Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӳтсе (тĕпĕ: кӳт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Яла» сӑмаха илтнӗ-илтмен Вовӑн чунӗ шутсӑр-шутсӑр кӳтсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ӗнтӗркесе кӳтсе ҫитнӗрен шӑла шӑл витмест.

Куҫарса пулӑш

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Кӗҫ-вӗс йӗрсе ярас пек кӳтсе ҫитнӗ ача пурпӗрех чӑтать, шӑлне ҫыртса лартнӑ та — ҫапмассерен эхлетсе выртать.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Юлашкинчен, пӗр вӑхӑтрах кӑвар хӗрӳлӗхӗпе те, юр сивӗлӗхӗпе те кӳтсе ҫитнӗ аллисене алсиш тӑхӑнас тесе, ӑна сылтӑм кӗсйинчен туртса кӑларать.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Левен кӳтсе те тарӑхса ҫитнипе шӑлне шатӑрр тутарать.

Куҫарса пулӑш

Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Маруҫ, кӳтмеллипех кӳтсе ҫитнӗскер, кастрюле пӗррех ҫапса ыткӑнтарса ярать.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Чунӗ шутсӑр кӳтсе ҫитнӗ Ваҫук тек тӳссе тӑраймарӗ, епресе тӑракана пӗррех туртса пачӗ хӑлха урлӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Кӗҫ-вӗҫ шаплатса ҫурӑлса каяс евӗр кӳтсе ҫитнӗ Шӑнкӑрч, ним шарламасӑр шӑппӑн тӑрать те, пӑшал кӗпҫине хӑма хушшинчен чиксе, ун автанне пусать.

Куҫарса пулӑш

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫитӗннисем ӗненменрен чунӑм кӳтсе килчӗ, ӗсӗклеме тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Санька аппан чунӗ кӳтсе ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Ашшӗне курсан, Тамарӑн кӑшкӑрса макӑрса ярасси килчӗ, ҫапах та кӳтсе ҫитнӗ чунне хытарчӗ, нимӗн те шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

43 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Паян чӑтма ҫук чун кӳтсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тамара икӗ аллине те Раман хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ, каччӑн хура куҫӗнчен тӗмсӗлсе-тӗмсӗлсе пӑхрӗ, чунӗ кӳтсе килнипе йӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

19 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ним те пулман, — чышкипе сӑтӑрса типӗтрӗ вӑл куҫҫульне, — чун кӳтсе килнипе чӑтаймарӑм.

Куҫарса пулӑш

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Манӑн кӳтсе ҫитнӗ чунӑма кӑшт та пулин йӑпатӑр.

Не забудьте утешить меня в моей печали.

XXVII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ӑшчикӗ кӳтсе ҫитнипе.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кичемлӗхпе кӳтсе тӗмсӗлнӗрен пӗр самантлӑха та пулин «уҫҫӑн сывлас» килчӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Аллисем кӳтсе кайнине сиссе кӗсьинчи перчеткисене тӑхӑнасшӑн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Пурте вырӑнтан сиксе тӑчӗҫ, Иришка хӗр-тантӑшӗсенчен иккӗш виҫҫӗшӗ ун патнелле ыткӑнса пычӗҫ, шывпа пӗрӗхеҫҫӗ ӑна, тӑна кӗртме тӑрӑшаҫҫӗ, пӗри, хаяртараххи, ман умма пырса, питрен чӑнт-чант! тутарчӗ, йытӑ эсӗ, намӑссӑр, питсӗр! тесе кӑшкӑрчӗ, теприсем чунӗ кӳтсе килнипе макӑрма тытӑннӑ Натюка пукан ҫине лартса лӑплантарма пикенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Кунта та вӑл нумай тӑраймарӗ — чун кӳтсе ҫитнипе пахчаналла вирхӗнчӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех