Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑларсан (тĕпĕ: кӑлар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна колхоз председателӗнчен кӑларсан кунта чӗнсе илсе ресторан директорне лартмарӗҫ пуль? — тӑрӑхларах ыйтрӗ Моляков.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

— Акӑ тупрӑм! — ача пекех савӑнчӗ вӑл, катӑлса пӗтнӗ стакан туртса кӑларсан.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тулӑх // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 45–46 с.

Кун пек сан детальсен сакӑрвун процентне мар, ҫуррине ҫеҫ брака кӑларсан та ҫитмелле.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 36–38 с.

Юлашки пиллӗкмӗш ҫынна (шел пулин те, ку сывӑ юлайман) шывран кӑларсан (ҫыннисем пурте строительсем пулнӑ иккен), самаях сив тытнӑ Аркадие хӑйне те пулӑшма тиврӗ: ку вӑхӑта килсе ҫитнӗ водолазсем ӑна ик енчен ытама илчӗҫ те, ише-ише, ҫырана туртса кӑларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Пуҫне шывран кӑларсан, курчӗ: хӗрарӑма ҫӑлнӑ!

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ана алӑкран кӑларсан, пӗр урипе шыв тӗпӗнчен вирлӗн тапса ярса, урисене хӑвӑрт, шыва силлесе хӑварнӑ пек вылятса, шӑлне ҫыртса, ҫӳлелле талпӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ак, машинӑна ҫак лачӑркка кӳлленчӗкрен тӗккелесе кӑларсан, лартса кайӑп.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пенсие тухиччен вӑл ялти шкулта химипе биологи учителӗ пулса ӗҫленӗ, пӗр хушӑ тата, эрех кӳлленчӗкне палтах шуҫса ӳкнине пула учительтен кӑларсан, колхозра та тӑрмашкаланӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӳрлеткелесе, кӗскетсе, уйрӑм статья туса кӑларсан та хирӗҫлеместӗп, мӗн чухлӗ те пулин интереслентерет пулсан.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Тыткӑна юлнӑ шыва уҫласа кӑларсан, котлованра ӗҫ хӗрсе каять.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

— Ӑна помощникрен кӑларсан, хама та йывӑр килӗ.

Куҫарса пулӑш

Суя пурнӑҫ — ҫур кунлӑх // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 62–66 с.

Кӑларсан, эс мана хӑв патра усратӑн-и?

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Кӑларсан тухас пулать, — тавӑрать хуралҫӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

— Кайран, ӗнелсене утравран хӑваласа кӑларсан, ӗҫӗпӗр! — утнӑ ҫӗртех сӑмахне ыткӑнтарса хӑварчӗ те Вахлай пасар урамнелле кӗрсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерук хуйхи-суйхине куҫҫулӗпе юхтарса кӑларсан кӑштах лӑпланчӗ те, выртнӑ ҫӗртен ҫӗкленсе, Михха патӗнче мӗн-мӗн пулса иртнине каласа пама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӑларсан та ялти халӑх илмест ӑна — хаклӑ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӑларсан — тӗлӗнсех кайрӗҫ: темӗн чухлӗ пулӑ лекнӗ!

Куҫарса пулӑш

Пулӑ сӗрни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эс темскер чӗрре ан кӗр хӑвна чӗнсе кӑларсан.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑй пӗтнипе тата нӳрлӗ ҫӗрте ларнипе Ахтупайӑн пуҫ ҫаврӑнакан пулчӗ, вӑл шӑтӑкран кӑларсан та ӗҫе каймасӑр хӗвел ҫинче выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кайран, туртса кӑларсан, куратӑн — пӗчӗк ырашпӑтри кӑна пулнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех