Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗр ирхине, праҫник кун, кухарка кӑмакари вутта чӗртсе ярса килкартине тухсан, — эпӗ ун чухне лавкараччӗ, — кухньӑра темскер йывӑррӑн хашлатни илтӗнчӗ, лавка чӗтренсе илчӗ, сентресем ҫинчен карамель шуҫ коробкисем тӑкӑнчӗҫ, ҫӗмӗрӗлнӗ кантӑксем чанкӑртатрӗҫ, урай кӗмсӗртетрӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Густылёв кӑмакари хут тӗркине тивертрӗ те кӑмакара часах ҫулӑм ялкӑшма пуҫларӗ.
IX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Вӗсен лайӑх ҫутатнӑ кунчисем ҫине кӑмакари вут ҫути ӳкрӗ.
XIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Амӑшӗ пӳрте кӗчӗ те сӗтел хушшинче ларакан нимӗҫе пуҫ тайрӗ, хӑйӗн тутӑрпа ҫыхнӑ пичӗ ҫине, унтан вара кӑмакари кӑвайт ҫине тӗллесе кӑтартрӗ.Мать вошла, поклонилась сидевшему за столом немцу, показала на завязанную щеку, потом на огонь.
XIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Улпутӑн апат пӗҫерекен кухарки, хӗвел тӗттӗмленме тапрансанах, ухват илчӗ тет те, кӑмакари чӳлмек таврашӗсене пурне те ҫапса ватса пӗтерчӗ, тет, пурӗпӗр тӗнче пӗтет, апат ҫиекен никам та пулмасть, тесе калать, тет хай.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Кӑмакари кӗле анне шӑлса кӑларатчӗ те таса юр ҫине тухса тӑкатчӗ.Золу из поддувала мама выносила на улицу и высыпала на чистый снег.
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Танк та тӗрӗс-тӗкелех, анчах сасартӑк лайӑх мар шӑршӑ сарӑлнӑ; танк ӑшӗнче, кӑмакари пек, вӗри пулса тӑнӑ.Танк цел, но вдруг запахло в нём как-то неприятно и горячо стало, как в печке.
Ӑслӑ танк // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.
Тӑнланӑн кӑмакари кӑвара мӗнпе туртмаллине.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Клозет алӑкӗнчен Матрена Ивановнӑн кӑмакари вут умӗнче хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑ ҫиленчӗк сӑнӗ-пичӗ курӑнса каять, вӑл кӑшкӑрать:
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кӑмакари ҫулӑм ӑна ҫакна аса илтерсен, пӗркунах унӑн куҫӗнчен куҫҫуль юхса анатчӗ; халӗ акӑ кӑмакара вут та ҫук, куҫӗнчен куҫҫуль те юхмасть, мӗншӗн тесен вӑл ӑна тахҫанах йӗрсе пӗтернӗ.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Анчах вӑл мана пуринчен те ытларах пӑшӑрхантарать, — тет Алексей Саввич, кӑмакари кӑвара пӑтраткаласа.Вот кто беспокоит меня больше всех, — говорит Алексей Саввич, помешивая угли в печке.
47 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑл тӑчӗ те тухса кайрӗ; Кулине валашка илсе сак ҫине лартрӗ, алӑк умӗнче тӑракан витререн тата кӑмакари чукунран вӗри шыв тултарса, ҫаннисене тавӑрса аллине шыва чиксе пӑхрӗ.
X // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Тинӗс ҫинче, чугун шӑратакан пӗчӗк кӑмакари пек, хӗвеланӑҫ хӗрли йӑмӑхланса ҫунса тӑрать.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ефросинья ним шарламасӑрах кӑмакари чӳлмексене шутарчӗ.
5 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Сывлӑш та кӑмакари пекех вӗриленсе ҫитрӗ…
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
— Король керменӗ! — терӗ вӑл, фанзӑн хуралса кайнӑ стенисем ҫине, кӑмакари кӑвайт ялкӑшса ҫунни ҫине, халӗ ҫеҫ тунӑ шурӑ сӗтел ҫине куларах пӑхса.
Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӑл темшӗн хӑраса кайнӑ та: «Кусем мана пӗтереҫҫӗ, ан тив, ҫунччӑр», — тесе, хаҫатсене, листовкӑсене Филиппыч умӗнчех кӑмакари вута пӑрахма пуҫланӑ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Энтри, хӑрах аллипе йӗмне тытса, тепринпе кӑмакари вутӑсем хушшинче чакаланма пуҫларӗ Унтан папкӑ туртса кӑларчӗ те папкӑ ӑшӗнчен хут листи илчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Чӑмӑр Танька кӑмакари кӑмрӑкпа чыхӑнчӗ.
Каллех // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Кӑмакари кӗле те шӑлса кӑларнӑ, вӗри кӑварсем кӑмака тӗпӗнче вӗҫекен шурӑ кӗлпе витӗннӗ.Даже золу выгребли из печей, и горячие угли на поддоне покрылись летучим серым пеплом.
Чее сӗтел // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.