Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗрешеҫҫӗ (тĕпĕ: кӗреш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Медиксем пире сыхлакан пирӗштисем пек: мирлӗ вӑхӑтра та, ҫапӑҫу хирӗнче те вӗсем пӗр миссие пурнӑҫлаҫҫӗ — чирлисене сиплеҫҫӗ, вӗсен халне ҫӑмӑллатаҫҫӗ, ҫынсен пурнӑҫӗшӗн кӗрешеҫҫӗ, пурӑнма ӗмӗт параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Врачсем — пур ҫӗрте те пурнӑҫа тӑсакансем // Гулия Фаизова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... -tsakansem

— Кулленхи ҫумӑрпа вӑйлӑ ҫиле пӑхмасӑр, пирӗн комбайнерсем тырӑ тухӑҫӗшӗн икӗ эрне ытла кӗрешеҫҫӗ ӗнтӗ, - тет тӗштырӑ акмалли пысӑк лаптӑклӑ агроприятин тӗп механикӗ Валерий Георгиевич Михайлов.

Куҫарса пулӑш

Тухӑҫа ҫанталӑка пӑхмасӑр пуҫтараҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... ra-3886148

Чӑваш Республикинче коррупциллӗ преступленисене хирӗҫ тӗллевлӗ кӗрешеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Взятка парасшӑн пулнӑ // Вӑрмар тӑрӑхӗ. http://gazeta1931.ru/urmary/12037-vzyatk ... ssh-n-puln

Тахҫанах, ӗлӗк-авалах, ҫапӑҫнӑ иккен ҫынсем, халӗ те кӗрешеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Совет ҫыннисем ҫичӗ ҫуллӑх заданийӗсене срокчен пурнӑҫлассишӗн, ҫапла вара коммунизмӑн пурлӑхпа техника никӗсне тӑвассишӗн кӗрешеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

XX ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенчен пуҫласа ҫак ушкӑнӑн хӗҫ-пӑшалланнӑ ҫыннисем вырӑнти халӑха хӗсӗрленинчен хӳтӗлетпӗр тесе кӗрешеҫҫӗ, фермерсен ҫӗрӗсене туртса илессине хирӗҫ тӑраҫҫӗ.

С 60-х годов XX века боевики этой группировки действуют под лозунгом защиты притесняемого местного населения, выступают против практики конфискации земель у фермеров.

Чхаттисгарх // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A7%D1% ... 1%80%D1%85

Ун ывӑлӗсем вӑрҫӑран ҫыру ҫыраҫҫӗ, фашистсемпе кӗрешеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Иккӗшӗ те парӑнасшӑн мар, иккӗшӗ те пӗр-пӗринпе парӑнмасӑр кӗрешеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ялхуҫалӑхӗшӗн лайӑх мар ҫутҫанталӑк условийӗсемпе — шурлӑхсемпе, нӳрӗ ҫитменнипе, ялхуҫалӑхне сиенлекенсемпе тӗрлӗ зонӑсенче мӗнле кӗрешеҫҫӗ?

Как в разных зонах ведется борьба с неблагоприятными для сельского хозяйства природными условиями: с болотами, с недостатком влаги, с вредителями?

Ялхуҫалӑхӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӗсем хуҫалӑха хӑпартассишӗн, колхозниксен пурӑнӑҫне лайӑхлатассишӗн кӗрешеҫҫӗ.

Которые борются за поднятие хозяйства и улучшение жизни колхозников.

Крымӑн кӑнтӑрти хӗрринче хуҫалӑх тата халӑх пурӑнӑҫӗ епле лайӑхланса пырать // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Тӑпраран нумай шыв илсе тӑрса тӑпрана типӗтсе яракан ҫумкурӑкӗсемпе кӗрешеҫҫӗ.

Ведется борьба с сорняками, которые поглощают много воды из почвы и сушат почву.

Уяр ҫанталӑкпа кӗрешесси // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫӗре пӗлсе, тӑпрара яланах нӳрӗк пулмалла ӗҫлеттерсе тӑрассишӗн кӗрешеҫҫӗ.

Ведется борьба за такую обработку полей, которая сохраняла бы в почве влагу.

Уяр ҫанталӑкпа кӗрешесси // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Уяр ҫанталӑкпа тата ялхуҫалӑхне сиен кӳрекен чӗрчунсемпе пӗрмаях кӗрешеҫҫӗ.

Ведется постоянная борьба с засухой и животными-вредителями.

Совет влаҫӗ вӑхӑтӗнче хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирте ялхуҫалӑхӗ мӗнле ҫӗнелсе пырать // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫурҫӗр енчи тинӗспе Аслӑ ҫул хывас тесе, тата пирӗн поляр зонине пӗтӗмпех хамӑр алла ҫавӑрса илме май тӑвас тесе, темӗн чухлӗ совет ҫыннисем, моряксемпе тӗпчевҫӗсем Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океанри хаяр ҫанталӑкпа кӗрешеҫҫӗ.

У тех сотен советских работников, моряков и исследователей, которые бьются с суровой природой Ледовитого океана за Великий северный путь, за освоение нашей полярной зоны.

Ҫурҫӗрти тинӗс ҫулӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Интереслӗ, республикӑра пурӑнакансем макулатурӑна ахаль ҫеҫ мар, командӑпа е уйрӑм зачетра мала тухассишӗн кӗрешеҫҫӗ.

Интересно, что сдавать макулатуру жители республики будут не просто так, а поборются за первенство в командном или индивидуальном зачете.

Пушкӑртра "БумБатл" кивӗ хут пухас енӗпе акци пуҫарнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekologi/2023 ... rn-3475896

Шӑрӑх тӑрӑхра пурӑнакан халӑхсем апат-ҫимӗҫшӗн, харпӑрхӑй пурӑнӑҫне упраса усрасшӑн кунӗн-ҫӗрӗн кӗрешеҫҫӗ.

Непрестанную борьбу за пищу, за сохранение своей жизни ведут народы жаркого пояса.

Тропик тӑрӑхӗнчи халӑхсен пурӑнӑҫӗ епле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Халӗ ҫырма-ҫатрасемпе кӗрешеҫҫӗ.

Теперь с оврагами борются.

Вар // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫӗршывсенчен нумайӑшӗ килсӗр-йӗрсӗр тискер кайӑксен ыйтӑвӗсемшӗн кӗрешеҫҫӗ, анчах паянхи кун вӑл халӑх пурӑнакан вырӑнсемшӗн халӗ те ҫивӗч юлать-ха.

Многие страны ведут борьбу с проблемой беспризорных зверей, но на сегодняшний день она всё еще остается актуальной для многих населенных пунктов.

Килсӗр-йӗрсӗр чӗрчунсен кунӗ тӗлне // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... ne-3397987

Тӗнче, ҫӗршыв, республика пандемипе кӗрешеҫҫӗ, сыхлӑхӑн кашни саманчӗ хаклӑ, пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Улталаймарӗҫ. Улталаймӗҫ // Николай АНТОНОВ. http://alikovopress.ru/ultalajmarec.-ult ... ajmec.html

— Мӗншӗн-ха, Павел Григорьевич, хӑш-пӗрисем ҫав вырӑслатас политикӑна хирӗҫ ҫине тӑрсах кӗрешеҫҫӗ?

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех