Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӗҫех кӑрт! кӑрт! вылярӗ вӑлта хулкки.
Нихӑшне те выҫӑ хӑвармарӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 24 с.
Лаши, кӗҫ тапса сикес пек, чӗлпӗрне кӑрт та кӑрт туртса пуҫне ухса пырать.Лошадь под ним, будто готовая рвануться, нетерпеливо мотает вниз-вверх головой, натягивая поводья,
Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ҫул лакӑм-тӗкӗмлӗ те, ҫатанлӑ урапа ывӑннӑ лашасене турткалать-лӑскать кӑна: лӑнк та лӑнк каять, кӑрт тӑ кӑрт туртӑнать, ҫӑтӑр та ҫӑтӑр тӑвать.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Ял хӑш енче-ши хӑть, — тет Сисменов Загуляевӑн ҫаннинчен кӑрт! кӑрт! турткаласа..
II // Эселе Петӗрӗ. «Капкӑн», 1931, 2№, 12–13 с.
Моряк кӗлетки кашни йывӑр самантрах кӑрт та кӑрт сиксе илчӗ.
Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.
Уйсем ҫинче ҫиҫӗм ҫиҫе-ҫиҫе илсе, пӗлӗте ҫурра таран ҫутатать, тӳпе тӑрӑх витӗр курӑнакан хӗрлӗрех ҫутӑ сарӑлса кайсан, уйӑх хӑравҫӑн кӑрт та кӑрт сиксе илнӗн туйӑнчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Унӑн ӳт-пӗвӗн кашни хусканӑвӗнче, йӗмне кӑрт та кӑрт туртса хӑпарткаласах тӑнинче, уйрӑммӑнах тата пысӑк та хура куҫӗсемпе ҫав ахрашакан шавлӑ ача-пӑчасем енне шиклӗн пӑхкаласа илнинче темле мӗскӗнлӗх пур пек туйӑнса кайрӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫавӑнтан вара Антонинӑн ҫурӑмӗ кашни хыттӑн каланӑ сӑмаха илтсенех, алӑкран шаккасанах, пусма ҫинче шпорсем чӑнкӑртатнине илтсенех кӑрт та кӑртах сикекен пулчӗ.
4 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Людмила кӗлеткипе кӑрт та кӑрт сике-сике илчӗ, унӑн питҫӑмарти тӑрӑх куҫҫуль юхрӗ.
X // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Алли кӑрт та кӑрт сиккелерӗ.
XXV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӑл ҫӑмӑллатать, — канаш пачӗ Нагульнов, ялкӑшма тытӑннӑ куҫӗсене Андрей ҫинчен илмесӗр, питҫӑмартинчи кӑрт та кӑрт туртӑнкаласа илекен мускулне алтупанӗпе тӑртанса кайичченех чӑмӑртаса тытса.
9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Мӗн эсир автансем пекех сиксе ӳкрӗр? — ӳкӗтлерӗ Нагульнов, ҫав хушӑрах хӑйӗн хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑ питҫӑмартинчи мускулӗ кӑрт та кӑрт турткаланма тытӑнчӗ.
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Откан аппа вырӑнне пӳрте хура сухаллӑ ҫын кӗрсе тӑнине курсан, унӑн чӗри кӑрт турӗ, ури ыратни те иртсе кайрӗ пулас.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Тамара, кӑрт сиксе, Раман хулпуҫҫийӗ ҫинчен пуҫне ҫӗклерӗ.
10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Вӑл, ҫав пӑшӑлтату, ӑшӑ та ҫепӗҫ ҫил пек, малтан унӑн ал тупанне сӗртӗнчӗ, унтан ӑшӑ ток евӗр алӑсем тӑрӑх хул патнелле хӑпарчӗ, питпе хӑлхасем патне ҫитрӗ — тӗлӗнмелле киленӳ пылакне туйса кӑрт сиктерчӗ.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Чӗн тилхепене ҫирӗп тытса кӑрт ҫеҫ туртасчӗ те…
I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Чӗре кӑрт!
1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Чӗкеҫ чӗри кӑрт турӗ, вӑл каччӑ ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ те каламах тӑчӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Ҫенӗкре Арлашкин е урӑххи кам та пулин вӑрттӑн тӑнласа тӑнӑ пек туйӑннӑран Таранов пӳрт алӑкне уҫса пӑхрӗ те: «Сан лекцие итлесе ларма вӑхӑт ҫук — Петр Васильевичпа тӗл пулса калаҫмалла та пиллӗкре Шупашкара каякан автобуса ӗлкӗрмелле», — тесе кил хуҫи аллинчен хаҫата кӑрт туртса илчӗ, статьяна хӑвӑрт кӑна вуласа тухрӗ.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Сулагаев хуларан килнӗ юлташӗн сӑмахне сӗтел хушшинче тӑп ларса канлӗн тӑнлама тӳсӗмлӗх ҫитереймерӗ, ура ҫине тӑнӑскер, пӳлӗмре каллӗ-маллӗ кумрӗ, хӗрлӗ кӗреҫе сухалне хӑйпӑтса илеслех кӑрт та карт турткаларӗ, типсе ларнӑ пыр шӑтӑкне йӗпетмелӗх тенӗ пек пӑртак сӑмакун сыпса илчӗ:
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.