Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑларма (тĕпĕ: кӑлар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӑмрасемпе тирӗк йывӑҫҫисем кӑчӑкӑ кӑларма тапратнӑ, нумай та вӑхӑт иртмӗ, ватӑ йӑмрасем, ҫулҫӑ сарса, яла каллех симӗс тумпа хупласа лартӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Торф кӑларма Шупашкара пилӗк ҫын ӑсатмалла.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Япӑххине чун витӗр кӑларма ан тӑрӑшӑр.

Постарайтесь не пропускать через себя все негативные моменты.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тыр вырма тухиччен Марине кӑҫал ҫынсене ӗҫе кӑларма йывӑр пулать, хӗрарӑмсенчен чылайӑшӗ ачи-пӑчисене, выльӑх-чӗрлӗхе, ҫумпахчисемпе садсене пӑрахса хире тухас ҫук тесе хӑранӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Иртнӗ ҫул ҫӗрулми кӑларма та пиртен маларах тухрӗҫ, эпир вӑхӑтра пӗтертӗмӗр, вӗсем пиртен кая юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Парти членӗсем эртеле малашне те фронта кирлӗ япаласем ытларах туса кӑларма сӗнсе хӑварчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вара сӗрме купӑс ҫеҫ кӑларма пултаракан ҫинҫе сасӑпа:

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Фантазилес пулсан, халь нумай ҫӗнӗ ӗҫ шухӑшласа кӑларма пулать, анчах вӑрҫӑ вӑхӑчӗ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре тухса кайсан, Кӗтерне кӑнтӑрла мӗнле те пулин сӑлтав тупса Марине патне те кӗресшӗнччӗ, анчах хӑйӗн дояркисем ӑна Марине шыва хутнӑ кантӑра кӑларма кайнӑ терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Нумай пулмасть вӑл ферма пуҫлӑхне Сехрене ӗҫрен кӑларма сӗннӗ, терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл Левентее эртел колхоза та пысӑк усӑ кӳни ҫинчен, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл кирлӗ япаласемех туса кӑларма пултарни ҫинчен ӑнлантарма пикеннӗччӗ, анчах лешӗ пӗрре пӗтернӗ эртел пирки нумай калаҫма кӑмӑл тумарӗ курӑнать, юлташне пӳлсех хыттӑн каласа хучӗ:

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Улмине те вӑхӑтра кӑларма ӗлкӗрмелле, хӑвине те касмалла пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗҫ ҫук чухне правленире кунӗн-ҫӗрӗн халӑх хӗвӗшетчӗ, паян ак унта никам та ҫук, — пӗтӗм халӑх уя ҫӗрулми кӑларма кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫӗнни-масарӗ, нимех те ҫук-ха, — терӗ Михала пичче, — ҫӗннине шухӑшласа кӑларма ман пуҫӑм мӑкалчӗ пулӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Паллӑ ӗнтӗ, халь Ислам ӑна юнаса пурӑнать, хӑтлӑ вӑхӑт килсе тухсанах Сахиба хан керменӗнчен хӳтерсе кӑларма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ну, ҫитӗ тетӗп, халь туртса кӑларма та юрать.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсен ҫӗр тӗрлӗ ыйту пулчӗ: хаҫат кӑларма ҫӑмӑл-и, журналиста вӗренес тесен ӑҫта каймалла, мӗнле предметсене лайӑх пӗлмелле тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Журналист – ҫӑмӑл мар, анчах интереслӗ професси // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9621-zhurnal ... l-professi

Район ҫыннисем тӗрлӗрен тӗрлӗ ыйтусемпе пынӑ: газификаци, Ҫӗнӗ Мӑнтӑрти ҫӗнӗ клуб ҫурчӗ патне электричество илсе ҫитересси, Вӑрмар районӗн 95 ҫулхи юбилейӗ тӗлне «У истоков газификации Урмарского района» кӗнекене пичетлесе кӑларма спонсорла пулӑшу илесси, Арапуҫӗнче 165 ача вырнаҫмалӑх ҫӗнӗ шкул тата шкул ҫулне ҫитмен ачасен 40 вырӑнлӑх ушкӑнне туса хурасси пирки тата ытти нумай ыйту пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Граждансене йышӑннӑ // М.ДМИТРИЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9771-grazhda ... ne-jysh-nn

Пӗр ялта пурӑннӑ пулсан пӗр-пӗринпе яланах тӗрлӗ вӑйӑ выляттӑмӑрччӗ, пӗр-пӗрне пахчасенчи ҫӗрулмие кӑларма та, утӑ типӗтсе пуҫтарма та пулӑшаттӑмӑрччӗ.

Если бы мы жили в одной деревне, то всегда играли друг с другом в разные игры, помогали друг другу вытаскивать картошку в огороде и собирать высушенное сено.

Мӗн вӑл туслӑх? // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10644 ... -l-tusl-kh

Майӗпен вӑл пухнӑ сӑввисенчен кӗнеке кӑларма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачаранах сӑвӑ ҫырать // Александр ЕРЕМЕЕВ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10646 ... -s-v-cyrat

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех