Шырав
Шырав ĕçĕ:
кӑсӑкланарах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӳречерен хыттӑн сикнӗрен сывлама та чарӑнчӗ, ҫавӑнпа та пӳрт стени ҫумӗнче вӑйсӑр, лайӑх мар чӗрепе тӑрать, ҫав вӑхӑтрах стенаран ал тупанӗсемпе тата ҫамкипе сӗвенчӗ; унтан тротуар ҫине тухрӗ; ун ҫине йышлах мар иртен-ҫӳрен кӑсӑкланарах пӑхкалать, анчах мӗн пулса иртни пирки никам та ыйтмасть, ҫавӑнпа вӑл ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ӑс-тӑнне ачаран кӗрсе вырнаҫнӑ ҫак ҫуртшӑн — яланах ӑшӗнче усранӑн туйӑнакан ҫуртшӑн — Ассоль сасартӑк ют пулса тӑчӗ тейӗн; йӗри-тавралла кӑштах тӗлӗнерех те кӑсӑкланарах пӑхса ҫаврӑнчӗ, — килӗ халӗ ӑна урӑх пурнӑҫ тӗркӗшӗвӗнчен темиҫе ҫул иртсен таврӑннӑ чухнехи тӑван вырӑнсем евӗр курӑнать.
VI. Ассоль пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Страницăсем:
- 1