Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗввине (тĕпĕ: кӗвӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мероприяти вӑхӑтӗнче ачасем халӑх геройӗ Салават Юлаев ҫинчен викторина ыйтӑвӗсене хуравланӑ, курайӑн асамлӑ кӗввине итленӗ, Красноусольск ҫӑлкуҫӗнчи минераллӑ шывне тутанса пӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кистенлӗри Культура ҫуртӗнче ток-шоу иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... tn-3891025

Юрӑҫ хӑйӗн продюсер центрне уҫнӑ, ҫав вӑхӑтран пуҫласа пӗчченех ӗҫлет: хӑйӗн пултарулӑхне вӑл хӑех продюсерлать, хӑех сӑмахӗсене, кӗввине ҫырать, аранжировкисене те тӑвать.

Певец открыл собственный продюсерский центр и с тех пор работает один: он сам продюсирует своё творчество, пишет слова, музыку и даже аранжировки.

Shaman // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/Shaman

Сӑмахӗсене хӑйсемех шухӑшласа тупнӑ, кӗввине вара пурте пӗлекен юрӑран илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑртри палӑк // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Сӑмахӗсене те, кӗввине те ятарласа Толя валли ҫырнӑ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Толя малтан хурлӑхлӑ юррӑн кӗввине ӗнӗрлеме, унтан хуллен юрлама тытӑнчӗ: Будь пролята ты, Колыма, Что названа чудной планетой, Сойдешь поневоле с ума, Возврата отсюда уж нету.

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Кӗввине астӑватӑп, анчах сӑмахӗсене…

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Анчах кӗввине, мӑнаҫлӑн янракан хаяр, хӑватлӑ кӗввине, чӗрепе туйса илмен ҫын пулмарӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

1929 ҫулта Бертольт Брехт «Линдбергат вӗҫевӗ» (Lehrstück) ятлӑ пьеса (кӗввине Курт Вайльпа Пауль Хиндемит ҫырнӑ) (Der Lindberghflug) ҫырнӑ.

В 1929 году Бертольт Брехт написал пьесу (Lehrstück) «Полёт Линдберга» (музыка Курта Вайля и Пауля Хиндемита) (Der Lindberghflug).

Чарльз Линдберг // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A7%D0%B0%D ... 1%80%D0%B3

Кулай шифонертан хӑйӗн хуткупӑсне туртса кӑларчӗ, хаваслӑ ташӑ кӗввине калама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Куликовсем вара ҫемьеллӗ пурнӑҫӑн кӗввине пӗрле шӑрантарма тахҫанах вӗренсе ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Юратупа шанчӑклӑхӑн «ылтӑн юбилейӗ» // Наталия АЛЕКСЕЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/06/yu ... tn-yubilej

Вӗтӗр-вӗтӗр юрттине Тилӗ шӑлчӗ хӳрипе, Пӗрмӗш мамӑк юр ҫине Ҫырчӗ пурнӑҫ кӗввине.

Куҫарса пулӑш

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ман алӑри сӗрме купӑсӑн ытарма ҫук кӗввине халиччен санӑн сассу кӑна ылмаштарма пултаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вара купӑс нӑйкки-найкки туса илет хӑюллӑн, пуҫлать ташӑ кӗввине сӳме.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пӗрремӗш курс пӗтерсен, Петр Петрович каникула Шупашкара килсе кайнӑ, пӗчӗк Зойӑпа пӗрле урайӗнче упаленсе ҫӳренӗ, нихҫанхинчен хаваслӑрах пулнӑ, сӗрме купӑспа Алябьевӑн «Шӑпчӑк» кӗввине каланӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Декабрь ҫил-тӑманӗ урать-туллашать пулсан, кунта эсӗ унӑн сассинче кӗрешӳпе ҫӗнтерӳ кӗввине илтетӗн, чашлаттарса ҫумӑр ҫунӑ чухне сана уйрӑлу юррисем аса килӗҫ, бульвар тӑрӑх ҫурхи ҫил вӗрсессӗн — чӗрӳнте юрату ҫуралнӑ…

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Хӑш ташӑ кӗввине каламалла? — ыйтрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Юратса итлетчӗҫ купӑс кӗввине суранлӑ салтаксем.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хирӗҫ тимӗр пусмапа «Палан» юрӑ кӗввине ӗнерлесе виҫ кӗтеслӗ тутӑрне каялла туртса ҫыхнӑ, кӑвак комбинезонӑн малти пӗчӗк кӗсйине утмӑлтурат ҫеҫки чикнӗ чӑп-чӑмӑр ҫан-ҫурӑмлӑ, ҫаврака кӑкӑрлӑ хӗр анать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хастарлӑх кӗввине илтнӗ Яльчиков ура ҫине йывӑррӑн ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

57 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пуртӑ сасси, мотор кӗрлевӗпе хутшӑнса, вӑрман кӗввине вӑйлатать, пуянлатать, аякка-аякка саланса ҫухалать.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех