Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑтартас (тĕпĕ: кӑтарт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пусӑм (ртуть юпин см-пе) Барометр ҫине ртуть юпин ҫӳллӗшне сантиметрпа кӑтартас вырӑнне мӗн чухлӗ ҫӳле хӑпарнине метрпа кӑтартнӑ пулсан, сакнашкал барометра вара альтиметр теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III. Гидро- тата аэродинамика // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Ҫавӑнпа та уяв йӗркелӳҫисем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартас текенсене ҫавапа ҫулса пӑхма сӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ситекре «Питрав пуххи» чӑваш культура фольклор уявӗ иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... tn-3850624

Ҫапла вара, япалан кинетикӑлла энергине унӑн массипе хӑвӑртлӑхӗ урлӑ кӑтартас задача тухса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

4. Механикӑлла энерги // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Сылтӑм енчи пая тата урӑх паллӑ мар числосем кӗреҫҫӗ пулсан, вӗсен физикӑлла пӗлтерӗшне пӗлес пулать, вӗсем ӗлӗкрех вӗреннӗ мӗнле урӑх величинасемпе ҫыхӑнса тӑнине астуса илес пулать, ҫав ҫыхӑнусене формулӑпа ҫырса кӑтартас пулать; сылтӑм енче паллӑ величинасем ҫеҫ юличченех ҫавӑн пек туса пымалла.

Куҫарса пулӑш

Задачӑсене шутламалли правилӑсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Ньютонӑн формулировкипе килӗшӳллӗрех пултӑр тесе, иккӗмӗш закона ҫакӑн пек пӗртанлӑхпа кӑтартас пулать:

Куҫарса пулӑш

2. Ньютонӑн движени законӗсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Ҫапла, акӑ, тӑршшӗсемпе хӑвӑртлӑхсене е см тата — сантиметр секунда единицӑсемпе, е м тата метр секунда единицӑсемпе кӑтартас пулать.

Куҫарса пулӑш

1. Тӳрӗ лини тӑрӑх пулакан движени // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Ӑсталӑхне кӑтартас тесе-ши е хӑй мӗн пӗлнипе мухтанас килнипе-и, Санька, сылтӑм аллине выляткаласа, сӑвӑ калама тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Хастар ачасем // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

Ӗнерхи студентсем паян автомобиль транспортне техника пулӑшӑвӗ кӑтартас тата юсас, обществӑлла апатлану продукцийӗн технологийӗ, ял хуҫалӑхне механизацилес енӗпе специальноҫсем илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Техникумӑн студенчӗсем диплом илчӗҫ // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... 1720099492

Тетей килне кӗчӗ, хӑйне лӑпкӑ тытма тӑрӑшрӗ, хӑй хумхануллӑ пулнине кӑтартас темерӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ҫавах та вӑтану туйӑмӗ ҫителӗклӗ унӑн, хӑйне япӑх енчен кӑтартас килмерӗ Элиме умӗнче.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Сире, ачамсене, нуша кӑтартас мар терӗм, мана пытарма вун пилӗк пин тенкӗ укҫа пухрӑм.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

— Ну, кӗрӳ, чипер пурӑнӑр, — тет сасартӑк ҫепӗҫҫӗн, ахӑртнех, шофер умӗнче хӑйсем мӗн хӑтланнине кӑтартас темест пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Хуняман асран кайми авансӗ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Мӗн, хӑв хуҫа иккенне пит кӑтартас килет-им?

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Левенпе Тамарӑн малашнехи пурнӑҫне ҫырса кӑтартас пулсан та, вӑхӑт чалӑшӗ хӑвӑрт хӑлаҫланни сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Юмахри сӑнарпа усӑ курса кӑтартас пулсан — урисем те кирлӗ, хӑлхи те, хӳри те.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ хӳри // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6462.html

Анчах вӑл мана качча пымарӗ, «эсӗ шутсӑр чухӑн студент, эсӗ мана Эрмитажа та, чаплӑ театрсене те илсе кайса кӑтартас ҫук, тепӗр тесен, санпа пӗрле ҫын ҫине тухма та намӑс», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Кусем, чӑваш халӑхӗн кунӗ-ҫулӗнчи паллӑ тапхӑрсене, ҫав тапхӑрта ирӗклӗхшӗн ҫӗкленнӗ кӗрешӳри-ҫапӑҫури халӑхӑн вӑй-хӑватне, халӑхӑн ӑс-тӑнӗ мӗнле улшӑннине сӑнласа кӑтартас вырӑнне, пуринчен ытла чӑвашсен ӗлӗкхи йӑли-сӑли, тӗшмӗшӗ-пӗтмӗше, ҫийӗ-пуҫӗ тата этнографиллӗ ытти ҫинчен каласа пама мӗн ӑсталӑх ҫитнӗ таран пӗр-пӗринпе ӑмӑртса ӗҫленӗ пек пулса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Чӑваш писателӗсен V-мӗш съездӗнче, 1958 ҫулта, эпир чӑваш халӑхӗн ӗлӗкхи, революцичченхи пурнӑҫне кӑтартас тесе ҫырнӑ кӗнекесем ҫинчен ытларах калаҫрӑмӑр, мӗншӗн тесен хамӑр съездра кӑтартма хатӗрленӗ выставкӑра та, магазинсемпе библиотекӑсен ҫӳлӗкӗсем ҫинче те ун чухне ӗлӗкхи пурнӑҫ ҫинчен ҫырса кӑларнӑ романсемпе повеҫсем, пьесӑсем, поэмӑсем ытларахчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

«Хӑш чухне пӗр вӑтӑр метр малта вӗсен умӗнче утатӑп (хама кӑтартас килет-ҫке), хӑш чухне, сурӑх кӗтӗвӗнчи ҫамрӑк така пек, хыҫӗнчен лӗпӗстететӗп», – тет яш.

Куҫарса пулӑш

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

Пӗлекен ҫынна кӑтартас.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех