Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗреймерӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шалтан питӗрнӗ иккен, кӗреймерӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Сасартӑках хытӑ хумханса кайнипе пулас, ҫак хыпарӑн хӑрушӑ пӗлтерӗшӗ ман ӑса тӳрех пырса кӗреймерӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Сехӗрленсе кайса, пӗр вырӑнта хытса тӑчӗ, пӗр пилӗк минут тӑна кӗреймерӗ, пӗлми пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Нимӗҫ тӳрех тӑна кӗреймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Подрядчик астутарни Ҫтаппан хӑлхине таҫта янраса илнӗ саслӑн ҫеҫ илтенчӗ, вӑл тӑна кӗреймерӗ

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юлташӗпе пӗрле вӗренме кӗреймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Вӗҫелис, шаннӑ пек, аслӑ шкула вӗренме кӗреймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ҫапах та чылайччен йӗркене кӗреймерӗ вилӗмрен ӑнсӑртран ҫӑлӑнса юлнӑ Макар Кузьмич.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Ҫав ҫулхине Марина библиотека институтне кӗреймерӗ, тепӗр ҫулхине унта экзамен тытма та каймарӗ, мӗншӗн тесен ӑна Герасим Федотович академире вӗренес шухӑша пӑрахӑҫлани ҫинчен ҫырса пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Пединститута вӗренме кӗреймерӗ пулсан ӑҫта та пулин урӑх ҫӗрте вӗренӗ: ӑсӗ-пуҫӗ ҫук мар-ха унӑн.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн Иван пӗр-пӗр аслӑ шкула кӗресшӗн ҫӳрерӗ, анчах темшӗн кӗреймерӗ вӑл унта.

Куҫарса пулӑш

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Патшалӑх панӑ лайӑх йывӑҫран Хветут ҫемйи пура та пуралаттараймарӗ, хӑма та ҫуртараймарӗ, ҫурт лартса, кӑмака хутса ӑшӑ пӳрте те кӗреймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Питӗ шел, пӗр самантлӑха та тӑна кӗреймерӗ Салтыков, калаҫаймарӑм эп патшан ҫывӑх ҫыннипе.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шел те, пӗри те пурнӑҫа кӗреймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗт пурнӑҫа кӗчӗ // Татьяна ЕФИМОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11679-m- ... rn-ca-k-ch

Чӗрере, шухӑшра ҫакӑн пек, канӑҫсӑрлӑх иртнӗ ҫуркунне пулнӑччӗ, — ун чухне Ятманпа вӑрҫнӑ хыҫҫӑн Левентей темиҫе кун хушши ниҫта кайса кӗреймерӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ростовцев воеводӑна йывӑр амантрӗҫ, вӑл Кӑрмӑша ҫитиччен те тӑна кӗреймерӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ял халӑхӗсӗр ниҫта та кайса кӗреймерӗ иккен, кунтах персе ҫитрӗ, — каламасӑр чӑтаймасть ҫамрӑкраххисенчен пӗри, ҫивӗчрех чӗлхелли.

Куҫарса пулӑш

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӗрӗссипе, кунта хула халӑхӗнчен чавсапа вӑйлӑ ӗҫлеме пултаракан хастарлӑрах каччӑсемсӗр пуҫне никамах та кӗреймерӗ темелле, пӗтӗм пушӑ вырӑна мӑрсасемпе эмирсем, карачисемпе улансем, мулласемпе даншимендсем, хафизсемпе юзбашисем йышӑнса пӗтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӑшт тӑрсан, Соня хӑсма пуҫларӗ, анчах тӑна кӗреймерӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах конкурспа кӗреймерӗ вӑл медицина факультетне.

Куҫарса пулӑш

Вероника // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех