Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑптӑкне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗр парӑнма шутламарӗ, куҫӗ ҫине усӑннӑ ҫӳҫ пайӑркине хӑлха хыҫнелле сирсе авӑр вӗҫне пушмакӗпе ҫирӗппӗн пусрӗ те, утӑ кӑптӑкне ерипен-ерипен капан тӑрринелле хӑпартма пикенчӗ, кӗпе ҫухи аяларах аннӑран кӑкӑр таврашӗнчи хӗвел тӗкӗнмен шурӑ ӳт курӑнчӗ, сӑмса ҫинче тар пӗрчисем шӑрҫаланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хавхалануллӑ хӗр унӑн сӑмахне хӑлхана чикмерӗ, сӑн-питне йӑлтӑркка кулӑпа чиперлетсе ырӑ шӑршӑллӑ утӑ кӑптӑкне ҫӳлелле ҫӗклеме пикенчӗ, вӑл йывӑр пулнӑран сенӗк аври картлам пек авӑнчӗ, вӗҫӗ ҫерем ҫинче каялла шуҫа-шуҫа кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех