Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑтартаяс (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йытӑ тени хуҫине пӗтӗм чунӗпе парӑннине кунтан ытла кӑтартаяс та ҫук пек туйӑннӑран вӑл ӑна ҫаплах ачашласа юратрӗ, пуҫӗнчен лӑпка-лӑпка илчӗ, ӑшӑ сӑмахсем каласа мухтарӗ…

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Анчах хӑй нимӗнле пысӑк ӗҫ те тӑваяс ҫуккине, нимӗнле паттӑрлӑх та кӑтартаяс ҫуккине пӗлсе тӑни ҫамрӑк хӗре пӑшӑрхантарчӗ; халиччен хӑй мӗн тума пултарни, заводра, халӑх хушшинче тӑрӑшса ӗҫлени уншӑн халь, аманнӑ паттӑрсем хушшинче, ытла сахал пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Ҫук, ирсӗрсем, эсир пире кӑтартаяс ҫук ҫак мӑшкӑла!

— Так нет же, злыдни, не дожидайтесь вы такого позора!

XXVI сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех