Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗр кунхине урайне тап-таса сӗрсе хӑварнӑ, вут хутса ӑшӑтнӑ, кӗнекесене майланӑ.
IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ун хыҫҫӑн Магдальпе Васса савӑт-сапана ҫуса тасатрӗҫ, кӗнекесене тирпейлесе хучӗҫ.
IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Вӑл земствӑна ҫӳренӗ, кӗнекесене пысӑк тиражпа кӑлармашкӑн ыйтнӑ.
Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.
Вишневский хӑйӗн ҫак брошюрине те, ытти кӗнекесене те чӑвашсене е пачах укҫасӑр, е йӳнӗ хакпа сутма сӗннӗ.
Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.
Кайран тахӑшӗ мана, Мускавран тухса каяс умӗн, ҫав кӗнекесене номере пырса пачӗ.
«Эс те аллӑ, эп те аллӑ…» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Туссемпе савӑнӑҫлӑ тӗлпулусем, юратнӑ кӗнекесене вулани, ҫулҫӳревсем.Это радостные встречи с друзьями, чтение любимых книг, путешествия.
Уяра Аслӑ Турӑпа ҫыхӑнтарнӑ, вӑл Турӑ амӑшӗн атрибучӗ пулнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ln-3392564
ХХ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче ҫӗршыври йывӑр лару-тӑрӑва пула юмах пуххисем кӑна мар, ытти кӗнекесене пичетлесе кӑларас ӗҫ те кӑткӑсланать, экспедицисене кайса халӑх сӑмахлӑхне пухасси те чарӑнса ларас патнех ҫитет.
Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.
Ку кӗнекесене, виҫҫӗмӗш пуххине шута илмесен, каллех кӗҫӗн ҫулхи ачасем валли хатӗрленӗ.
Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.
Кунтах М. Трубина хатӗрлесе кӑларнӑ «Чӑваш юмахӗсем» кӗнекесене асӑнма пулать — вӗсене ытларах кӗҫӗн тата вӑтам ҫулхи ачасем валли хатӗрленӗ, паттӑр юмахӗсем ҫук.
Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.
— Кӗнекесене инспектор памасть, а кӗнеке параканӗ велосипед ҫинчен анмасӑрах киле кайрӗ.
Велосипед // Сӳпенкке Илли. «Капкӑн», 1934. — 8№ — 3 с.
Аннушкин куркапа кофе килсе лартрӗ те журналсемпе кӗнекесене пуҫтарма тытӑнчӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Алӑ пачӗ те, диван ҫинчи кӗнекесене пӗр ҫӗререх шутарса, ман валли вырӑн хатӗрлерӗ, ларма сӗнчӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Хӑш-пӗр кӗнекесене тытса пӑхрӑм та — шатӑртатса уҫӑлчӗҫ, страницисем пӗр-пӗрин ҫумӗнчен пирвайхи хут хӑпӑнчӗҫ — халиччен никам та вуламан.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Кун хыҫҫӑн Таранов килӗ тӗлне те манчӗ тейӗн — клубран тухма пӗлмерӗ, «Хӗрлӗ кӗтесри» кӗнекесене ҫӗннисемпе ылмаштарма хӗр библиотекарьпе пӗрле фермӑсене кая-кая килчӗ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ман шутӑмпа ҫӗнтерӳ вӑл наци библиотеки ҫак кӗнекесене туянса вулакан патне ҫитерсен, ачасем, ҫамрӑксем вӗсене библиотекӑсенчен илсе вуласа чӗре варрине илсессӗн, вӗсене, ҫамрӑк ӑрӑва ҫырма хавхалантарсассӑн ман сӑвӑсем — вара вӑл ҫӗнтерӳ пулнӑ пулӗччӗ.
Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023
Ашшӗ ача мӗнле пӑхмалли ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесене хулари пӗр магазинра та хӑварман пулмалла, анчах вӑл, вӗсене питӗ тӗплӗн вуласа тухнӑ пулин те, час-часах ҫапла каланӑ:
Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.
Анчах… — вӑл кӗнекесене илет те пӳрте кӗрсе каять…
Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.
Н. С. Хрущев юлташ калашле, ун пек кӗнекесене булавка пулӑшнипе ҫеҫ вуласа тухма пулать.
1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.
Прозӑллӑ произведенисене эпир икӗ пысӑк ушкӑна уйӑрасшӑн: пӗрремӗш ушкӑна — совет ҫыннисен паянхи пурнӑҫне сӑнласа паракан, иккӗмӗш ушкӑна истори темипе ҫырнӑ кӗнекесене кӗртесшӗн.
1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.
Хӑш-пӗр кӗнекесене кунта питӗ сахал илсе килнипе вӗсене туянмасӑрах юлнисем те пулкалаҫҫӗ.
1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.