Шырав
Шырав ĕçĕ:
Бианка чӑнкӑ ҫыранпа тапӑҫланса хӑпарни е хумсем айӗнчен сирпӗнтерсе тухни, е тата кӑшт вӑрҫсанах пӑшӑрханнӑ-кӳреннӗ пек пӑрӑнса утни куҫ умне килсе тухать те хама хам ҫине-ҫинех, вӗҫӗмсӗр калатӑп: «Мӗн тери хаклӑ иккен эсӗ, пурнӑҫ, мӗн тери илемлӗ! — тетӗп. — Нимӗнле сӑмахпа каласа кӑтартайми юратать сана чӗрӗ чун, пурнӑҫ! Нимӗнле виҫепе те виҫме ҫук санӑн хакна, пурнӑҫ!» — тетӗп.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Кӑмӑл-туйӑмӗ ҫырса кӑтартайми, хӑй — вилнӗ пек; анчах унчченхине пӗтӗмпех асра тытса ҫӗнӗрен — хытса ларнӑ куҫӑмра пурӑнма тытӑнса, виҫесӗр хӗрӳленсе утать, пӗр пӑрӑнӑҫран теприне иртет, ҫав вӑхӑтрах Лабиринт тытӑмлӑхне ӑнкарма-тӗшмӗртме вӑйӗ те юлмарӗ, вӑхӑчӗ те ҫук.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.
Вӑл ҫынсене шыра-шыра, чӗне-чӗне сад пахчине — шалалла — чупса кайрӗ, мӗншӗн тесен каласа кӑтартайми хӑрушӑ пулӑм килсе ҫитрӗ тесе шухӑшлать.Он сбежал в сад, ища и зовя людей, так как думал, что наступит невыразимо страшное.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 85–91 с.
Вӑтӑр икӗ ҫын лӑштӑрах ларчӗ, сывлӑш ҫитменнипе антӑхрӗ, сиксе тӑчӗ те ҫырса кӑтартайми ҫухӑрашу-тӗркӗшӳ авӑрне ҫаврӑнчӗ.Тридцать два человека присели, задохнулись, подскочили и произвели неописуемую суматоху.
IV. Сысна. Икӗ «арӑслан» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 66–73 с.
Вӑл халӗ хӑрушла чирлӗ, ҫырса кӑтартайми кисренӳ-тӗлӗнӳпе чирлӗ.Он стоял совершенно больной, больной неописуемым потрясением.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Гнор ыйтаканни пӗртен пӗрре — тӗлӗнтермӗш, юрату тӗлӗнтермӗшӗ, хуйха вӗлерекен тӗл пулу, вут-ҫулӑм хыппи, ҫав пӗртен пӗрре пирки калаҫас тесен тӗнче чӗмсӗрленет, мӗншӗн тесен тӗнчере хӗрарӑмӑн пӑлхануллӑ сӑн-пичӗ пек савӑнӑҫли, каласа кӑтартайми урӑх ҫук.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Ятлӑ-сумлӑ хӗрарӑмӑн сӑн-пичӗпе пӳ-сийӗ пурнӑҫӑн вутлӑ сӑмахӗсене сивӗ чӗмсӗрлӗхпе ҫеҫ хуравлаҫҫӗ тейӗн, таса чиперлӗхӗ хӑй патне туртнинчен ытларах ютшӑнтарать, мӗншӗн тесен ҫак хитрелӗхре хӗрарӑма тивӗҫлӗ ҫепӗҫлӗхе пӗтерсе хуракан мӑн кӑмӑллӑх вӑйлӑн палӑрса тӑрать, — ҫак Лилиан Грэй ывӑлӗпе куҫа-куҫӑн юлсан ахаль йышши амӑшех; хут ҫине ҫырса кӑтартайми, чӗререн тухакан кирлӗ-кирлӗ мар сӑмахсене вӑл юратуллӑ, йӑваш сасӑпа калать; ҫак сӑмахсен вӑйӗ вӗсенче хӑйсенче мар, туйӑмсенче.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Джованьоли ҫырнӑ вӑхӑтра буржуаллӑ литература пӑсӑласси пуҫланнӑ, ҫав литература пурнӑҫа тӗрӗс кӑтартайми пулнӑ, ку ҫитменлӗх вара эпир вулакан «Спартак» романра та палӑрать.
Умсӑмах // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 5–9 с.
Ҫак пӳлӗмӗн шӑплӑхӗнче тата ҫурма тӗттӗмӗнче, Аэлитӑн лӑпкӑ сӑмахӗсенче — каласа кӑтартайми тӳлеклӗх туйӑмӗ, унӑн куҫӗсен нӳрӗкӗ йӑлтӑртатаҫҫӗ, куҫӗсем сферӑна куҫса ункӑланаҫҫӗ, шӑпах унта тӗлӗксем тӗлленеҫҫӗ.
Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
- 1