Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ларнӑ (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Аполлон-14» Уйӑх кабини Ҫумӑрсен Тинӗсӗнчен кӑнтӑралла вырнаҫнӑ Фра Мауро кратер патӗнче анса ларнӑ, ҫав вӑхӑтра унта «Луноход-1» ӗҫленӗ.

Лунная кабина «Аполлона-14» совершила посадку у кратера Фра Мауро, расположенного к югу от Моря Дождей, где в это время работал «Луноход-1»

Уйӑх ҫинче пулса курнӑ ҫынсен списокӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A3%D0%B9%D ... 0%BA%D3%97

«Аполлон-12» Уйӑх модулӗ Тӑвӑлсен Океанӗн анӑҫ пайӗнче анса ларнӑ.

Лунный модуль «Аполлона-12» совершил посадку в западной части Океана Бурь.

Уйӑх ҫинче пулса курнӑ ҫынсен списокӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A3%D0%B9%D ... 0%BA%D3%97

Анса ларнӑ вырӑна Лӑпкӑлӑх Бази ят панӑ.

Место посадки было названо Базой Спокойствия.

Уйӑх ҫинче пулса курнӑ ҫынсен списокӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A3%D0%B9%D ... 0%BA%D3%97

«Аполлон-11» Уйӑх модулӗ экватор патӗнче тенӗ пекех, Лӑпкӑлӑх Тинӗсӗн кӑнтӑр-анӑҫ пайӗнче, 0° 41' 15» ҫ. ш. 23° 26' х.т.д. координатлӑ вырӑнта анса ларнӑ.

Лунный модуль «Аполлона-11» совершил посадку почти на экваторе, в юго-западной части Моря Спокойствия, в точке с координатами 0° 41' 15» с. ш. 23° 26' в. д.

Уйӑх ҫинче пулса курнӑ ҫынсен списокӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A3%D0%B9%D ... 0%BA%D3%97

Шала лекме сӑлтав тупас тӗллевпе вӑл унӑн Кенвудри ҫурчӗн хапхи умӗнче сехечӗ-сехечӗпе ларнӑ.

Она часами сидела у ворот его дома в Кенвуде, пытаясь найти повод попасть внутрь.

Йоко Оно // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%99%D0%BE%D ... 0%BD%D0%BE

Пиччӗшӗ хирӗҫленӗ хыҫҫӑн престол ҫине Йорк герцогӗ ларнӑ, официаллӑ майпа патша ячӗпе ӑна 1936 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗнче тивӗҫтернӗ.

После отречения брата, на престол вступил герцог Йоркский и был официально провозглашен королём 11 декабря 1936 года.

VI Георг // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/VI_%D0%93%D0%B ... 1%80%D0%B3

…Ҫӗнӗ вилтӑпри тӗмески ҫинче мрамортан тунӑ юпа ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Петр Петрович пукан ҫине йывӑррӑн ларнӑ та аллине чӗри тӗлне тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Петр Петрович пукан ҫине йывӑррӑн усӑнса ларнӑ та пӗр вӑхӑт хушши нимӗн те чӗнмен.

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Вара вӗсем чӗнмесӗр ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Анчах унта Нина Ивановнӑсен тата Лидӑсен йывӑҫ ҫурчӗсем вырӑнӗнче пысӑк чул ҫурт — вӑтам шкул ҫӳрчӗ илемленсе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Врач ҫав кунах пӑрахут ҫине ларнӑ та Мускавалла ҫул тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Ҫав вӑхӑтра Петр Петрович ниепле те киле кӗрсе тухма ӗлкӗреймен: вӗсен килӗ хула хӗрринче, чугун ҫул станцийӗнчен инҫе мар ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Малтан вӑл урайнелле пӑхса ларнӑ, унтан ура ҫине тӑнӑ, чӳрече умнелле пынӑ, ҫанталӑк сулхӑнрах пулсан та, ӑна яриех уҫса янӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Нина Ивановна вара хӑй, ултӑ ҫул кӑна вӗреннӗскер, е магазинра, е столовӑйра уборщица пулнӑ, кайран, пӗр йӑваш ҫынна качча тухнӑ хыҫҫӑн, унӑн ӗнси ҫинех хӑпарса ларнӑ, ӗҫкелеме пуҫланӑ, ӗҫкӗсенче вара хӑйне «эпӗ министр арӑмӗ» тесе ташланӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Эпӗ унӑн туйӗнче хисеплӗ вырӑнта ларнӑ

Куҫарса пулӑш

1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

— Кампа?.. — хӗрӗ ҫумне хуллен пырса ларнӑ Лидия Алексеевна.

Куҫарса пулӑш

1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

— Алли-ури тӗрӗсехчӗ-ҫке, — диван ҫине тӑрса ларнӑ Зоя.

Куҫарса пулӑш

1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Халь ун ҫине кӑштах тусан ларнӑ, унӑн ылтӑнланӑ-кӗмӗлленӗ вырӑнӗсем те тӗксӗмленнӗ, чӗркеленсе пӗтнӗ, анчах хӗлӗхсем пӗрре те татӑлман.

Куҫарса пулӑш

1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Ҫамрӑк чухне Зойӑнни пекех чакӑр пулнӑ куҫӗсем тӗксӗмленнӗ, — вӗсем ҫине инҫе ҫулсен тусанӗсем ларнӑ пек туйӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех