Шырав
Шырав ĕçĕ:
Паян кун та ҫак ҫулҫӳревҫӗ кушака аса илетӗп те шухӑша путатӑп: эх, мӗншӗн-ши вӑл хаклӑ пӗтӗм пысӑк ӑс-пуҫлӑ, таса та ырӑ чунлӑ чӗрчуншӑн тӑван кил, тӑван кӗтес, Тӑван ҫӗршыв?
Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.
Аппа кушака чашӑк патне ҫӗклесе пырса ҫӗр ҫине антарса ячӗ.
Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.
Аппа кушака асӑрхануллӑн ҫӗклерӗ те ҫепӗҫҫӗн ытамласа ҫупӑрларӗ, унтан: «Ка-а-атя! Ка-а-атя! Ка-а-атя!» — тесе, ачашлама пуҫларӗ, мана та черченкӗ аллӑмпа ҫурӑмӗнчен пӗр-ик хут ачаш туса илме ирӗк пачӗ.
Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.
Эпир аппапа иксӗмӗр инкепе кушака ял хапхинченех ӑсатса кӑларса ятӑмӑр.
Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.
Тӑван кушака нихӑҫан та урӑх курмасса туйнӑн, аппа чунӗ кӳтсе килнине чӑтаймарӗ — чӑтӑм капланӑвне татсах ячӗ: «Катя!»
Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.
— Паса ямаспӑй! — эпӗ те сӗтел хушшинчех аппа куссине кусма пикентӗм ҫак вӑхӑтра кушака чӑннипех парса ярас килмесӗр.
Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.
— Парса ямастпӑр Катьӑна, парса ямастпӑр! — сасартӑк «сирпӗнсе кайрӗ» кӗмӗл, шуйхӑнчӑк сассипе аппа, вара сӗтел хушшинчен урай варрине кӑлтӑр кусса тухрӗ те кушака алла илсе ҫӗклерӗ.
Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.
— Сирӗн кушака, Катьӑна, пӗр уйӑхлӑха та пулин илсе кайса пӑхсан, мӗнле-ши?
Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.
Пуҫ тӑрринчех, хурӑн ҫинче, каҫса кайсах шурӑ курак кранклатать; инҫех те мар, лӑппи-лаппи пӑрахкаланӑ пӗчӗк ҫапӑ купи тӗлӗнче, нӑрхлаткаласа, самӑр сысна ҫӗр ҫӗтет; хӳмелли хӑма купи тӗлӗнче йӑпшакрах ула лайка хура кушака вирхӗнсе хӳтерсе кайрӗ; лапӑркка шыв кӳленчӗкӗ ҫывӑхӗнче аҫаллӑ-амаллӑ хур пулкки какӑлтатать; таҫта, хыҫал касра, ытла та сывӑ, харсӑр, ясар саслӑ автан ял янратсах «кӑкӑрне тӗппи пушатать»: куккурукку-у-у-ук!
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Вӑл, чӑнах та ҫын вӗлерес пекех урнӑскер, ура айне лекнӗ кушака тапса ывӑтрӗ, хупах хуҫи патнелле йывӑррӑн ярса пусрӗ.
XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Эпӗ уйран тӑрри ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗскер, Кампура шӑмӑ ывӑтса патӑм, а кушака пама пачах ас туман.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Кӗлтисене, каллех хайхи Кампура кӳлсе, киле кӳтӗмӗр, пичеве кушака та кӳлтӗмӗр.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Пасара Хура кӗпер патӗнчен кайман, ҫынна мар, хам ӗмӗрте кушака та вӗлерсе курман.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кайран хӑех: «Майсӑр кахалскерччӗ. Ун пек кушака тек утар ҫывӑхне те ямастӑп», — терӗ.
Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.
Пӑрис!.. — кӑшкӑртӑм эпӗ кушака.
Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.
Юлхав кушака вара вирлӗ лекрӗ.
Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.
Хайхи юлхав кушака тытса тухрӗ те кӗлете хупса хӑварчӗ.
Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.
Палюк мучи Настаҫ кинемие итлерӗ тата, кушака тивмерӗ.
Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.
Вӑл кушака эс аллупа та пырса ан тӗкӗн! — терӗ ун чух Настаҫ кинеми.
Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.
Палюк мучи тарӑхса ҫитрӗ те пӗррехинче: «Ҫак кушака пӗр-пӗр хӑрӑк йывӑҫ ҫумне кайса ҫыхатӑп-ха», — терӗ.