Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑпӑклӑ сăмах пирĕн базăра пур.
кӑпӑклӑ (тĕпĕ: кӑпӑклӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урал тӑвӗ те вӑл, Шурӑ Атӑл та вӑл, кӑлканлӑ ҫеҫенхир те вӑл, тинӗс пек кашласа ларакан тырӑ уйӗ те вӑл, пӑчӑртатса йӳҫекен кӑпӑклӑ кӑмӑс та вӑл…

Куҫарса пулӑш

Хастар ачасем // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

Аякри тӑвансене курса чунтан калаҫни, хаваслӑ юрӑ-ташӑ, кӑпӑклӑ чӑваш сӑри, хуранта пӗҫернӗ плов уява хутшӑнакансен кӑмӑлне ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсем ял историне пуянлатаҫҫӗ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/articles/yubiley/2024 ... ta-3850193

Лӑпкӑ тинӗсе пӗр енчен тепӗр еннелле ҫавӑрттарма тытӑннӑ шавлӑ шурӑ кӑпӑклӑ хумсем евӗр шухӑшсем пуҫа пӑтратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Виҫӗ алтӑр кӑпӑклӑ сӑра ӗҫнӗ хыҫҫӑн, ахаль те силленсе тӑракан хырӑмӗ пушшех сарӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Арӑмӗ кӗтӳ хӑваланӑ хыҫҫӑн, кӑпӑклӑ сӗтне ала витӗр ярса, упӑшки умне лартса парать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӑпӑклӑ сӑра тултарса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Мустай стакансем ҫине шап-шурӑ кӑпӑклӑ сӑра тултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унта ҫӗршыври сӑра пӗҫерекен 17 предприяти хутшӑнӗ — кӑпӑклӑ шӗвекӗн чи лайӑх сорчӗсене астивсе хаклама май пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

Тукайсем, акӑ, техӗмлӗ курӑксен чейӗпе, Асанкассисем кӑпӑклӑ сӑрапа, Комсомольскисем ӑшаланӑ, типӗтнӗ ҫырма пуллипе, пулӑ шӳрпипе, Кайнлӑксем кӑмакара пӗҫернӗ капӑртма-пашалупа кӑмӑлтан хӑналарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Кӑпӑклӑ сӑрапа, кӑпӑшка ҫӑкӑрпа, пыллӑ кӑрчамапа, Сӑр ракӗпе – сӗтелсем тутлӑ апатпа йӑтӑнса анасла.

Куҫарса пулӑш

«Ялта чи лайӑххисем» 1500 ҫынна пухрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=mUDdzZrkAJY

— А-ах, ӑш хыпать, — анасласа илет Павӑл, — тӗлӗкрех лайӑхчӗ, ӑҫта-ши халь арӑм сӗнсе паракан ҫав кӑпӑклӑ сӑра, ах.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

«Павлуша, Павлик, — илтӗнет таҫта аякра, — сӑра сӗртӗм, кӑпӑклӑ чух ӗҫ-ха.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Сергей Петровича пысӑк вырӑнта ӗҫлекен ҫынна кӗтсе илнӗ пекех чыслӑн кӗтсе илчӗҫ: Тимофей Иванович тӗрӗллӗ алшӑлли ҫине хунӑ ҫавра ҫӑкӑр тыттарчӗ, арӑмӗ виҫӗ стакан чӑш кӑпӑклӑ сӑра ӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Хӑйма пек шурӑ кӑпӑклӑ кӑрчама стаканӗ те малтан колхоз председательне лекетчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Акӑ, Магнитогорск-ри «Металлург» спортклубӑн паллӑ хоккеистне – Михаил Григорьева – тата унӑн ашшӗне Кӗҫӗн Кипек ял тӑрӑхӗнче йӑлана пӑхӑнса ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ, кӑпӑклӑ сӑрапа, чӑваш шӑрттанӗпе сӑйларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Паллӑ хоккеист – Вӑрнар тӑрӑхӗнче // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10981-pa ... -r-kh-nche

Кашни лав патне пырса рабочисене ҫаврака йывӑҫ куркапа кӑпӑклӑ сӑра ӗҫтерет.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тепӗр тесен, вӑл кирлӗ те мар, унсӑрӑнах кунта чуна хускатакан чӗрене кӑмӑллӑн кӑтӑклакан мӗнпур кӗвӗ пур, унсӑрӑнах кунта ҫынсен савӑнӑҫӗ чурана ытлашши ярса тултарнӑ кӑпӑклӑ сӑра пек тӑкӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эрнепин кӑпӑклӑ сӑри, каччӑсем мӗн пур хуйха-суйха манса кайса ура хуҫса ташлани тата…

Куҫарса пулӑш

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эрнепи ӑна кӑпӑклӑ сӑра ӗҫтерчӗ, ҫӑмарта, чӑкӑт ҫитерчӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет вӗсене хӑй аллипе икӗ алтӑр кӑпӑклӑ сӑра тыттарчӗ, унтан пӗрер черкке эрех ӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех