Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗресси (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малашне те ҫакӑн пекех ӑнӑҫлӑ ӗҫлесен, Вдовичева пысӑк ӑсталӑхлӑ художниксен йышне кӗресси паллах.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Ун патне мӗнлерех пырса кӗресси ҫинчен шухӑшласа хучӗ Ҫимун.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хумккан пӗрре кӗресси те килчӗ, тепре кӗме те хӑраса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Комсомола кӗресси те пулмасть.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Ют яла кайса курасси питех те кӑсӑклӑ — ҫул ҫинче йӗри-тавра пӑхкаласа ҫеҫ пыратӑп, анчах чиркӗве кӗресси мана шиклентерет-ха.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Пурнӑҫра халӗ унӑн икӗ пысӑк тӗллев: Виталипе тӗл пуласси тата аслӑ шкула вӗренме кӗресси.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Пирӗн малашлӑхри ӗҫсене комплекслӑ майпа туса пыма хӑнӑхмалла, ун чухне асӑннӑ лару-тӑру йӗркене кӗресси те иккӗлентермӗ», – тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӗрчунсем ҫине тимлӗх уйӑрни Чӑваш Енре Экологи ҫулталӑкӗ пулма пултаракан ҫул-йӗртен пӗри тен пулса тӑрӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/14/cher ... enre-ekolo

Хӗр ҫакна сӑмах ҫукран ҫеҫ калать, унӑн та кӗресси килмест.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пӗлетӗп эп ӑна, — терӗ Агния Белянская, эпӗ, Данил Макаровича тепӗр хулӗнчен тытса, «вӑл часах йӗркене кӗресси» ҫинчен калама тытӑнсан.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Ӑҫта вӗренме кӗресси пирки те тен шухӑшланӑ паллах.

Куҫарса пулӑш

«Пысӑк тӗллевсем лартӑр, йывӑрлӑхран ан хӑрӑр», – тенӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/25/pisk ... n-oleg-nik

«Шупашкарти пединститута вӗренме кӗресси… манӑн тӗрлӗ шухӑшпа тӗрлӗ енчен ҫыхӑннӑ… эпӗ мӗн пур вӑйӑма чӗлхе тата литература ҫине хуратӑп, манӑн пурнӑҫра савӑнасси те, хурланасси те… ҫавсенчен килет…

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Юрать-ха ҫумра пӑшал таврашӗ пулмарӗ — ҫылӑха кӗресси те инҫех марччӗ.

Будь у меня оружие, он довел бы меня до греха.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫапах та учителӗн хушша кӗресси, класа шӑпланма ыйтасси килмерӗ.

Однако вмешаться, утихомирить класс учителю не хотелось.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Малтанхи хут авланса «ҫылӑха» кӗресси ак мӗнле пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Тӗллев - машина е трактор хӑварнӑ колеяран тухса кайса тепӗрне пырса кӗресси.

Куҫарса пулӑш

Шӑтӑрнак // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/234

Сӗрекепе шала кӗресси ман ӗҫ пулаканччӗ мар-и? — кӑштах шӳтлесе каларӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Акӑ ӑҫта вӑл намӑса кӗресси!» — тарӑхрӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Комсомола кӗресси ирӗклӗ япала, — терӗ учительница, тепӗр хӗр патне пырса калаҫма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Икӗ ҫул каялла кӑна-ха вӑл Сююнбикепе, ун шӑллӗпе пӗрле Хусана чаплӑн пырса кӗресси ҫинчен шутлатчӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫул ҫинче хӑйӗн ҫыннисене пӗр сӑмах чӗнмесӗр нумайччен пит ҫинчи, хулпа ҫурӑм ҫинчи юнланнӑ вырӑнсене сӑтӑркаласа пычӗ вӑл, шӑлне шатӑртаттарчӗ, Кӑкшамара мӗнле пырса кӗресси ҫинчен шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех