртса хӑварас тетӗп: республикӑра пурӑнакан ҫынсен ҫитӗнекен ӑрӑва вӗрентсе тата пӑхса ҫитӗнтернӗ чухне чӗлхене ирӗклӗн суйласа илмелли правине тивӗҫтерме кирлӗ мӗн пур майсене йӗркеленӗ.

Хочу подчеркнуть, в республике созданы все необходимые условия для реализации права наших граждан на свободный выбор языка при обучении и воспитании подрастающего поколения.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Республика Правительствине ватӑ ҫынсене пурнӑҫра хӑйсене йӗркеллӗ туйма пулӑшакан майсене сыхласа хӑварма тата анлӑлатма кирлӗ инфратытӑм туса хумалли тата ӑна аталантармалли комплекслӑ ӗҫе йӗркелеме хушатӑп.

Поручаю Правительству республики организовать комплексную работу по созданию и развитию необходимой инфраструктуры для пожилых людей, позволяющей сохранить и расширить их социальные возможности.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Чӑваш Ен Сывлӑх министерствин ҫул ҫинчи инкексенче аманнӑ ҫынсене медицина пулӑшӑвӗ парассипе ҫыхӑннӑ логистикӑна пахалӑхлӑн ҫӗнетсе йӗркелессине тивӗҫтермелле, унта инкек тӳснисене сиплев учрежденине май килнӗ таран хӑвӑртрах илсе ҫитерессине, ҫавӑн пекех вӗсене тулли шайпа реабилитаци ирттермелли тата йӗркеллӗ пурнӑҫ патне тавӑрма пулӑшмалли майсене пӑхса хӑвармалла.

Минздраву Чувашии необходимо выработать качественно новый подход к логистике оказания медицинской помощи пострадавшим в ДТП, начиная с максимально быстрой доставки в лечебное учреждение до их полной реабилитации и социальной адаптации.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Ҫакӑн валли кирлӗ пек майсене туса хунӑ.

Для этого созданы все условия.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Усӑ курмашкӑн ансатлатас тата нумай функциллӗ тӑвас тӗллевпе 2013 ҫулта ӑна ҫӗнетсе улӑштарнӑ: хыпарсен рубрикисене йӗркеленӗ, курав хыпарӗсем вырнаҫтарнӑ, комментари памалли майсене кӗртнӗ, электронлӑ ҫырӑнтарупа усӑ курма пуҫланӑ тата ытти те.

В 2013 году его поменяли с целью доступного и многофункционального использования: организовали рубрику новостей, разместили видео, включили средства для комментариев, начали пользоваться электронной подпиской и т.д.

Интернет уҫлӑхӗ тата пичет кӑларӑмӗсем // В.ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех