Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑларас (тĕпĕ: кӑлар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1980-мӗш ҫулсенчен пуҫласа, кӗперӗн архитектура уйрӑмлӑхӗсене малти вырӑна кӑларас тесе, ӑна ҫӗрле ҫутӑпа ҫутатма пуҫланӑ.

С 1980-х годов мост начали подсвечивать ночью, чтобы выдвинуть на первый план его архитектурные особенности.

Бруклин кӗперӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D1%80%D ... 1%80%C4%95

Троссене туса кӑларас техникӑна хӑй вӑхӑтӗнче Джон Рёблинг хатӗрлеме ӗлкӗрнӗ, ӑна валли вӑл ятарлӑ производство та йӗркеленӗ.

Технологию производства тросов разработал ещё Джон Рёблинг, создавший для этого специальное производство.

Бруклин кӗперӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D1%80%D ... 1%80%C4%95

Уя, тыр-пула, ҫӑкӑра, эппин, хураллатӑн, — пиншак кӗсйинчен тем кӑларас шутпа аппаланнӑ май куҫран пӑха-пӑха илчӗ бригадир.

Куҫарса пулӑш

Е машина, е хӑпарту // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 280–284 с.

«Жигулине» кӑларас тесе ҫумӑр айӗнче лачкам пултӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр тенкӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 277–280 с.

— Ну, шутсӑр йӑрӑччӗ хӑй, кӗҫ-вӗҫ хӗм сирпӗтсе кӑларас пек утса ҫӳретчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Нимӗн те каламарӗ пиччӗшӗ хӑйне тӳрре кӑларас тесе.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Сӑмах май каласан, ҫак пӗрлешӳ рапсран, хӗвелҫаврӑнӑшран ҫу туса кӑларас тӗлӗшпе кӑтартуллӑ ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Инвесторсемпе ӗҫлӗ ҫыхӑну пирки калаҫнӑ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/50164-inve ... rki-kalacn

Вӑл нефтьпе газ оборудованийӗ туса кӑларас тата сервиспа тивӗҫтерес енӗпе пысӑк технологиллӗ комплекс тӑвас енӗпе инвестици проектне пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫейри нефтьпе газ форумӗнче Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ виҫӗ ҫӗнӗ производство ӗҫне старт панӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... an-3778414

Йӗпленӗ евӗр чике-чике илекен чӗрине кӑкӑрӗнчен пӗррех тӑпӑлтарса туртса кӑларас та пусма картлашки ҫине ҫатлаттарас килет Левенӗн.

Куҫарса пулӑш

Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хӑйсен шухӑшне тӳрре кӑларас тесе вара теприсен шухӑшне пач сиреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ хӳри // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6462.html

Чылай хисеп хучӗсемпе ӑна чысланӑ, ҫав шутра: СССР хӳтӗлев министерствин, СССР КГБ чикӗ хурал ҫарӗн, ВЛКСМ ТК, СССР АПН, СССР ҫутта кӑларас ӗҫӗн министерствин, РСФСР ҫутта кӑларас ӗҫӗн министерствин, ЧАССР ҫутта кӑларас ӗҫӗн министерствин, Чӑваш АССР Министрсен Кабинечӗн тата ытти ведомствӑсен хисеп хучӗсемпе.

Куҫарса пулӑш

Павлов Иван Владимирович // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D0%B0%D ... %BE%D0%B3)

«Ҫутта кӑларас ӗҫӗн отличникӗ» паллӑ;

Куҫарса пулӑш

Павлов Иван Владимирович // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D0%B0%D ... %BE%D0%B3)

Пӗррехинче ӑна председательрен кӑларас тесе те пӑхрӗҫ, анчах «Эсир партипе правительство политикине хирӗҫ пыратӑр, — терӗ пире — урӑх председатель суйлас текен колхозниксене — районтан килнӗ ӗҫлӗ ҫын.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

1997 ҫулта «Камелотӑн тӗттӗм енӗ» кӗнекене пичетлесе кӑларас умӗн Херш хӑйӗн ӗҫӗнче суя документсемпе усӑ курни паллӑ пулса тӑнӑ, ҫав хутсемпе ӑна Лоуренс (Лекс) Кьюсак ултавҫӑ тивӗҫтернӗ.

Незадолго до публикации книги «Тёмная сторона Камелота» в 1997 году стало известно, что в работе над ней Херш использовал поддельные документы, которые ему предоставил мошенник Лоуренс (Лекс) Кьюсак,

Сеймур Херш // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B5%D ... 1%80%D1%88

Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсем валли ку енӗпе комплекслӑ план хатӗрленӗ — ӑна тӳрре кӑларас енӗпе пысӑк ӗҫ тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Уяв савӑнӑҫ кӑна кӳтӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/uyav-savanac-kana-kyter

Ҫак ачасене тӳрӗ ҫул ҫине кӑларас тесе, пӗтӗм пӗлӗве, вӑйӑма паратпӑр.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Руса патне кӗртсе, чей ӗҫтерсе кӑларас тенӗччӗ пӗрре, унта та кӗмерӗ».

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӗртӗшекен такасем пек, пуҫӗсене ҫӗрелле чикнӗ те ҫӑлаҫҫӗ ҫеҫ ҫӳҫ пайӑркисене, тӗпӗ-тымарӗпе тӑпӑлтарса кӑларас пек туртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анука ушкӑн кӑшӑлӗнчен кӑларас тесе, аллине ун еннелле тӑсрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Мотора юрӑхсӑра кӑларас марччӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех