Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпир, сӑмахран, акӑ епле хыпар пӗлтӗмӗр; ӑнӑҫсӑр наступленирен тавӑрӑннӑ хыҫҫӑн нимӗҫсем хӑйсен пӗтнӗ танкисчӗсен кӗлеткисене те пулин илсе тухас шутпа предательсене хӑйсем майлӑ ҫавӑрса, вӗсен пулӑшӑвӗпе усӑ курма пикенсе пӑхнӑ.
Партизансен крепоҫӗ // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Вӑл ҫыраналла хӑпара-хӑпара анан тинӗс шывӗ евӗр хӑпарсах пырса, унӑн мӗн пур пек кӗлеткисене хупласа илнӗ халсӑрлӑха, ӑна сивӗ пӑр пекех сивӗтсе пыракан халсӑрлӑха ҫӗнтерес, тесе, мӗнпур шӑнӑрне хытарчӗ.Он крепился, стараясь не поддаваться чувству дурноты, затопившему, словно прилив, все его существо.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Тӗнче пуҫланнӑранпа та пулман пулмалла ун пекки: аран-аран упаленсе пыракан ҫурма вилӗ ҫынпа ун хыҫӗнчен сулланкаласа пыракан ҫурма вилӗ кашкӑр, — хӑйсен аманса, суранланса пӗтнӗ кӗлеткисене пушхир урлӑ аран-аран сӗтӗрсе пыракан икӗ чӗрчун, пӗр-пӗринпе юлашки кӗрешӗве тухрӗҫ те — харпӑр хӑй пурнӑҫӗшӗн кӗрешме тесе, тытӑҫса ӳкрӗҫ.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Эпӗ хам вара, пӗрмай ӗҫре пулсан та, вӗсен кӗске кӗлеткисене, хӗрлӗ ҫӑм чӑлхасем тӑхӑннӑ хулӑн урисемпе утса пынине инҫетренех курсан, каллех шухӑшласа илеттӗм: мӗнле лайӑх япала пулса тӑчӗ манпа?
12 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫав япаласем хушшинче йывӑҫран тунӑ ытла та илемсӗр пӗчӗк ҫын кӗлеткисене курсан, Соня ассӑн сывласа илчӗ: «Мӗнле илемсӗр пуканесем! Кунта хӗрача пурӑнать пулсан, эпӗ ӑна хамӑн чӑн-чӑн пуканесенчен пӗрне паратӑпах пулӗ», — терӗ вӑл хӑй ӑшӗнче.
Соньӑн ҫӗнӗ тусӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Хӗрсем, ҫепӗҫҫӗн йӑл кулса, ун патнелле утса пыраҫҫӗ, хӑмла ҫырли йывӑҫҫи тӗмӗсемпе хытхура тунисем вӗсен кӗпи аркисене ҫакланаҫҫӗ, хӗр-туссем, хӑпӑнми ҫакланчӑксенчен вӗҫерӗнкелесе, е сылтӑмалла, е сулахаялла сулланкалаҫҫӗ, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн кӗлеткисене каялла авӑнтарса, иккӗшӗ те хуллен кӑна ҫӑри-ҫари айкашкаласа илеҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Кунтан пӑхсан, пытарасшӑн пулса кӗпҫисене ҫӗр ҫумне тӑсса хунӑ зенитлӑ орудисен кӗлеткисене уйӑрса илме пулать.Мы заметили контуры зенитных орудий, пригнувших стволы к земле.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Эпӗ крейсерсемпе эсминецсен бронӗленӗ ҫирӗп кӗлеткисене хӑнӑхса ҫитнӗ.Я привык относиться с доверием к бронированным корпусам крейсеров и эсминцев.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Часах эпӗ вӗсен кӗлеткисене чи ҫӳллӗ чул тӑрринче куртӑм.
Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Каялла ҫаврӑнса пӑхсан, эпир вӗсен сӑнарӗсене, вӗсен кӗлеткисене ҫывӑхри сӑртсем ҫинче те инҫетри сӑртсем ҫинче те куратпӑр.Оглянемся, и мы увидим их образы, их силуэты на близких и дальних высотах.
XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ку ҫын кӗлеткисене тата хут пулӑсене кам янине пӗлмеллех манӑн.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Роялӗн пӑхӑр кустӑрмисем хуллен чӑнкӑртатрӗҫ, урай хӑмисем чӗриклетрӗҫ, параппан хыттӑн панлатрӗ; ҫак йывӑр урапана кӳлӗннӗ ҫынсем, чарӑнса, кӗлеткисене тӳрлетсе тӑчӗҫ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хӗвелӗн сарӑ пайӑрки пӳлӗме шуса кӗрет те, куҫкӗски ҫине ӳксе, стена ҫинче чӗтресе тӑрать, вӑл каҫхи пӗлӗт тӗслӗ кӑвак шпалерсем ҫинчи хӗрлӗ, вӑрӑм мӑйӑхлӑ китаецсен кӗлеткисене шӑлса тӑкасшӑн пулнӑ пек туйӑнать.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Африкӑн тӗттӗм ҫыннисем хӑйсен мганнгӗсем тухатнин хӑватлӑ вӑйне, юмӑҫ пӑхнине, тӗрлӗрен йӗрӗхсене — тӑмран тунӑ, шурӑ, хӗрлӗ пӑнчӑсем лартса тултарнӑ юмахри пек чӗрчунсен кӗлеткисене е йывӑҫран касса кӑларнӑ ҫын кӗлеткисене — хытӑ ӗненеҫҫӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ҫамрӑк негрсен пысӑк мускулӗсене, хитре кӗлеткисене курсан, Жозе-Антониу Алвиш кӑмӑлӗ тулнӑн кулса илчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Вӑл хӑйӗн аллисем ҫинчи тӗрлӗрен тискер кайӑксен кӗлеткисене ҫӑмӑллӑн, илемлӗн ҫӗклесе пырса кӗчӗ.Он шел и легко, красиво нес в своих руках фигуры разных зверей.
Ӗҫри кунсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Тельмарш пӗр виле хӑвармасӑр, ҫав тери тӗплӗн пӑхса тухрӗ: вилесен кӗлеткисене йӑлтах пульӑсем шӑтара-шӑтара тухнӑ.Тельмарк осмотрел каждое тело, не пропустив ни одного, все они были изрешечены пулями.
VII. Хӗрхенмелле мар! // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ачасем кӗлеткисене тӳрлетсе илчӗҫ, кӗтме тытӑнчӗҫ.
10 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Вӗри кӗллӗ хӗрсе кайнӑ вулкан пӑсӗ ӑшӗнче мӗнпур чӗрчунсем вилнӗ, катастрофа вӑхӑтӗнче епле майпа ларнӑ е выртнӑ, ҫав майпах хытнӑ ҫынсен кӗлеткисене тупса кӑлараҫҫӗ.
Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.
— Венӑра вара, эпӗ шанатӑп, мадам Александрин, сирӗн куҫӑрсем пирӗн хӗрарӑмсен илемлӗ кӗлеткисене курса савӑнӗҫ, — Альтман, куҫӗсене хӗссе, хӑйӗн типшӗм арӑмӗ ҫине пӑхрӗ, — вӗсен пӗлсе ҫӗленӗ ансат костюмӗсем тата — тӳрех калатӑп, чи пахи — вӗсен кӑткӑс мар причёскисем сирӗн куҫӑрсене кантарӗҫ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.