Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вара пурте куркасене пӗр-пӗринпе чӑнклаттарса илчӗҫ.
Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.
— Атя, ҫак телейлӗ саманта палӑртса куркасене шаклаттарар та чанккамиех ӗҫер! — терӗ старик.
Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӑл вара ман ҫемҫе кӑмӑла сисрӗ пулмалла, васкасах ӑнлантарма пуҫларӗ: «Пирус тӗпне е усӑ курнӑ шӑрпӑка урайне ан пӑрах, вӗсене валли урна лартса панӑ. Хӑяр татӑкӗ ҫине ан пус, асӑрханса ҫаврӑнкала. Мӗн упа ҫури пек кӗрӗс-мерӗс эсӗ, чавсупа перӗнсе пушӑ куркасене ҫӗмӗрсе пӗтеретӗн ӗнтӗ», — тет мана ҫакӑ.
Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.
Хӗрарӑмсем куркасене куҫа-пуҫа шӑтарса кӑпӑкланакан сӑра тултарчӗҫ.
Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хӑй, урисене турккӑлла хуҫлатса, сӑмавар ҫывӑхне ларчӗ, куркасене чей тултарма пуҫларӗ.
Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Санӑн умна ҫурта ҫутса ларам-и, Куркасене сим пыл, шерпет ярам-и?
Ҫурта ҫутса ларам-и? // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 18 с.
Пурте куркасене Алексей енне тӑсрӗҫ, унпа шаккаса ӗҫрӗҫ.
XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кӗтерне куркасене автан сӑри тултарчӗ.
XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Анчах пысӑк карачи куркасене нумайӑшне ячӗшӗн ҫеҫ тытса парать, эрехпе питех иртӗхмест.
7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Тукайпа арӑмӗ кӗмӗл черккесене, эрешлӗн тӗрлесе пӗтернӗ йывӑҫ куркасене кӑрчамапа сим пыл е хуларан турттарса килнӗ мальвази тултарса умлӑ-хыҫлӑ ӗҫтерсе ҫӳрерӗҫ.
7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Сирӗнтен тӗлӗнетӗп, — асӑрхарӗ вӑл куркасене тултарнӑ май.
XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Амӑшӗ ӗҫрен таврӑнчӗ, сӗтел ҫине ыраш ҫӑкӑрӗ, хуппипе пӗҫернӗ ҫӗр улми кӑларса хучӗ, куркасене уйран ячӗ.Мать вернулась с работы, положила на стол ржаный хлеб, картошку в мундире, в кружки налила айран.
Йӳҫӗ ҫӑкӑр // Любовь Фёдорова. Любовь Фёдоров. Ӗмӗр вӗрен. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 32 с. — 2 с.
Вӗсене сенаторсем хӑйсемпе пӗрле апата хисепшӗн чӗнеҫҫӗ, лешсем вара сӗтел ҫинчи тата буфетсенчи кӗмӗл куркасене вӑрлама тытӑнаҫҫӗ; паян хисепре пулнӑ, тепӗр куннех мӗнле те пулин пан патне лавӑҫа кӗрӗшсе ларкӑч ҫине лараҫҫӗ.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Пӳлӗмре кулӑ та шӳт туни, тивӗҫсӗр сӑмахсем, куркасене шаккани тата хӗрсе кайсах паврани янраса тӑрать, вӗсем Катилинӑн апат хатӗрлекенпе эрех ӑсакансен пысӑк ӑсталӑхне кӑтартаҫҫӗ.
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Час-часах стариксемпе карчӑксем никончченхи вӑхӑтсенче авал пичетленӗ кӗнекесене сутма илсе пыратчӗҫ е ҫавӑн пек кӗнекесен спискисене, Иртизпа Керженец тӑрӑхӗнчи скитницӑсене хитрен ҫырнӑ кӗнекине илсе пыратчӗҫ; Дмитрий Ростовский тӳрлетмен Минейсен спискисене; авал ҫырнӑ иконӑсене, хӗрессене тата финифтьлӗ хуҫлатмалли пӑхӑр иконӑсене, Поморье тӑрӑхӗнче шӑратса тунӑскерсене; кӗмӗл куркасене, ӗлӗк Мускаври князьсем хупахра ларакан ҫынсене панӑскерсене; ҫавна пурне те, вӑрттӑн, шикленсе, аркӑ айӗнчен кӑтартса ҫеҫ сӗнетчӗ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Михал Михалыч йӑл кулса ячӗ, бутылкӑна тытрӗ, пӗрер курка туллиех коньяк тултарчӗ, унтан куркасене аллаппи ҫине лартрӗ те пирӗн паталла тӑсрӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Мария Александровна, сӑмавар умне ларса, куркасене чей тултарать.
Кӑвайтсем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Мария Александровна чей тултарчӗ, ытти чухнехи пек куркасене йӑтса лартмарӗ, тӗксе шутарчӗ: чӗтрекен аллисем вӑл канлӗ маррине систересрен хӑрарӗ.
Пӗтӗм халӑх ӗҫӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Акӑ вал ҫилленсе, хӗремесленсе пырса кӗчӗ, вара кӗлтуса пӗтерсенех хӑрах аллипе куркасене кофе янӑ май тепринпе ачасене — хӑшӗ алӑ айне лекет, ҫавна — пӳрнескепе пуҫӗсенчен чирте-чирте илчӗ.
Вӑтӑр ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Акӑ ӗнтӗ уйӑх та хӑпарса Рейн ҫинче выляма тытӑнчӗ; тавралӑх пӗрре ҫуталса каять, тепре тӗттӗмленет, улшӑнать, пирӗн алӑри эрех те, кӗтеслӗ куркасене тултарнӑскер, темӗнле асамлӑн йӑлтӑртатма тытӑнчӗ.
II // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
- 1
- 2