Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтесри (тĕпĕ: кӗтес) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗтесри тураша илсе Микулан пуҫӗ ҫине хучӗ те: «Ҫӳренӗ ҫӗрте сиплӗх пултӑр сана, ачам… Тур папай упратӑр… сывлӑх патӑр», — тесе пиллерӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтесри витрине сас тумасӑр илсе, хӳшӗрен тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем икӗ хутлӑ чул ҫуртпа сылтӑм кӗтесри хуҫалӑх лавкки хушшине кӗпӗрленсе тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Упӑшки ылтӑн пытарнӑ кӗтесри ещӗкре тахҫанхи коньяк кӗленчисем пуррине таҫтан аса илчӗ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар кӗтесри ешӗкрен мӑлатук, пилӗк-ултӑ пӑта илчӗ те кайри пӳрте кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахарӑн кӗтесри витинче сыснасем ҫуйӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗтесри пӗчӗк сӗтел ҫинчи приемник те ҫавах, мана пурӑнма ятарласа тунӑ пӳлӗм те малтанхи пекех.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Инҫетрех мар аслати ҫапни ҫутипе кӗтесри чӗрчуна палларӗ Аспар.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Тата акӑ мӗн: кӗтесри пӳлӗмре туберкулез пункчӗ пулать, унта Ефимов врач Ӗсмӗл больницинчен куҫса килмелле.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кӗтесри ҫурт ҫине «Маяковский урамӗ» тесе ҫырнине асӑрхарӗ те: — «К любым чертям с матерями катись любая норма», тенӗ пулӗччӗ поэт пурӑннӑ пулсан, — тесе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Юлашкинчен мӑрсана таҫти кӗтесри нӳхрепе, Шигалей, Карпов, Поджогин тата ыттисем ларакан ҫӗре, кайса хупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӑшт кӗтсе ларма тивет, — терӗ те сулахай кӗтесри алӑкран тепӗр пӳлӗме кӗрсе кайрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑл кӗтесри пӗр пӳлӗме кӗрсе ларнӑ та хуткупӑспа юрлаттармалли-ташлаттармалли кӗвӗсем калать.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кӗтесри турӑш — турӑ мар вӑл, тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫула майӑн пӗр кӗтесри подвала лимон илме кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Унтан Моргиана кунта килнӗ чухнех палӑртса хунӑ пӳлӗме иртрӗ, — нимӗнле пӗлтерӗшсӗр ҫак пӳлӗмре вӑл Ева Страттонпа калаҫнӑччӗ; кӗтесри пӗчӗк сӗтел умне ларчӗ те ҫыру кӗнекинче кӑранташпа йӗрлеме пуҫларӗ:

Замет Моргиана прошла в комнату, которую уже имела в виду, направляясь сюда, — в ту, не имеющую никакого назначения комнату, где был у нее разговор с Евой Страттон, — и, присев к угловому столику, начала писать в записной книжке карандашом.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Вун пӗрмӗш шар сулахай кӗтесри шӑтӑк патӗнче кӗтесре чарӑнчӗ, ҫапакан шар вара сылтӑм борт ҫумӗнчех, инҫетре тата мелсӗррӗн вырнаҫрӗ; вун пӗрмӗш шара ҫапса шӑтӑка кӗртесси — йывӑр задача, ҫапаканни вара — Детрей.

Одиннадцатый шар стал под углом к левой угловой лузе, биток же — у правого борта, так далеко и неудобно, что положить одиннадцатый шар явилось трудной задачей, а удар принадлежал Детрею.

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Джесси аялта, кӗтесри хурарах хӗрлӗ обойлӑ пӳлӗмре, выртать.

Джесси лежала в угловой нижней комнате с малиновыми обоями.

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫӳлте кӗтесри пӳлӗм алӑкне уҫсан Моргиана туалет сӗтелӗ ҫине темиҫе ҫурта ҫутса лартрӗ те сивлеккӗн пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Открыв дверь верхней угловой комнаты, Моргиана зажгла свечи на туалетном столе и сумрачно осмотрелась.

XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Йыш пӗчӗкрен тата пӳртре пӑчӑран кӗтесри тӑваткал террасӑра вырнаҫрӗҫ.

По малочисленности общества, а также из-за духоты, центром служила квадратная угловая терраса.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех