Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лапсӑркка сăмах пирĕн базăра пур.
лапсӑркка (тĕпĕ: лапсӑркка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лапсӑркка йывӑҫ хӳттине тӑрса, Игорь карттусне хывса силлерӗ, сӑмса тутрипе пит-куҫне типӗтрӗ, унтан йӗри-тавралла пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Куҫ умӗнчи лапсӑркка ура картах туртӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Карта ҫумӗнче ӳсекен лапсӑркка шӑлан тӗми хӗрлӗ чечекпе витӗннӗ, аякранах куҫа илӗртет.

Куҫарса пулӑш

III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ҫурт-йӗрсенчен, лапсӑркка йӑмрасенчен урам урлӑ тӗксӗм мӗлкесем тӑсӑлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Виҫӗ енчен ӑна лапсӑркка хырсем хупӑрланӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Тен, астӑваҫҫӗ вӗсем мана, тен, халӗ, лапсӑркка симӗс пуҫӗсене тайса, мана саламлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Часах хайхи, пушшех вӗткеленме тытӑннӑскер, пӗр лапсӑркка тӗм тавра вӗҫе пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк чӗлхи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 271–272 с.

Лапсӑркка та кӑтра ҫӑкасем, сцена ҫине ташша кӗпӗрленсе тухнӑ хӗрсем майлах тӑпӑлккаскерсем, шӑп тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Лапсӑркка та кӑтра ҫӑкасем, ташша чупса тухнӑ хӗрсем пекех тӑпӑлккаскерсем, шӑп тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Пӗчӗк пӳ-силлӗ, чӑп-чӑмӑр хулҫурӑмлӑ, тин кӑна шуратнӑ ҫарӑк евӗр яка хӗрарӑм яш хурӑн айне пырса тӑнӑ-тӑман таҫтан пӗр ӑстрӑм ҫил пырса тухать, лапсӑркка хурӑна кӗҫ-вӗҫ ҫулҫӑсӑр хӑварас пек чаштӑртаттарса, мӗнле килнӗ ҫавӑн пекех хӑвӑрт лӑпланать.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ун-кун пӑхкаласа, кашласа ӳсекен ҫамрӑк та парка ҫирӗксем хушшипе иртсе, кӳлӗ хӗррине йӑпшӑнса ҫитет вӑрманҫӑ чӗрӗк сехетрен, умри лапсӑркка туратсене сирсе, утрав еннелле тинкерет.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Хӑвах куртӑн пуль, лапсӑркка «газик» ман.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Лапсӑркка та ӑслӑскер, Левен патне темиҫе хутчен те тухса, йӑпӑлтатса, хапха айӗпе каялла кӗре-кӗре каять.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Сенкер шупӑр пӗркеннӗ лапсӑркка тирексем Хирти Ҫӗмӗртлӗх клубӗ тавра йӑкӑштатса ҫаврӑнаҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тӳрех унта тухмасть ача, лапсӑркка уртӑш хӳттине пырать, пуҫне вӑрттӑн кӑларса пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Тин ҫеҫ ӑшӑ ҫумӑр ҫуса кайнӑ та, бульвар ҫинчи лапсӑркка ҫӑкасем хушшинчи асфальт сукмаксем тӗкӗр пек йӑлтӑртатса выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Лапсӑркка йӑмра айӗнче икӗ ачана курсан: — Мӗн хӑтланатӑр эсир? — терӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Ай, мӗнле чаплӑ факт! — савӑнчӗ куҫлӑхлӑ лапсӑркка ҫӳҫлӗ ҫамрӑк юлташ, заметкӑна вуласа тухсан.

Куҫарса пулӑш

«Пшик» ҫыртӑм // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 25–26 с.

Стасик урине тир атӑ тӑхӑннӑ, шап-шурӑ кӗрӗкпе, пуҫӗнче лапсӑркка ҫӗлӗк, аллинче — тир алса.

Куҫарса пулӑш

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Именсе пӗлӗт аркипе хупланнӑ уйӑх та, куҫ мӑчлаттаракан ҫӑлтӑрсем те ҫав хумсем ҫинче чӳхенсе ташларӗҫ, симӗс чӑрӑшсем лапсӑркка тураттисемпе алӑ ҫупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех