Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӑлтӑрмач ҫаврӑнмасть ӗнтӗ.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ӑнланмалла ӗнтӗ: парӑссене антарса ӗлкӗреҫҫӗ, унсӑрӑн куҫӑма хирӗҫле ҫил фрегата кӑлтӑрмач пек тӳнтерсе ярасси — самантлӑх ӗҫ…
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Жанна ҫӳллӗ пехотинецӑн хул пуҫҫи ҫинче ларать, лешӗ вара кӑлтӑрмач пек ҫаврӑна-ҫаврӑна пурне те «ҫӗлен пек хӑрушӑ антимилитаризм хуранне пӑхса киленме» йыхӑрать; унччен те пулмарӗ — вӑрмантан пӑр пек шавласа юлан утҫӑсен эшкерӗ кусса тухрӗ.
Хушу — ҫар валли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 81–84 с.
Тильс каллех хыттӑн чӗтренчӗ те Брант ҫинчен пӗлтермелли чӑнлӑха кӑларма пулӑшакан сывлӑш пӗрчине, Пеггие лаштӑрах хуҫма пултараканскре, ҫӑтса ячӗ, унтан хӑравҫӑллӑн аяккалла, алӑк патнелле вӗтӗртеттерчӗ, силленекен кӑлтӑрмач пек — малтан хыҫалалла ҫаврӑна-ҫӑврӑна, пуҫне тая-тая чакать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.
Пӗррех сиксе тухрӗ те Хӗлимун ушкӑн варрине — никам сиссе юличчен кӑлтӑрмач пек вӗлтӗр! ҫаврӑнса илчӗ, унтан, ик аллине те сылтӑм алла тӑсса, ҫамрӑксен умӗпе хӗвеле хирӗҫ пӗр ҫаврӑм турӗ, хӗрринерех тӑракан хӗр умне ура пырса тапрӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вигвамра пурӑнакансем пурте ун патне пынӑ, анчах вӑл пуринчен ытла пӗчӗк ачана юратнӑ, каҫхине те яланах унӑн патӗнче кӑлтӑрмач пек выртса ҫывӑрнӑ.
Икӗ Синопа // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Пӑшал кӗпҫинче винт пек ҫаврӑнакан йӗр касса тухсан, пуля кӑлтӑрмач пек питӗ хӑвӑрт ҫаврӑнма тытӑнать, вара вӑл сывлӑшра та ҫаплах ҫаврӑнса вӗҫет.
Винтовка // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Сасартӑк урӑхла пулса тухнӑ: Ҫӗр ҫут тӗнче варри мар иккен, вӑл ытти планетӑсемпе пӗрле Хӗвел тавра вӗҫсе ҫаврӑнакан пӗчӗк планета кӑна, ҫийӗнчен тата хӑй тавра та кӑлтӑрмач пек ҫаврӑнать-ха.
Поляксен аслӑ астрономӗ Коперник // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Шалти туйӑм мана пур еннелле те — хӗрарӑмсемпе кӗнекесем патне те, рабочисемпе хаваслӑ студентсем патне те туртатчӗ, анчах эпӗ ниҫта ҫитме те ӗлкӗрейместӗмччӗ те — «ни унта, ни кунта» пулаймасӑр, кӑлтӑрмач пек ҫаврӑнкаласа пурӑнаттӑм, ҫав вӑхӑтрах такамӑн куҫа курӑнман алли мана куҫа курӑнман пушӑпа ҫапса хӑваласа пыратчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Вӑл пуҫне ҫӗклерӗ те, ман ҫине темӗнле ҫаврӑнакан кӑлтӑрмач шӑйлатнӑ евӗрлӗ сасӑпа чашлатрӗ.Она подняла голову и зашипела на меня, зашипела, как вертящаяся юла.
XIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ҫак самантра лавҫӑ тытӑнса тӑраймарӗ, кӑлтӑрмач пек кусса кайса кӗрт ӑшне кӗрсе ӳкрӗ, ӑйӑрӗ шоссе тӑрӑх ҫил пек ыткӑнчӗ, унӑн ҫилхисем ҫеҫ вӗҫсе пыни курӑнчӗ.
XXIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Софья Павловнӑна хисеп те салам! — хӑвӑрттӑн калаҫнӑ Маякин, ҫынсен ушкӑнӗнче кӑлтӑрмач пек ҫаврӑнса ҫӳресе.Софье Павловне нижайшее почтение! — быстро говорил Маякин, вертясь волчком в толпе людей.
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ача пурнӑҫӗ, анаталла кусакан кӑлтӑрмач пекех, малалла чупнӑ.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чӑматанра япаласем чылаях вара: акӑ сӗтел ҫине лартмалли будильник-сехет, ун ҫумне шурӑ пластинка ҫыпӑҫтарса хунӑ, пластинки ҫине ӑна Белограя мӗншӗн панине ҫырнӑ; кунтах боксерсен алси, кивӗ бритва, нумай вӑхӑт хырӑннипе вӑл ансӑрланса ҫитнӗ; ҫаврака тӗкӗр те пур, вӑл тимӗртен тунӑ кӑлтӑрмач пекех, тӗкӗр хыҫне Терезия сӑн ӳкерчӗкне вырнаҫтарса лартнӑ; кӗнекесемпе блокнотсем те пур.
2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Тахӑшӗ спальня чӳречинчен пӑхрӗ, тахӑшӗ — мастерской алӑкӗнчен, тахӑшӗ пусма тӑрӑх кӑлтӑрмач пек вӑркӑнса анчӗ.
28 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Пуринчен малта, хӳрине кӑлтӑрмач пек кукӑртса, йытӑ ҫури вирхӗнсе пырать.
Сокольникире пулса иртнӗ тамаша // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ильич пӗр самантра кӑлтӑрмач пек икӗ хут ҫавӑрӑнса илчӗ те кӑмака кӗтессине пытанса пӗтӗм таракансене хӑратса пӗтӗрчӗ.
VIII // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Ӑна икӗ кӑлтӑрмач ҫине лартаҫҫӗ те, вӑл пропеллер ӗҫленипе хаех шуса каять».Его ставят на два колеса, и при действующем моторе аэроплан почти сам движется по земле».
32. Шпионсем // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Самолет, ҫӳлелле хӑпарса, кӑлтӑрмач пек ҫаврӑнатчӗ, ҫавнашкал вӗҫнин кашни секунчӗсенех эпӗ ҫак фигурӑна пирвайхи хут тӑвакана тав тӑваттӑм.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Кукша пуҫлӑ, хӗрлӗ сухаллӑ, ҫунса тӑракан питлӗ, кӗрен-кӑвак хӑлхаллӑ, ҫап-ҫаврака та ҫивӗч ҫын, кӑлтӑрмач пек ҫаврӑнкаласа, антӑхса кайса, хӗрарӑмла ҫуйӑхрӗ:
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.