Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лартрӑмӑр (тĕпĕ: ларт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан пире пы-ысӑк тӑм чӳлмеке хутӑмӑр та, сӗлтӗ шывӗ тултарса, кӑмакана лартрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӗрсем пир ҫапаҫҫӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпир ҫурта илсе лартрӑмӑр, чӑвашла тӗн кӗнекисене туянтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Чӗри тӗпне кӗрсе вырнаҫнӑ юлташне этем нихӑҫан та манса каймасть // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... sa-kaimast

Пырса кур-ха фермӑна, мӗнлерех ҫирӗп ҫурт купаласа лартрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Тулли капана кӑмака сакки ҫине, шӑпах лаххан тӗлне, туса лартрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Акӑ ҫак ултӑ йӗркине, ыран май уявӗ тенӗ чух, кӗҫнерникун лартрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Шӑкӑр-шакӑрах тиесе лартрӑмӑр та — ҫула.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

— Ну, суйласа лартрӑмӑр та хамӑр валли староста! — терӗ урама тухнӑ-тухман Аттеней ашшӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусанпа юнашарах мӗнле хула туса лартрӑмӑр та (эп лартрӑмӑр тетӗп, мӗншӗн тесен ӑна чӑвашсем те турӗҫ), ҫавӑн хыҫҫӑн чылай тытӑнса тӑрӗ-ши тутар патшалӑхӗ?

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шкулта пӗрле вӗренекен ачасем тепӗр куннех кар тӑрса тухрӑмӑр та икӗ кун хушшинче тепӗр лупас тата ҫирӗм икӗ кӗрепле шӑчӑ туса лартрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Иккӗшне те лупас айне лартрӑмӑр, шӑши тытнӑ чух сыхласа ларма клевер уйне кӗрепле шӑчӑсем туса патӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Ҫак йӑвасене вара вӑрӑм пусмапа улӑхса икӗ юман ҫине ҫыхса лартрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Пуртӑ аврине ҫӗнӗрен лартрӑмӑр та хурама муклашкине халь йӗри-тавра чӗлшерӗн ҫурма шут тытрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Киремет хурами // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 51–53 с.

Ҫавӑнпа кашни шӑтӑка икшер ҫӑка лартрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Чип-чипер мӑшӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 50–51 с.

Хӑрнӑ йӑмрине касса, пӗве пуҫне юпасем лартрӑмӑр, ҫаппи-тураттипе ҫатан тытрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.

Тӑватӑ катемпие тӑватӑ ҫӗре инҫетренех курӑнмалла туса лартрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Ҫав арчаран капкӑн турӑмӑр та сарай ҫине лартрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.

Хӑяр, купӑста, помидор лартрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.

Ту айлӑмне вырма каҫсанах, Санюка та хам ушкӑна илтӗм, ун вырӑнне пӗр шкул ачине тупса лартрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Пӳртне туса лартрӑмӑр та, хӑйсем карр саланса кайрӗҫ, — терӗ карчӑкӗ, сӗтел ҫине шӑлса типӗтнӗ май.

Дом построили, а сами разбежались кто куда, — сказала старуха, вытирая на столе.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Кутамккана ҫур ҫӑкӑр, темиҫе пуҫ сухан, пилӗк ҫӑмарта, улӑштарса тӑхӑнмалӑх кӗпе-йӗм, питшӑлли чикрӗмӗр те хытӑ ҫыхса лартрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех