Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лекнӗ (тĕпĕ: лек) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ку сферӑра ӗҫлеме ҫӑмӑл мар, кашниех тепӗр ҫын ыратӑвне пайлама, хуйхине йышӑнма, пулӑшма, ҫав хушӑрах социаллӑ пулӑшусен тулли пуххипе тивӗҫтерме пултараймасть. Ҫавӑнпа та социаллӑ ӗҫченсенчен чылайӑшӗ ку профессие чун тата чӗре ыйтнипе суйланӑ. Республикӑра патшалӑхӑн социаллӑ политикине пурнӑҫа кӗртессипе 6 пине майлӑ социаллӑ ӗҫчен тӑрӑшать. Тата паян республикӑри кашни виҫҫӗмӗш ҫын социаллӑ пулӑшусем илсе тӑрать. Ҫынсене чун-чӗре тимлӗхӗпе тивӗҫтерекен тытӑм ҫак тӗп принципсем ҫинче никӗсленет: пулӑшу панӑ чухне яваплӑха туйни, адреслӑ пулӑшу пани тата йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынсене тимлӗх уйӑрни», - тенӗ Чӑваш Республикин ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова социаллӑ ӗҫченсен кулленхи ӗҫне хак панӑ май.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн ӗҫре ҫынна ӑнланма пӗлни кирлӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/piren-ecre-cyinna ... kirle.html

2011-мӗш ҫулта бизнесмен каллех федераллӑ МИХсен тимлӗхне лекнӗ, хӑйӗн агрофирма ҫурчӗ ҫине вӑл плакатсем ҫакса тухнӑ: малтан «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей, коррупципе кӗрешме пулӑш», унтан — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей — шулӗксемпе вӑрӑсен партийӗ».

В 2011 г. бизнесмен снова привлёк внимание федеральных СМИ, вывесив на здании своей агрофирмы плакаты: сначала «Единая Россия, помоги бороться с коррупцией», затем — «Единая Россия — партия жуликов и воров».

Мочалов Эдуард Валерьевич // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%BE%D ... 0%B8%D1%87

2007 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗнче Эдуард Мочалов, общественноҫа хӑйӗн ыйтӑвӗ ҫине тимлӗх уйӑрттарасшӑн пулса, Мускав Кремлӗн Спас башни патӗнче Хӗрлӗ тӳремре хӑйне хӑй чӗртсе янӑ (типшар), ун хыҫҫӑн Склифосовский институчӗн реанимаци уйрӑмне лекнӗ.

14 декабря того же года Эдуард Мочалов, пытаясь привлечь внимание общественности к своей проблеме, совершил самоподжог (типшар) у Спасской башни Московского Кремля на Красной площади, после чего попал в реанимационное отделение Института Склифосовского.

Мочалов Эдуард Валерьевич // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%BE%D ... 0%B8%D1%87

Эпир пӗччен пурӑнакан ватӑсене тата йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынсене тупса палӑртма тӑрӑшатпӑр, вӗсен пурӑнмалли условийӗсене хакласа пулӑшу кӳретпӗр, кирлӗ пулсан ветерансемпе инвалидсене интернат учрежденийӗсене вырнаҫтарма пулӑшатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑтра пулӑшу кӳни паха // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/06/04/%d0%b2%d3%9 ... %85%d0%b0/

— Пирӗн пата пурнӑҫ тӑршшӗпе пӗччен пурӑнса ирттернӗ ҫынсем, ҫавӑн пекех пурнӑҫри кӑткӑс лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынсем час-часах килеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырлӑхпа шанӑҫ ҫурчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sotsiall-kh- ... ch-3794851

Вӑл шахмат вӑййипе спорт мастерӗн кандидачӗн нормативне пурнӑҫланӑ, тӗрлӗ шайри ӑмӑртусене пӗрре кӑна мар хутшӑннӑ, ҫӗнтерӳҫӗсен йышне темиҫе хутчен те лекнӗ, район чемпионӗ те пулнӑ, ҫавӑнпа ӑсталӑхӗ ҫителӗклех.

Куҫарса пулӑш

Шахмат тӗнчине ҫул хываҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/shaxmat-tenchine- ... vacce.html

Ҫӗнӗ форматлӑ центрта ҫӗнӗ проектсем пурнӑҫа кӗртме пулӗ, ҫав шутра: «Бабушкино тепло» (йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ачасене пулӑшасси), «Торопыжкам с любовью» (палӑртнинчен маларах ҫуралнӑ ачасем валли ӑшӑ япаласем ҫыхасси), «Своих не бросаем» (ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшу кӳресси) тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ыр кӑмӑллӑх центрӗ уҫӑлнӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d2%ab%d3%9 ... %bd%d3%91/

Чим-чимлет те, сиккеле-сиккеле те куҫ тӗлне лекнӗ ҫимӗҫе сӑхкала.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Пулать вӗт, ҫав анра-сухрашӑн эсӗ ментовкӑна лекнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

А.Филиппов Чита облаҫӗнчи РФ ҫарпа сывлӑш вӑйӗсен 21818-мӗш ҫар чаҫне лекнӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗрке хуралӗнче — тӳрӗ кӑмӑлпа // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/21/%d0%b9%d3%9 ... %bf%d0%b0/

Тепӗр тесен, автор ӑнлантарнӑ тӑрӑх, Кейп-Код унта «ӑнсӑртран ҫеҫ» лекнӗ.

Впрочем, по словам автора, Кейп-Код в нём оказался «в общем, случайно».

Кейп-Код // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B5%D ... 0%BE%D0%B4

Кӗл-хӑрӑм вӗҫтерсе, кӑмака мӑрйине темле майпа лекнӗ кушак шап персе анать.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Кушакки, хӳрине чӑнк тӑратса, хуйха лекнӗ Вихтӗр ҫумне ачашшӑн йӑпшӑнать, ӑна мӑр-мӑр юрри юрласа лӑплантарма пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Ачалӑхӗ ун йывӑр вӑхӑта лекнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк пулнӑ, ывӑннине туйман // Р. МАРТЬЯНОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/20/am ... ine-tujman

Вӑл госпитале лекнӗ, юсанма кайнӑ пек пулнӑ, часах протезсем хатӗр пулмалла пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Анне ҫул ҫине пӑхать… // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3766576

Ӑшра-чунра, ҫурхи шыв кӗрленӗн, тем явӑнать те пӑтранать, шухӑшсем, авӑра лекнӗ турпас евӗр, пӗр вырӑнта тӗлли-паллисӗр ҫаврӑнса тӑраҫҫӗ-тӑраҫҫӗ те ҫухалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Лесник чӗри, кушак ҫӑварне лекнӗ кайӑк пек, кӑрт-кӑрт туртӑнать, тапкаланать.

Куҫарса пулӑш

Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Колхоза лекнӗ делянка ҫинчех ҫырма пур.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Сирӗн ывӑлӑр службӑра тӑракан батальон командирӗ сире чӗререн тав тӑвать. Сире Антон ывӑлӑра воспитани панӑшӑн тав тӑвас тетӗп, вӑл пирӗн подразделенинче службӑра тӑнӑ вӑхӑтра хӑйне тивӗҫлипе, присяга панӑ пекех, тивӗҫлипе кӑтартнӑ. Шӑпах сирӗн ывӑлӑр пек гвардеецсене пула пирӗн паттӑр подразделенинче мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисем йӗркеленеҫҫӗ, ӳссе пыраҫҫӗ, ҫар дисциплини тата коллектив ҫирӗпленет. Антон малашне те паттӑрлӑх, дисциплина тата хӑйӗн Тӑван ҫӗршывне парӑнса пурӑнмалли тӗслӗх пуласса шанатӑп! — ҫырнӑ 20-мӗш стрелковӑй батальон командирӗ подполковник Евгений Кучинский. Антон пысӑк та туслӑ, ӗҫчен ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх сӗт-ҫу енӗпе ӗрчетекен фермер хуҫалӑхӗнче, ашшӗ-амӑшӗн тӑватӑ ача хушшинче вӑл чи асли. Вырӑнти шкулта тӑхӑр класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗнче диплом илнӗ. РФ Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсене ӑна 2023 ҫулхи июлӗн 2-мӗшӗнче чӗнсе илнӗ. Ҫирӗп кӗлеткеллӗ каччӑ Типҫӗр ҫарсен спецназӗн командине Новосибирск хулинчи вӗренӳ чаҫне лекнӗ. Унӑн ҫар подразделенийӗ Новосибирскри аслӑ ҫарпа команднӑй училищӗн базинче вырнаҫнӑ. Ҫар дисциплинин требованийӗсем кунта пур салтаксемшӗн те ҫирӗп. Салтаксем ӳт-пӳ енчен пиҫӗхме, алла-аллӑн тытӑҫса ҫапӑҫмалли меслетсене тӗпчеме, стрелоксен кирек мӗнле хӗҫпӑшалтан те пеме хӑнӑхма ҫине тӑрса тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, кунта Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен чӑн-чӑн ҫирӗп ҫынсем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫитӗнсе, ҫирӗпленсе ҫитсен, Антон Тимофеев та шӑпах ҫакӑн пек салтак пулса тӑнӑ. Ҫар чаҫӗн командованийӗ РФ оборона министрӗн приказӗпе 2024 ҫулхи февралӗн 22-мӗшӗнче салтака «Ҫар тивӗҫне кӑтартуллӑ пурнӑҫланӑшӑн» медальпе наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисене малалла тӑсать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3757022

Тыткӑна лекнӗ салтакӑн картти ҫине ҫырнӑ тӑрӑх, рядовой Сергей Чернов 87-мӗш стрелковӑй дивизире службӑра тӑнӑ, ӑна 1941 ҫулхи июнӗн 30-мӗшӗнче Волковыски хули патӗнче вӑрҫӑн тӑххӑрмӗш кунне тыткӑна илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех