Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эсӗ пурри мана савӑнтарать, тӗнче туллин курӑнать, ҫавӑнпа та мана чуна кӑларма та ҫӑмӑлтарах пек.
2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.
Унӑн ҫак фашиста тӗп тӑвасси килчӗ, анчах сас-чӳ кӑларма юрамасть, хамӑрӑннисем патне ҫитсе ӳкмелле, асӑрхануллӑ пулмалла.
Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.
Халӗ тата инкубаторпа чӗп кӑларма вӗренсе ҫитрӗм.
«Ӳркенмен ӑста пулнӑ», — теҫҫӗ. Вӑл тем ӗҫе те пултарать // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/03/17/y%d1%80%d0 ... %83%d0%bb/
Днепр урлӑ каҫнӑ, Белгород, Харьков, Киев хулисене, Румыни, Польша, Чехословаки ҫӗршывӗсене нимӗҫсенчен ирӗке кӑларма хутшӑннӑ.
Алексей Егоров — пилӗк орден кавалерӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... n-kavaler/
Мӗн-ма тесессӗн, намӑссӑрсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларма тиветех.
Хаклӑ туссем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 36–38 с.
Кӑвакал амин вара ӗҫ мӑй таранах: ҫӑмартине те тумалла чӗпписене те кӑларма талӑкӗ-талӑкӗпе лармалла.
Урҫа кӑвакал // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 17–18 с.
Ҫапла майпа аранах манӑн туратсен юппине хӗсӗнсе ларнӑ урана ирӗке кӑларма май пулчӗ.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Йывӑҫсен ҫулҫисем, палӑри-палӑрми чӗлтӗртетсе, ытла та шӑппӑн, сас кӑларма хӑймасӑр пӑшӑлтатаҫҫӗ.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Паллах, питӗ кӑсӑк пулнӑ ачасене пурнӑҫра пӗрремӗш хут хӑйсен аллипе вут кӑларма, унӑн асамлӑ илемне курма, унпа киленме.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
— Ҫур сехет ҫапла тытса ларсан, хӗрӗх тумлам таран юхтарса кӑларма пулать.
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Ҫав вӑхӑтрах хама тӳрре кӑларма сӑлтав та шыратӑп: ара, эпӗ питӗ ӗҫлӗ ҫын-ҫке-ха халь.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Юрать-ха, апӑрша, хӑйне вуҫех сӳтӗлсе кайма, хакран кӑларма, кӗлерӗнме памарӗ, пурнӑҫ тилхепине яланлӑхах ҫухатса ямарӗ: хӑй ҫӑлтӑрӗн телейне ҫирӗппӗн, анчах вӑрттӑн — карттӑн ӗненсе, тухтӑрсем ӳкӗтленипе хӑпма пӗлмен усал чиртен татӑклӑнах сипленме килӗшрӗ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Карьерӑра хӑпарма, ҫӗнӗ шухӑша мала кӑларма май килӗ ахӑртнех, мӗншӗн тесен ӑнӑҫу халӗ сирӗн енче.
9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Машинӑна лачакаран тӗртсе кӑларма пулӑшрӗ-и?
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Татах кӑп-кап хӗрес хурса илчӗ Ула Тимӗр, вара каялла ҫаврӑнчӗ те сас-чӳ кӑларма хӑймасӑр «экстралюкс» «алӑкӗ» умӗнче чӗркуҫленчӗ, хуҫнӑ-ҫӑлнӑ чӑрӑш тураттисемпе курӑк тӑпламӗсене каллех ытама илсе, чӗркуҫҫийӗсене куҫара-куҫара, йывӑҫ лӑссисене ҫӗкле-ҫӗкле, ун вулли-кучӗ патне ҫывхарчӗ те ытамри «мамӑкне-тӗкне» ҫӗр ҫине пӑрахрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫитсен, вӑл пӗр авӑк студент-йӑтмарҫа авӑк куҫӗпе ҫунтарса тӑчӗ, сивӗ тара ӳкрӗ, анчах хӑй сас кӑларма мар, шӑл шурри те кӑтартмарӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Анатолие итлесе, унӑн теветкеллӗ, сӗмсӗр авантюрине «пӗҫерсе кӑларма» килӗшсе, пӗри «кӑлтӑрмач кустарса ячӗ», теприсем лӑхлатрӗҫ, ихӗлтетрӗҫ, «куҫ пӑван» савӑнӑҫӗпе чыхлана-чыхлана аллисене сӑтӑркалакансем те, хӑйма вӑрласа ҫинӗ кушак аҫи пек тутисене ҫулакаласа илекенсем те пулчӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ак ҫамрӑксем каллех пӗрле пулчӗҫ, асаплӑ, мӗскӗнӗн тӗлкӗшекен куҫӗсемпе пӗр-пӗрин ӑшне кӗрсе тухрӗҫ, анчах, чикан майрисем каланӑ сӑмахсене ӗненсе, юнавӗсенчен хӑраса, хӑйсене сарӑп тунӑ ултавҫӑсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларма мар, чӗлхе вӗҫӗнчен шӑлтӑр-палтӑр сӑмах вӗҫертсе яма та хӑймарӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Анчах ҫынна ҫын хӗснипе, пусмӑрланипе, улталанипе, ҫӗршывӑн тулашри тата шалти тӑшманӗсемпе кӗрешме те, хӑвна «тӑп-тӑп тытса» активлӑ пурӑнма та сӑмах вӗҫҫӗн ҫӳрекен моральпе ҫеҫ авӑрланни ҫителӗксӗр (ку тӗлелле те «коммунизм тӑваканӑн мораль кодексне» системӑласа, «пӗҫерсе кӑларма» ӗлкӗрейменччӗ-ха) — чӗрӗ, ырӑ тӗслӗхсем (идеалсем) те кирлӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Вӗсем, паллах, учительсене вӑй-халне шеллемесӗр, пысӑк ӑсталӑхпа, лайӑх вӗрентнӗшӗн чун-чӗререн тав турӗҫ, вӗсен шанӑҫне тӳрре кӑларма сӑмах пачӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.