Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗртекене (тĕпĕ: кӗрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
12. Тата Хӑйне чӗнсе кӗртекене те каланӑ: эсӗ кӑнтӑрлахи е каҫхи апат тунӑ чухне тусусене, тӑванусене, хурӑнташусене, пуян кӳршӳсене ан чӗн, кайран вӗсем те сана чӗнӗҫ те, ҫавӑ саншӑн ырӑлӑх илни пулӗ.

12. Сказал же и позвавшему Его: когда делаешь обед или ужин, не зови друзей твоих, ни братьев твоих, ни родственников твоих, ни соседей богатых, чтобы и они тебя когда не позвали, и не получил ты воздаяния.

Лк 14 // .

7. Израиль килӗн ҫыннисенчен е ютран килсе вӗсем хушшинче пурӑнакансенчен кам та кам Манран уйрӑлсассӑн, хӑйсен чӗрине йӗрӗхӗсене кӗртсессӗн, илӗртсе ҫылӑха кӗртекене хӑйсен умне лартсассӑн, кайран пророк патне пырса ун урлӑ Манран ыйтасшӑн пулсассӑн, Эпӗ, Турӑ, ӑна Хам ятӑмран хурав парӑп-и?

7. Ибо если кто из дома Израилева и из пришельцев, которые живут у Израиля, отложится от Меня и допустит идолов своих в сердце свое, и поставит соблазн нечестия своего перед лицем своим, и придет к пророку вопросить Меня через него, - то Я, Господь, дам ли ему ответ от Себя?

Иез 14 // .

4. Ҫавӑнпа та калаҫ вӗсемпе, кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Израиль йӑхӗн ҫынни кам та кам хӑйӗн чӗрине йӗрӗхӗсене кӗртсессӗн, илӗртсе ҫылӑха кӗртекене хӑйӗн умне лартсассӑн, кайран пророк патне пырсассӑн, Эпӗ, Турӑ, ҫав темӗн чухлӗ йӗрӗхе пуҫҫапакана хурав пама пултарӑп-и? тесе калать те.

4. Посему говори с ними и скажи им: так говорит Господь Бог: если кто из дома Израилева допустит идолов своих в сердце свое и поставит соблазн нечестия своего перед лицем своим, и придет к пророку, - то Я, Господь, могу ли, при множестве идолов его, дать ему ответ?

Иез 14 // .

2. Вара мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 3. этем ывӑлӗ! Ӗнтӗ ҫак ҫынсем хӑйсен чӗрине йӗрӗхӗсене кӗртнӗ те хӑйсен умне илӗртсе ҫылӑха кӗртекене лартнӑ: Эпӗ вӗсене хуравлама пултарӑп-и?

2. И было ко мне слово Господне: 3. сын человеческий! Сии люди допустили идолов своих в сердце свое и поставили соблазн нечестия своего перед лицем своим: могу ли Я отвечать им?

Иез 14 // .

10. Унӑн чӗри — кӗл, шанчӑкӗ тӑпра тӗшне те тӑмасть, пурӑнӑҫӗ пылчӑкран та ирсӗртерех: 11. вӑл хӑйне Пултаракана — хӑйӗн ӑшне чӗрӗ чун вӗрсе кӗртекене, хӑйӗн ӑшне пурӑнӑҫ чӗмӗ вӗрсе кӗртекене — пӗлсе ҫитеймен.

10. Сердце его — пепел, и надежда его ничтожнее земли, и жизнь его презреннее грязи; 11. ибо он не познал Сотворившего его и вдунувшего в него деятельную душу и вдохнувшего в него дух жизни.

Ӑсл 15 // .

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех