Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кулянчӗ (тĕпĕ: кулян) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анне Акриппин кинемей чирленӗшӗн кулянчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ниме // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 263–265 с.

Хӑй ӗмӗчӗ татӑлнишӗн кӑмӑлсӑрланчӗ, кӗҫӗр клуба каяйманнишӗн те кулянчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Эсӗ вилнӗ тесен, ҫав тери кулянчӗ вӑл, фронта асӑнма пуҫларӗ, Гришӑна та ман пата хӑварасшӑн пулчӗ…

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Питӗ кулянчӗ Витя пичче, выҫ куҫ…

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Астӑватӑп, астӑватӑп, мӗнле-ха тата? — чее куҫӗсемпе вӑл ыйтакан хӗрарӑм ҫине сӗмсӗррӗн тӗсесе пӑхрӗ, чӗлхипе, сысна пек, чаплаттарчӗ, арӑмӗ килте пулнишӗн кулянчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ял халӑхӗ кунта килнӗ куракан вӗсемпе пӗрле хурланчӗ, кулянчӗ».

Куҫарса пулӑш

Оринин халӑх театрӗ 105 ҫулта // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60728

— Ҫӗрулми лартаймарӑм-ха, аппа, — кулянчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Карманистсӑр юлтӑмӑр, — кулянчӗ Улькка, — анчах уншӑн макӑрмастпӑр.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Шӑлӗ хамӑнах ылтӑнран хӳхӗмччӗ, — пӗтерчӗ Кирик, — кулянчӗ Улькка.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Халь унпа мӗн тума пӗлес? — кулянчӗ Сухви кинеми.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Тем тӗрлӗ те шухӑшласа пӑхрӗ вӑл, кулянчӗ те.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вырӑссемпе Ту енчи мӑрсасен крепоҫе тӗппипех аркатса тӑкма вӑй ҫитеймерӗ пулас, куншӑн Кӗркке кулянчӗ, анчах ханпа ун ҫыннисен, чи малтан Мамич-Бердейӗн сехрине хӑпартнӑшӑн чунтанах хӗпӗртерӗ Алттыш хӗрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӑлхавҫӑсем Кӑкшамар ялӗнчен тухса кайнӑшӑн пӗр ҫын ҫеҫ кулянчӗ — Мамич-Бердей.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каччӑ хӑй ҫеҫ мар, Сарье те кулянчӗ пулас ҫакӑн пек хӑрушӑ вӑхӑтра Атӑл хӗррине кайнӑшӑн — кӗҫӗн алӑк умӗнче тунсӑхлӑн пӑхса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ахтупайӗ мӗн пурӗ те пӗр япалашӑн ҫеҫ кулянчӗ: аслашшӗ питӗ типсе ҫитрӗ унӑн, эрни-эрнипе вырӑнпа выртма тапратрӗ, ҫавӑ вӗсем киличчен вилсе ан кайтӑрччӗ терӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халӗ ӗнтӗ хурт ерет те, пирӗн кок-сагыз пӗтсе ларать, — кулянчӗ агроном.

Куҫарса пулӑш

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ырлӑха мар пуль ҫав, ывӑлӑм, виҫ эрне ҫухалса пурӑнтӑн-ҫке… — кулянчӗ Паймук карчӑкӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӑл Ахтупая чӗп-чӗр юн пуличчен хӗнейменшӗн ҫеҫ кӑшт кулянчӗ; паллах, ҫав «упа» килте пулнӑ пулсан аванрахчӗ ӗнтӗ, анчах ӗҫ халӗ те лайӑх майлашрӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халӗ ӗнтӗ юрӑ мар, чӑваш чӗлхи те илтӗнмест шкул картишӗнче, — кулянчӗ Екатерина Алексеевна.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Васкаса тухса кайман пулсан — кам пӗлнӗ? — чиперех пурӑннӑ пулӗччӗҫ иккӗшӗ те: Георгий Петрович та, санӑн пиччӳ те, — кулянчӗ Агафья Петровна.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех