Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Эй, ӑхӑ пулмасӑр, — пач кӗтмен чух шывланнӑ куҫне шӑлкалать аслашшӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Тепӗр ирхине аслашшӗ «пӗчӗк мар» мӑнукне, Шӑнкӑрча, кӗтмен ӗҫ хушать:
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Пач кӗтмен самантра, вут тухнӑ чухнехилле хыпаланса, Шӑнкӑрчсен килне кӳрши — Вихтӗр бригадир — каптӑрт кӗрсе тӑрать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Кулинейкка? — пач кӗтмен чух ыйтать Услантӑр мучи.
Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Адмирал вилни пачах та кӗтмен ҫӗртен пулнӑ, темиҫе кун маларах Элкано хӑйӗн пехилӗнче хӑйӗн чун приказчикӗ пек ӑна хӑй кӑтартнӑ пулнӑ.
Хуан Себастьян Элькано // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D1%83%D ... 0%BD%D0%BE
Анчах кӗтмен ҫӗртен ӑна пулӑшакан тупӑннӑ — Сигэра Миямото покемонсемпе ҫыхӑннӑ икӗ пӗрремӗш вӑййа — Pocket Monsters Red-а тата Pocket Monsters Green-а — кӑларма пулӑшать.
Сатоси Тадзири // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B0%D ... 1%80%D0%B8
Шупашкаралла питех васкаман вӑл, — унта ӑна никамах та кӗтмен.
2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
— Эпӗ кӗтмен ҫӗртен килсе кӗнӗшӗн тӗлӗнетӗр пуль-ха.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
— Светлана кӑштах шухӑша кайса ларчӗ те кӗтмен ҫӗртенех ҫапла каласа хучӗ:
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Вара председатель те, Гриша та кӗтмен япала килсе тухнӑ: Светлана сӗтел умӗнче ларакан тайӑнмалли пукан патне пырса тӑнӑ та, ӑна, кайри уринчен тытса, малтан сылтӑм аллипе, унтан сулахай аллипе ҫӗклесе кӑтартнӑ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
— Урӑра хӑҫан татнӑ сирӗнне? — ыйтрӗ вӑл кӗтмен ҫӗртен.
V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Юрату историйӗ мӗнле кӗтмен ҫӗртен пуҫланать, ҫаплах вӗҫленет теме пулӗччӗ.
«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik
2019 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче «Кӗтмен юрату» коллективлӑ сборник пичетленсе тухнӑччӗ.
«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik
Сукмак ҫине ним кӗтмен ҫӗртен ачасем кӗшӗлтетсе тухрӗҫ.
9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Кӗтмен тӗл пулу?
7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
«Кӗтмен тӗл пулу, — терӗ Апуҫ, учитель кайнӑ еннелле пӑхса.
3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
— Пурнӑҫра нумай япала кӗтмен ҫӗртен пулса тухать ҫав, Мария Тимофеевна.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Часрах комбат патне ҫаврӑнса ҫитесшӗнччӗ, анчах кӗтмен ҫӗртен ман умрах мина ҫурӑлса кайрӗ те эпӗ вара тӑна ҫухатнӑ…
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пуринчен ытла Ылтӑн Петрукӗшӗн кӗтмен япала пулчӗ ку.
Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫӑварӗпе те, хӑлхипе те итлерӗ пулас ҫак кӗтмен хӑрушӑ хыпара Кулюкка.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.