Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑкӗ (тĕпĕ: кӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йывӑҫ кӑкӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Малтан вӑл пӗҫӗ кӑкӗ таранччӗ, халӗ, акӑ, кӑвапа таранах ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Фельдшерӑн куҫ харшисем каллех сӑмси кӑкӗ тӗлне «чикеленчӗҫ».

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Унтан вӑл «яка пӑр ҫинче юлнӑ» клиенчӗсене чӑл-чал сапаланӑ куҫӗсемпе «сӑнӑ вӗҫтерсе» илчӗ те, куҫ харшине сӑмса кӑкӗ ҫине пуҫтарса, «шпагат» тума пикенекен хуралҫӑ-милиционерсене шӑппӑн, анчах ҫирӗппӗн, чышкине шатӑртаттарса чӑмӑртаса хытӑрларӗ:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Вӑрҫӑран вӑл йывӑр аманса — сулахай урине кӑкӗ таранах ҫухатса — таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Ҫулла унта пӗҫ кӑкӗ таран утӑ, майра кӗпҫи, кӑшкарути, вӑкӑр хӳри тата ытти тӗрлӗ ҫимелли курӑксем ӳсеҫҫӗ, темиҫе ҫӗрте лӑк-тулли пулӑллӑ тӗпсӗр кӳлӗсем (ҫынсем вӗсене ҫапла калаҫҫӗ) йӑлтӑртатса выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Юр пӗҫ кӑкӗ таранах.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Лаши ҫинчен анса тӑнӑ Янтул хӑй те пӗҫ кӑкӗ таран путрӗ.

Яндулу пришлось сойти, и он сам утонул по пояс.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫӳллӗ, тикӗс куҫ харшисем сӑмса кӑкӗ ҫийӗн тӳррӗн выртаҫҫӗ; пысӑк сӑмсин чӑсланкӑ линийӗ — профильпе — питех те хӑйне евӗрлӗ чунне кӑтартакан сарлака ҫамкин чике йӗрне тӑсать, ҫемҫе, тӗксӗм куҫӗсем кӑштах хӗсӗннӗ, тимлӗ, ҫакӑ паллӑ мар ҫыннӑн нумай пӗлес ӑнтӑлулӑхне кӗретӗнех палӑртать.

Высокие ровные брови отчетливо сходились над переносьем; линия тонкого большого носа почти продолжала, в профиль, отвесную линию широкого, выражающего незаурядную душу лба, а мягкие темные глаза слегка щурились, что придавало пристальному взгляду неизвестного выразительную пытливость.

II. Стэнлипе Гент // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Чул сарнӑ ҫул, улма-ҫырла хуппипе, улӑмпа тата хаҫат таткисемпе ҫӳпӗленсе пӗтнӗскер, хунар юписен тӗпӗсене ҫап-ҫутӑ ҫаврашкасемпе ытамланӑ; ҫынсем кумаҫҫӗ; сӑмса кӑкӗ таранччен пӗркеннӗ ҫӳллӗ хӗрарӑмсем вӑраххӑн иртеҫҫӗ; вӗсен нӳрӗ йӑлтӑрккапа карӑннӑ хура куҫӗсем йӑлӑхтармӑш чӑптапа ҫарамас ачасен кӗтӗвӗ патне тата апельсин шывне ӗҫнӗ май сухалне шӑлкаласа ларакан таса мар автан — ҫемье автанӗ — патне васкаҫҫӗ.

Мостовая, усеянная шелухой фруктов, соломой и клочками газет, окружала подножья уличных фонарей светлыми дисками; сновали прохожие; высокие, закутанные до переносья женщины шли медленной поступью; черные глаза их, подернутые влажным блеском, звали к истасканным циновкам, куче голых ребят и грязному петуху семьи, поглаживающему бороду за стаканом апельсиновой воды.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Ҫапах, упранакана турӑ упрать тенине асра тытса, вӑл инҫе тарса каймарӗ, чӗрӗк сехетсем утсан, темле ҫырма хӗррине ҫитсе тухрӗ те, ҫилпе тӳннӗ улӑп юмана курсан, ун патне йӑпшӑнса пычӗ, кӑкӗ тӑпӑлса тухнӑ тӗлти самай пысӑк хӑвӑла кӗрсе выртрӗ, тымарсене чармаклантарса, ҫӳлтен курмалла мар хупланчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫӗҫӗ вӑл кӗреҫе мар, тӑпрана та алӑпах авӑсмалла тата, ҫавӑнпа самаях тӑрмашма тиврӗ пӗҫ кӑкӗ таран шӑтӑк чавиччен.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ҫитӗ, пулчӗ, — терӗ те унтан атте, шӑтӑка аллине хул кӑкӗ таранах чиксе ячӗ.

— Довольно, хватит, — сказал отец и запустил в пролом руку по самое плечо.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Унӑн килне пырса кӗрсен эпир темӗнле тӗлӗнмелле пӑшӑрханма тытӑнатпӑр; сире унти шукӑль илемлӗх те хаваслантармасть, кашни каҫах вара сирӗн умӑра герблӑ тӳмесемлӗ кӑвак ливрея тӑхӑнса янӑ, кӑтралантарнӑ ҫӳҫлӗ камердинер пырса, сирӗн урӑрти атта ҫемҫен туртса хывма тытӑнсан, сирӗн умӑра ҫав вӑхӑтра унӑн шуранкка та типшӗм кӗлетке вырӑнне сасартӑк улпут тин ҫеҫ суха патӗнчен чӗнсе илнӗ, нумаях та пулмасть ҫӗнӗрен ҫӗлетсе панӑ ҫемҫе сӑхманне пӗр вунӑ ҫӗртен ҫӗвӗрен яма ӗлкӗрнӗ ҫав тери патмар ҫамрӑк каччӑн тӗлӗнмелле сарлака сӑн-пичӗ тухса тӑрас пулсан, — эсир сӑмахпа каласа пама та ҫук хавасланнӑ пулӑттӑр та, вара ҫав качча аттӑрпа пӗрле хӑвӑрӑн урӑра та пӗҫӗ кӑкӗ таранах тӑпӑлтарса кӑларма кӑмӑллӑнах ирӗк панӑ пулӑттӑр…

Странное какое-то беспокойство овладевает вами в его доме; даже комфорт вас не радует, и всякий раз, вечером, когда появится перед вами завитый камердинер в голубой ливрее с гербовыми пуговицами и начнет подобострастно стягивать с вас сапоги, вы чувствуете, что если бы вместо его бледной и сухопарой фигуры внезапно предстали перед вами изумительно широкие скулы и невероятно тупой нос молодого дюжего парня, только что взятого барином от сохи, но уже успевшего в десяти местах распороть по швам недавно пожалованный нанковый кафтан, — вы бы обрадовались несказанно и охотно бы подверглись опасности лишиться вместе с сапогом и собственной вашей ноги вплоть до самого вертлюга…

Бурмистр // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 113–127 с.

Толька аяккалла кайрӗ те, хыр кӑкӗ патне пӗшкӗнсе, тӑпра ӑшӗнчен консерв банки туртса кӑларчӗ.

Толька отошел в сторону, наклонился к корневищу сосны и поднял с земли консервную банку.

XII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Унӑн чӗкеҫ ҫуначӗ пек хитре хура куҫхаршийӗсем сӑмса кӑкӗ ҫинче пӗрлешсе кайнӑ.

И ее красивые брови, черные, как вороново крыло, сходились у переносья.

IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ку вӑл калама ҫук ҫӳллӗ те ҫӑмламас, салху кӑмӑллӑ, тата кӑкласа кӑларнӑ йывӑҫ кӑкӗ пек тӳрккес ҫын пулнӑ.

Это был необычайно рослый волосатый человек, угрюмый и несуразный, как выкорчеванный пень.

4. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

— Ӑҫта илсе кӳртрӗр пире? — тесе кӑшкӑрчӗ ҫӗтӗк-ҫатӑк тумлӑ тӗреклӗ каччӑ, йывӑҫ кӑкӗ ҫине хӑпарса тӑрса.

— Куда нас завели? — кричал, взгромоздившись на пень, лохматый детина.

1. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

— Сӗлӗхсем начар каяҫҫӗ, — терӗ вӑл каллех, — пӗр татӑк сысна ашӗпе пӗр стакан эрехшӗн, сирӗн шӑмӑсем ыратаҫҫӗ пулсан, эпӗ сирӗн пӗҫ кӑкӗ ҫумне пӗр дюжин питех те лайӑх сӗлӗхсем лартса пама хатӗр… — тет.

«Плохо идёт торговля пиявками, — сказал он опять. — За кусок холодной свинины и стакан вина я готов вам приставить к ляжке дюжину прекраснейших пиявочек, если у вас ломота в костях…»

Пьеро хӑй мулкач ҫине утланса ларса, Ухмахсен Ҫӗршывне мӗнле пырса кӗни ҫинчен каласа кӑтартать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Урасем пӗҫ кӑкӗ таранах лачкам шыв, пуҫра ытла та упи-супи япаласем кӑна (ху ӑшӑнта пӗр тӑтӑш пин хут ытла: и-и-и ҫирӗм-ше-е-ер и-и-и-ҫичшер, тесе калатӑн), алӑсене тата йӗп-йӗпе шӑлавар витӗр урасене вӗлтрен вӗтелесе пӗтернӗ, тӳп-тӳрӗ ӳкекен хӗвел пайӑркисем, чӑтлӑха шӑтарса кӗрсе, пуҫа пӗҫертме тытӑнаҫҫӗ, хырӑму та выҫнӑ.

Ноги, даже выше колен, насквозь мокры, в голове какой-нибудь ужаснейший вздор (твердишь тысячу раз сряду мысленно: и-и-и по-оо-о двад-ца-а-ать и-и-и по семь), руки и ноги сквозь промоченные панталоны обожжены крапивой, голову уже начинают печь прорывающиеся в чащу прямые лучи солнца, есть уже давно не хочется.

XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех