Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ларман (тĕпĕ: ларма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫамрӑк чухне пурин патне те атӑ ҫитнӗ, мунча та хутнӑ, выльӑх-чӗрлӗх те пӑхнӑ, кил-ҫурта та тирпейлесе тӑнӑ, пӗр минут та ӗҫсӗр ларман.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Руль умӗнче тахҫанах ларман, хӗсметре салтаксене турттарса ҫӳреме тивнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Анчах алӑ усса ларман, тепӗр 15 ҫул лесхозра ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван ялах юлас терӗм… // В. КУРАКОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/23/tv ... yulas-term

Декоративлӑ искусствӑна хакламан вӑхӑтра та Ефремова художница аллисене усса ларман, ҫав искусствӑна ытларах аталантарас тесе тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Чӑваш хӗрарӑмӗсем, ӗҫре арҫынсенчен юлмасӑр (тепӗр чухне ирттерсе те) ӗҫленӗскерсем, уявсенче те «шӑпчӑк чӗпписем пек шӑппӑн» ларман, — юрланӑ та ташланӑ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ӗҫсӗр ларман.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Арӑмӗ те ӗҫсӗр ларман.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кунашкал пӑлхануллӑ самантсем татах та пулнӑ, таҫта аташса сӗнксе ларман ял ачисем, тапалансах утнӑ, нӑшӑклатса ларнипе кирлӗ ӗҫ пулманнине питӗ лайӑх ӑнланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

— Эсир ларман, эсир иксӗр те ӗҫлеттӗрччӗ, — тӳрлетрӗ ӑна Ирина.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Суд сакки ҫине ларман.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Лишайкинсен ушкӑнӗ алӑ усса ларман, ҫав Арсентьевсемпе Безбородовсем анне пулӑпӑр-и вара тесех шӑлӗсене шакканӑ пулас.

Куҫарса пулӑш

31 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Полковник вӑйлӑн тӗртсе ячӗ, вӑл тайӑлса кайрӗ, авӑнса илсе чӗркуҫленсе ларман пулсан ӳкетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл вӑхӑтри шкул ачисем те пушӑ ларман.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пынӑ // Анна Ежергина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d0%b9%d1%8 ... %bd%d3%91/

Эпӗ вӑрҫӑччен те пӗр вырӑнта нумайшар вӑхӑт ларман.

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫав каҫхине эп аптрамӗ-ха, юрать-ха тесе тӗлӗрсе-мӗн туса ларман.

Куҫарса пулӑш

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хыҫҫӑн та пултаруллӑ педагог алӑ усса ларман, чи лайӑх преподавательсен конкурс суйлавӗ витӗр тухса онлайн-учитель сертификатне илнӗ, репетиторта ӗҫлеме пикеннӗ.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫре, ҫитӗнӳсен ҫулӗпе // Наталья Калашникова. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d1%8e%d1%8 ... %bf%d0%b5/

Анчах та Ефросиния Николаевна алӑ усса килте ларман, тӑван колхоз енне выртакан сукмака малалла такӑрлатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье телейӗн уҫҫи – юратупа шанчӑклӑхра // Анна МАТРОСОВА. http://kasalen.ru/2023/07/11/%d2%ab%d0%b ... %bb%d3%91/

— Ун ҫине ларман, ӑшне кӗрсе ларнӑ, — терӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

О, савнӑ тусӑм // Митта Петӗрӗ. «Капкӑн», 1940. — 12№ — 10–11 с.

Паккус вӗҫне тухмасӑр чарӑнман, никама та хыҫран таптаттарса пыман, халӑхран уйрӑм канма та ларман.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Кӗвӗличчен кӗтекен турӑхсӑр ларман, тенӗ-ха та.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех