Шырав
Шырав ĕçĕ:
лӑплантарсах (тĕпĕ: лӑплантар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку мана лӑплантарсах ҫитереймерӗ, ахальтен мар ӗнтӗ пӗррехинче райӗҫтӑвком ҫурчӗ умӗнче Ежеметьевпа тӗл пулсан эпӗ столовӑй пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ ҫын пирки сӑмах хускатрӑм:
12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Пӗлет вӑл: малтанхи отряд пуҫӗнче полк комиссарӗ Яхно пырать, колонна пуҫӗнче — Озеров капитан, ҫав ҫынсене, вӗсен паттӑрлӑхне, хастарлӑхне вӗҫӗмсӗр шанса, ӗненсе тӑни унӑн чӗрине лӑплантарсах пырать.
IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
6. Эй тӑвансем, халӗ ӗнтӗ Тимофей сирӗн патӑртан лайӑх хыпар илсе килчӗ: эсир ӗненсе те юратса пурӑнатӑр иккен, пире яланах ырӑпа асӑнатӑр, эпир сире курасшӑн ҫуннӑ пек, эсир те пире курасшӑн иккен — 7. ҫакӑ пире лӑплантарсах ячӗ: эй тӑванӑмӑрсем, эсир ҫапла ӗненнипе эпир, хамӑра ҫитнӗ хӗн-хура, йывӑрлӑха пӑхмасӑр, питӗ савӑнтӑмӑр; 8. эсир Ҫӳлхуҫапа пӗрле ҫирӗп тӑнӑран халӗ пирӗн те кӑмӑл ҫӗкленчӗ.
1 Фес 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1