Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫран (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мана пӳлӗме илсе кӗрсенех, арҫынни ура ҫине тӑчӗ, сӗтел хушшинчен тухса, ман паталла утса пычӗ, мана, ӑшра мӗн пуррине курас тенӗ пекех, куҫран тинкерсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Шура мана куҫран пӑхать, тем ыйтнӑ пек, чарӑна-чарӑна тӑрать, вара каллах малалла калать.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Сирень вӑрманӗнче пулса курман вӗт-ха эсӗ? — ыйтрӗ Шура, хӑрах аллине ман хулпуҫҫи ҫине хурса, куҫран пӑхса.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Акӑ мӗн, Володя, — терӗ ман куҫран тӑван аппа пекех ӑшшӑн пӑхса.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Анне пымасть-и?.. — куҫран тилмӗрсе пӑхса ыйтрӗ вӑл, хӑйне вагона илсе кӗнӗ чухне.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫӗр айӗнчен туллин тапса тӑракан, тавралӑха нӳрӗлӗхпе тата уҫӑ сывлӑшпа пуянлатакан ҫӑл куҫран пӗчӗк юхан шывсем йӗркеленеҫҫӗ, вӗсем пӗр-пӗринпе пӗрлешсе хӑватлӑ юхан шывсене ҫаврӑнаҫҫӗ.

Родник, бьющий неустанно из недр земли и насыщающий окружающий мир влагой и свежестью, образует ручейки, которые, в свою очередь, сливаясь, превращаются в мощные реки.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ача чухне ҫӑл куҫран шыв илме ҫӳренине, унти таса шыва еплерех киленсе ӗҫнине эпир пурте лайӑх астӑватпӑр.

Все мы помним, как в детстве ходили на родники и пили чистую воду. «Вода – источник жизни» – это выражение известно нам всем.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Вӑл мӗн машина куҫран ҫухаличченех аллипе сулчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Куҫран йӗппе чиксен те курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Вӑрманти фермӑра эпӗ ӑна куҫран вӗҫертместӗп.

Куҫарса пулӑш

5 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Куҫран пӑхма та хӑяймарӗ, хӗрелчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Иккӗ-виҫҫӗ хӗрес хыврӗ Укань — хура япала ҫаплах куҫран ҫухаласшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тавах сире, — Хумккана куҫран пӑхать Мария Тимофеевна.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Петрука куҫран пӑхса, васкамасӑр пуҫларӗ Хура Ҫимун.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мур пӗлет-и, ҫара ҫуни темле ҫӗмӗрӗлсе саланса каймарӗ, Петрукӗ ҫуни ҫинчен темле пӗр еннелле сирпӗнсе юлмарӗ — Откан вӑрмантан тухнӑ ҫӗре лаша куҫран ҫухалнӑччӗ, ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хуйхӑ пулса иртнӗ сирӗн килӗрте, — Кулюккана куҫран пӑхрӗ Укань.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Куҫран пӑхсах пӗлетӗн пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл куҫран ҫухалсанах, сӑнне аса илме тӑрӑшнӑ Роза.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗсем пӗр-пӗрне куҫран пӑхсах ӑнланакан пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Улька вӑрахчен чӗнмесӗр Эрхипе куҫран пӑхса тӑчӗ:

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех