Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӗлтӑвакан ватӑ патне чупса пычӗ те ӑна урипе пуҫӗнчен тапрӗ.
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Тепӗр тесен манашкӑсем — турра кӗлтӑвакан ҫынсем, вӗсен пире хӗрхенмелле, каҫармалла!
Эпӗ сӑнатӑп // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Деренков ҫинчен мана вӑл «народник» тесе каларӗҫ; ман шутпа народник вӑл — революционер пулнӑ, революционерӑн турра ӗненмелле пулман, турра кӗлтӑвакан старик мана ку ҫуртра ытлашши пек туйӑнчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Тупӑннӑ кӗлтӑвакан, — сан, чиркӳре тӑнӑ чух та, шухӑш — хуплу ҫинче ҫеҫ.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӗлтӑвакан таса атте умӗнче-и!..
Дуров мучи // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
— Манӑн манах, туррӑн хура ҫӑлтӑрӗ пулса тӑмаллаччӗ, — тетчӗ вӑл сӑмаха хӑвӑрттӑн ҫаптарса, — анчах пирӗн пата мӑнастире Пензӑран пӗр турра кӗлтӑвакан хӗрарӑм, пит кулӑшласкер пычӗ те мала илӗртрӗ-пӑрахрӗ: эсӗ пит юрӑхлӑскер, пит ҫирӗпскер, эпӗ ҫылӑхсӑр тӑлӑх арӑм, пӗчченскер, тет, пырасчӗ сан ман пата дворника, манӑн хамӑн пӳрт, эпӗ кайӑк мамӑкӗ-тӗкӗпе суту-илӳ тӑватӑп, тет…
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тимлӗн кӗлтӑвакан священнике куртӑм та унран ак ҫакна пиллеме ыйтасшӑн пултӑм.
XI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Петр, пӗр-пӗр тупӑшлӑ ӗҫ тунӑ ҫын пек, кӑмӑллӑ та савӑнӑҫлӑ пулчӗ, пӗр-икӗ хутчен вӑл: — Акӑ ӗнтӗ, пирӗн ҫемьере те хамӑр ҫылӑхсемшӗн кӗлтӑвакан ҫын пулать… — тесе илчӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хӑй сисмесӗрех вӑл сахалтарах кӗлтӑвакан пулчӗ; анчах Христос ятне асӑнмасӑрах, ун ҫинчен пӗлмесӗр пекех вӑл хушса хӑварнӑ пек пурӑннӑн туйӑнакан ҫынсем ҫинчен, Христос пекех, ҫӗре чухӑнсен патшалӑхӗ тесе шутласа, ҫӗрӗн пӗтӗм пуянлӑхне халӑх хушшинче пӗр тан валеҫме ӗмӗтленекен ҫынсем ҫинчен ытларах шухӑшларӗ.
VIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Кунта турра кӗлтӑвакан карчӑксем пур; ӗҫкӗ ӗҫекен карчӑксем пур; пӗр вӑхӑтрах ӗҫкӗ ӗҫекен, турра та кӗлтӑвакан карчӑксем те пур; ӑнланса илмелле мар майсемпе тӑранса пурӑнакансем, Калинкин кӗперӗнчен пасара ҫити, унта вунпилӗк пуса сутас тесе, кӑткӑсем пекех ҫӗтӗк-ҫурӑк сӗтӗрекен карчӑксем пур; пӗр сӑмахпа каласан, унта этемлӗхӗн чи телейсӗр тӗпӗ нумайрах пурӑнать, пӗр политика экономӗ те вӗсен пурнӑҫне лайӑхлатмалли мелсем шыраса тупайман пулӗччӗ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Кунта та пӗр листи ҫинче патша хӗрӗ Миликтриса Кирбитьевна сӑнӗ, тепӗрин ҫинче Иерусалим хули курӑнать; Иерусалим хулин ҫурчӗсемпе чиркӗвӗсене лаппӑшпех хӗрлӗ краска лекнӗ, ку краска унти ҫӗрӗн пӗр пайне тата алсишӗсене хывмасӑрах турра кӗлтӑвакан икӗ вырӑс мужикне пырса перӗннӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Усть-Хоперскинчен каяс умӗн Богатырев чиркӗве кӗрсе турра пуҫҫапрӗ те «Христос юратакан казак ҫарӗсен» ҫӗнтерӗвӗшӗн кӗлтӑвакан пачӑшкӑ кӗлӗ вуласа пӗтерсенех каялла тухрӗ.
LII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Сасси унӑн халӗ лӑпкӑ, лӑпкӑ, тутисем хускалмаҫҫӗпе пӗрех, кӗлтӑвакан сӑмахсене те вӑл хӑй каламасть пек, вӗсене таҫтан инҫетрен ҫил юхтарса килет тейӗн.
Хир, аслӑ хир // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Кӗтмен ҫӗртенех вара ҫак ырхан та ҫӑмӑл кӗлеткеллӗ, пысӑк куҫлӑ хӗрарӑм, турра кӗлтӑвакан карчӑк евӗрлӗ курӑннӑскер, ҫамрӑк хӗр пек пулса тӑчӗ.
16 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
14. Вара Ония каланӑ: «ку — тӑвана юратакан, халӑхшӑн тата сӑваплӑ хулашӑн нумай кӗлтӑвакан Иеремия, Турӑ пророкӗ» тенӗ.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Хӑвӑн халӑхушӑн Аарон пиллӗхӗпе кӗлтӑвакан чурусенӗн кӗллине илтсемччӗ, 19. вара ҫӗр ҫинче пурӑнакансем пурте Эсӗ Ҫӳлхуҫа иккенне, ӗмӗрсенӗн Турри иккенне, пӗлӗҫ.
Сир 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1