Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хаваслӑхпа пӗрлешнӗ ачасем, пӗлӗтрен кайӑксем калла таврӑнасса ним сас-чӗвсӗр тимлӗн кӗтсе, пӗр-пӗрин ҫумне таччӑн ҫыпҫӑнса тӑнӑ, — кӑвакарчӑнсем евӗрех, ҫӗртен, пурнӑҫ варкӑшӑвӗнчен аякка вӗҫсе ӳкнӗ вӗсем: кун пек сехетре вӗсем ахаль ача-пӑча ҫеҫ пулнӑ, — пӗр-пӗрне кӗвӗҫесси те, ҫилленесси те асра пулман вӗсен; тӗрле пур-ҫукран ютшӑнса кайса, вӗсем пӗр-пӗрне ҫывӑххӑн тӑнӑ, куҫран куҫа пӑхса илнипех пӗр-пӗрин туйӑмне ӑнланнӑ, — аван пулнӑ вӗсене, ҫав пӗлӗтри кайӑксене пекех.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫӗнӗ йӗрке пӗр енчен майлах мар пулчӗ, мӗншӗн тесен уйрӑм легионсем хушшинче кӗвӗҫесси, тавлашасси пулма пултарать; анчах ун вырӑнне кашни легион ҫирӗп те пӗр йышлӑ, тата салтаксемпе пӗр халӑхранах тухнӑ командирне хаваслӑн пӑхӑнакан пулса тӑчӗ.
XIV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ҫав кӗвӗҫесси унӑн чӗринче чи малтан ҫуннӑ прерире хыпса илнӗ.
ХVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Кӗвӗҫесси хыҫҫӑн пырать
ХVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫамрӑксем мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн уйрӑлаҫҫӗ, пӑшӑлтатса калаҫни, хӗрсем ачашшӑн кулни илтӗнет; чун-чӗрене хумхантарни, шӑппӑн калаҫасси, вӑрттӑн чуптӑвасси, кӗвӗҫесси — ҫыран хӗрринчи каҫ — ҫак вӑйӑсен тӗп интересӗ ҫакӑ мар-ши; хӗрачан ҫеҫ мӑшӑр ҫук: вӑл чун-чӗрене хумхантарас ӗҫе хутшӑнмасть, ӑна вӑл кирлех те мар.
4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Том ӑшӗнче кӗвӗҫесси вӗреме тапратрӗ.
18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
16. Кашни ҫулах вӗсем пӗр ҫынна суйласа илеҫҫӗ те хӑйсене ертсе пыма, хӑйсен ҫӗрне тытса тӑма пуҫлӑх туса хураҫҫӗ, пурте вара ҫав пуҫлӑха пӑхӑнса тӑраҫҫӗ, хӑйсем хушшинче вӗсен ӑмсанасси, кӗвӗҫесси ҫук.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1