Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кукрине (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл, шӑпчӑк майлӑ юрлаканскер, пӗсехи хӗрлӗрех пулнипе ҫеҫ унран уйрӑлса тӑраканскер, шӑпчӑк юррин вӗҫӗнчи пӗр хӳхӗм кукрине ҫеҫ ҫавӑрса ҫитермесӗрех пӑрахса хӑварать.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Вӗсем стройка валли ытларах вырӑн хатӗрлес тӗллевпе ҫыран кукрине тӗртсе тӳрлетес шухӑш тытнӑ та, лешӗ парӑнманнине кура, тарӑхмаллипех тарӑхса кайнӑ, тейӗн: тӑмлӑ-чуллӑ ҫӗр ӑшнелле пӗтӗм кӗлетке сулӑмӗпе пыра-пыра тӑрӑнаҫҫӗ, тӑрӑнмассерен хурҫӑ сӑмсисене аптраса ҫитнӗ пек силлесе илеҫҫӗ те кутӑн-кутӑн чакса каяҫҫӗ, унтан каллех малалла ыткӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӗсем ҫул кукрине вӗҫтерсе ҫитрӗҫ, хӑвӑртлӑхне кӑшт ҫеҫ пӗчӗклетрӗҫ, каялла васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Хӑй алӑк кукрине тӑнӑ та, «репетици туса», пӑштӑн пӑшӑлтатать (ку сӑмахсене амӑшӗнчен илтнӗ пулӗ ӗнтӗ):

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Куҫӗ тӗтреленсе килчӗ, шыв кукрине тухса, йӳлекеленчӗ, пӳлӗмри япаласем пурте харӑсах хускалса кайрӗҫ; чӳречепе сӗтел, ытамлашса, ярӑна-ярӑна, ҫаврӑм хыҫҫӑн ҫаврӑм туса, вальс илтереҫҫӗ; пуканпа шкап та пӗр-пӗринпе тута туса, сас-чӳ кӑлармасӑр карусель ҫаврӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Мӗкӗте пичче ӗҫне вӗҫлерӗ те шӑпӑра ҫӳп кукрине тӑратрӗ, сӗвӗрӗнкӗ кӑмӑлпа ура ҫине тӑчӗ, унтан, Митюк ҫине пӑхмасӑрах, пуҫне алӑк еннелле сулса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Хӗрарӑм ӑна хӗрхенчӗ пулас, хӑй те ассӑн сывласа, кӑмака кукрине пычӗ, чашӑк-тирӗк таврашне шӑкӑртаттарма тытӑнчӗ, вара, ман еннелле йӑпӑрт пӑхса илсе, сӑмавартан пӗр стакан темскер тултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Раща кӗтессинчи ҫул кукрине кӗрсен, Макҫӑм лашине татах ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫутар-ха шӑши куҫне, — терӗ старик, кӑмака кукрине кӗрсе.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑл Михапар хӑйне ҫиллентерни-кӳрентернисене, ӗнер каҫ Микулай ӑна упӑшки умӗнчех вӑрмана чӗннине, Михапар ӑна пат татсах нимене килме чарнине, итлеменшӗн хӑйне киле таврӑнсан патак лекессине тата ытти ҫӗр тӗрлӗ ӗҫе, сӑмаха пурнӑҫ кукрине аса илнипе Укка шатӑр ҫилленсе каять.

Однако припомнив вчерашние обиды, свои и Михабара, его запрет идти на ниме, Укка вдруг разозлилась.

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫул кукрине ҫитес чух иккӗленме тытӑннӑ йӗкӗт каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ; хӗр курӑннӑ пулсан, тен, пӗр талӑка-и е ытларах та-и юлатчӗ те мар-и яла.

Дойдя до развилки, Ухтиван заколебался, оглянулся назад и, если бы увидел девушку, возможно, и воротился бы на сутки или дольше.

Савтепипе Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗрарӑм алӑк патӗнчен тӳрех тӗпел кукрине чӑмать.

где колдует хозяйка.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр Мариҫ амӑшӗ ҫеҫ тӗпел кукрине кайса ларнӑ та куҫне илмесӗр хӗрӗ ҫине пӑхать.

Только мать Марись застыла в горе, сидит на лавочке и не мигаючи смотрит на дочь.

Салакайӑк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗри кашни ҫул кукрине кӗрет, ӑна хӑвалаканнисем ялан тӳрӗ тапаҫҫӗ.

Первый пересчитывает все выбоины на дороге, второй перескакивает через них по готовому следу.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Якку шаприне ҫаплах ыталаса тытса тӗпел кукрине кайса куркапа шыв ӑсса илет те ӑна хӑй чикки патне илсе пырса тӗкӗр ҫине пӑхнӑ пекех пӑхать, тинех хӗрсем мӗнтен кулнине курать.

Яков, все еще держа в обнимку веник, слез с нар, прошел вперед, зачерпнул ковш воды и, подойдя ближе к свету, погляделся в него, как в зеркало, поняв наконец проделки девушек, он сурово пригрозил:

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Паша алӑк кукрине тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Касса хурсамӑр, Екатерина Алекссевна, ҫакна, — алӑк кукрине хӑварнӑ баултан ҫавра ҫӑкӑр илсе килчӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Такам шаккать, кайса уҫам, — терӗ те Клавдия Федоровна, аллисене саппунӗпе шӑла-шӑла, алӑк кукрине хыпаланса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ик ҫӑмламас чӗрчун, пӗрин хыҫҫӑн тепри якӑлт-якӑлт сиккелесе, алӑк кукрине тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Алӑк кукрине кӗнӗ ҫӗрте шӑнкӑрав пралукӗ пурччӗ, халӗ ҫук.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех