Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лартрӗҫ (тĕпĕ: ларт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗне ферми туса пачӗҫ, «елочка» ятлӑ ӗне сумалли агрегат лартрӗҫ, сурӑх вити те вӗсемех майлаштарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пӗррехинче вӗсем, такси чӗнсе илсе, Марине инкене лартрӗҫ те Светлана патне расписанипе пымалли хӗрсенчен маларах ҫитсе ӳкрӗҫ, кайран вара, Марине инке хӑй илтмен чухне, пӗтӗм айӑпа ун ҫине йӑвантарчӗҫ, — шӳтлесе ӗнтӗ…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Аптраса ӳкрӗҫ, санитарнӑй машина ҫине лартрӗҫ те ӗлӗк госпиталь пулнӑ больницӑна илсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Градусник лартрӗҫ, — вӑтӑр тӑхӑр градус.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Нимӗҫсем вӗҫсе кайсан пирӗн пата автомашинӑсем пычӗҫ, вӗсем аманнисене, — сывӑ юлнисене ӗнтӗ, — лартрӗҫ те, ҫывӑхри разъезда илсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Суйласа лартрӗҫ те, уксахласа та пулин чупатӑп вӗт-ха, — Ҫимуна хавхалантарма тӑрӑшрӗ председатель.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрсем Ваҫука самантрах хупӑрласа илчӗҫ, хывӑнтарчӗҫ те шалти пӳрте сӗтӗрсех кӗртрӗҫ, пукан ҫине лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ялти комсомол организацийӗн секретарьне суйласа лартрӗҫ ӑна, клуб пуҫлӑхӗ те вӑлах.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Варукпа Розӑна президиума лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Халь ӑна бригадира лартрӗҫ

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗлтесене ҫамрӑксем часах вырӑнӗсене тӑрата-тӑрата лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тем хушӑра картиш варне тӑрантас кӳлнӗ лаша килсе тӑратрӗҫ, тем хушӑра аллисене каялла ҫыхнӑ Эрхипе унтерпа юнашар тӑрантас ҫине йӑтса лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Крючниксем ӑна каллех пиншак ҫухавинчен йӑтса пукан ҫине лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха вырӑнтан хускалма ӗлкӗриччен, икӗ крючник ӑна пиншак ҫухавинчен тытса ҫӗклерӗҫ те пукан ҫине лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем барона ҫемҫе вагонри купене кӗртсе лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микулапа Ваҫли кимме икӗ енчен тытрӗҫ те ҫырана туртса лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапла пурне те вырнаҫтарсан, Ҫтаппанпа иккӗшӗ пичкепе карҫинккана тата чӗресе нӳхрепе антарса лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анукпа Кӗтерук тутисене черкке хӗррине тивертсе пӑхрӗҫ те каялла лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Акӑ икӗ десятски ҫӑнӑх миххине йӑтса тухса алкум вӗҫне лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗлтӗр пирӗн ял клубӗнче Шупашкар артисчӗсем спектакль лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех