Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗрсенех (тĕпĕ: кӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алӑкран кӗрсенех лавкка пекки пур, унта «турӑ ҫӑкӑрӗ» текен пӗчӗк ҫеҫ проҫвирка, ҫурта сутаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пӳрте кӗрсенех пальтопа ҫӗлӗкне хывса ҫакрӗ те, кухньӑна кӗрсе, буфета уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пӳрте кӗрсенех Таньӑна ыталаса чуп турӗ те ташша яра пачӗ, унтан тусне те хӑйпе пӗрле ҫавӑрттарма тытӑнчӗ, юлашкинчен, ахӑлтатса кулса, сак ҫине ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫак кунсенче вӑл Кольӑпа тӗл пулсан мӗн калаҫмаллине йӑлтах шутласа хунӑччӗ, анчах госпиталь картишне кӗрсенех мӗн пур ӑслӑ, ӑшӑ, вырӑнлӑ пулас пек сӑмахсене пурне те манса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пурте асӑрханӑ ӗнтӗ, ҫынсем вакуна кӗрсенех, чӳрече умне вырнаҫма тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Петя, алӑкран кӗрсенех, пӗр симӗс велосипеда курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Раштав уйӑхне кӗрсенех, юр тарӑнланнипе, вӑрманти ҫулсем те сайраланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Халӗ ӗнтӗ ҫывӑхри яла ӗҫпе кайсан та каялла килнӗ чух вӑрмана кӗрсенех киле ҫитнӗн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пӳрте кӗрсенех, халӑх йӑлипе, «килях» терӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пӳрте кӗрсенех кӑмӑллӑн алӑ пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Мучи, хапхаран кӗрсенех, кантӑк витӗр ют ҫын ларнине курчӗ те мана пуҫ тайса саламларӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Йӑвана ҫӗклесе кӗрсенех, амӑшӗ тӑнне ҫухатрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Кунта килнӗ чухне вӑл, пӳрте кӗрсенех е Анука, е кама та пулин урӑххине курасса шаннӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗрсенех вӑл чарӑнчӗ те пакурне айккинелле ывӑтса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Татьяна, йӑлӑмрах аптранӑскер, пӳрте кӗрсенех вырӑн ҫине выртрӗ те ӳлесе макӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха килне ҫитсе пӳртне кӗрсенех, Огуречников ӑна ӳпкелеме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье кайри пӳрте кӗрсенех хӗр ҫине пӑхса илчӗ те: — Михха таврӑнман-и? — тесе ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лаша ӑҫта? — упӑшки пӳрте кӗрсенех ыйтрӗ Татьяна.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӳрте кӗрсенех ӑна ачисем сырса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ашшӗн сасси хӑлхине кӗрсенех хӗр: пӗтрӗм, тинех пӗтрӗм! — текелесе, тӳрех пӳрте кӗчӗ, вырӑнӗ патне чупса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех