Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӗн тери чун ыратнӑ вӑрман лӑпкӑ мар чух, ҫил ачисем нимпе лӑплантарса лӑпланаймасӑр йӗрмешнӗ чух, тӳпе сӑн-сӑпачӗ тӗксӗмленнӗ чух!
1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Зина тухса кайсан та Лена чылайччен лӑпланаймасӑр ун ҫинчен шутларӗ.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Шӑнса ӗнтӗркенипе-ши е чунӗпе лӑпланаймасӑр вӗҫӗмсӗр макӑрчӗ, макӑрчӗ.
6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хыҫран тата, ывӑлне усал ан ертӗр тенӗн, куркапа сӑра чашлаттарчӗ: «Килме килпетне тулрӑнтӑк, кайма та калшне тутан», — тесе, чылайччен лӑпланаймасӑр чашкӑрчӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫак улшуҫ, сӑмсасӑр адониссемшӗн, ҫӗнӗ антикӑсемшӗн тата кивӗ картинӑсемшӗн нумай тупӑш илнипе лӑпланаймасӑр, пушӑ вӑхӑтра арҫынсемпе хӗрарӑмсене явӑҫтарас ӗҫе туса пынӑ, ку ӑна кӑмӑла кайнӑ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Карбид пур, кислород пур, манӑн пурте хатӗр, — терӗ Умара лӑпланаймасӑр.
Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Лӑпланаймасӑр вӑл пӳлӗм тӑрӑх салхуллӑн уткаласа ҫӳрет, вара кантӑк умне пырса тӑрать те, сапаланчӑк куҫпа каҫ сӗмлӗх хупӑрласа пыракан тӗссӗр инҫете пӑхса, тарӑхса пӑшӑлтатать:
Наказани пани // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Метелски, ниепле лӑпланаймасӑр, пӳлӗмре каллӗ-маллӗ уткала пуҫларӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Ҫавӑнпа омбу ҫинче пурӑнакансен ӑш-чикӗ пӑлханать, ниҫтан лӑпланаймасӑр вӗсем куҫӗсене хупма пултараймарӗҫ, пирвайхи аслати кӗрӗслетнӗ чухне вӗсем тӗлӗрме те пуҫламан.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Халь лӑпланма та юрать ӗнтӗ, анчах Ольга Николаевна лӑпланаймасӑр аллине Озеров ҫамки ҫине хучӗ те чылайччен каялла илмерӗ…
XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫакӑн пек калаҫса илнӗ хыҫҫӑн Яков Лукич вӗри шывпа пӗҫертнӗ пекех пӳлӗмрен тухса сирпӗнет те чылайччен лӑпланаймасӑр ҫӳрет.
38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
- 1