Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

командирӗ (тĕпĕ: командир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Госпитальтен сывалса тухсан 21-мӗш Ҫарӑн саппасри 76-мӗш ҫар полкне, каярахпа — чикӗ ҫарӗсен 8-мӗш дивизине полк разведротин командирӗ пулма янӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыва халалланӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d0%bf%d1% ... b0%d0%bda/

Василий Маргелов Сывлӑшпа десант ҫарӗсен командирӗ пулнӑ.

Василий Маргелов был командиром воздушно-десантных войск.

Маргелов генерал палӑкне уҫнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32451.html

ЧОН командирӗ пулма мана тӳр килнеччӗ ун чухне.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӑл халь рота командирӗ, ҫумра кибура та пур.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Темле йывӑр пулсан та, ҫак хыпара пӗлтересех пулать сана: манӑн чи ҫывӑх юлташ, ман хута кӗрсе мана пурнӑҫ панӑ ҫын — Петр Данилович Тенюков (эс ӑна пӗлетӗн, вӑл пирӗн ялсем), пирӗн полк командирӗ, Шур Атӑл ҫыранӗ хӗрринче Ӗпхӗве илнӗ чух пуҫне хучӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑл халь унта батальон командирӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Батальон командирӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тифпа чирлесе йывӑр выртрӑм… халӗ эпӗ Самар хулинче, батальон командирӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Полк командирӗ Тенюков, ку таранччен ҫав тери хӑюллӑ калаҫса ларнӑскер, сасартӑк калаҫайми пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эльгеевӑн иккӗленнӗ шухӑшне полк командирӗ туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Халӗ, ак, полк командирӗ!

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӳлӗме полк командирӗ кӗрсе тӑчӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Командирӗ Эльгеевӑн юлташӗ Тимофей Романов иккен.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Командирӗ — Горчаков большевик.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗчӗк разведкӑн командирӗ тӑшман патнелле ҫывхарса яланах ҫапла тӑвать: хуралра тӑракан застава мӗнле ответлени тӑрӑх тата пулеметсем мӗнле шатӑртатни тӑрӑх тӑшманӑн вӑй-халне чухласа, тепӗр фланга куҫса ушкӑнӑн-ушкӑнӑн перкелесе никама та ҫӗнтермесӗр, никама та сиен тумасӑр, тӑшмана хӑратса ури ҫине тӑратать те, хӑйсеннисем патне разведка хӑйне мӗн кирлине пӗлсе васкаса чакать, пытанса тӑракан тӑшмана хӑйӗн вӑй-халӗ чӑннипе мӗн чухлине кӑтартма тытӑнать.

Так командир маленькой разведки подбирается к охранению неприятеля, открывает огонь и по ответному грохоту сторожевой заставы, по треску ввязавшихся пулеметов определив силу врага, уходит на другой фланг, начинает пальбу пачками, заставляет неприятеля взбудоражиться и убирается поспешно к своим, никого не победив, никому не нанеся урона, но добившись цели и заставив неразгаданного противника развернуться и показать свои настоящие силы.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Анчах эпӗ отряд командирӗ, хам хушнине итлеттерме тивӗҫ.

Но я командир отряда и должен требовать, чтобы меня слушались.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Шӑп ман тӗле ҫитсен, отряд чарӑнчӗ, командирӗ карттӑ туртса кӑларчӗ те пӑхма пуҫларӗ.

Как раз напротив меня отряд остановился, командир вынул карту и стал рассматривать ее.

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Отряд командирӗ атӑ ҫӗлекен Шебалов пулнӑ, — унӑн аллисене атӑ ҫӗлекен ҫип касса суранлантарни те тӳрленсех ҫитеймен, аллисене ҫыпҫӑннӑ хура краски те ҫӑвӑнса тасалсах пӗтеймен.

Всем отрядом командовал Шебалов — сапожник, у которого еще пальцы не зажили от порезов дратвой и руки не отмылись от черной краски.

III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Вӑл кун пирен дредноут командирӗ Федька пулчӗ.

В тот день командовал дредноутом Федька.

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Вара эпӗ ӑна порт пуҫлӑхе, ҫыран хӗрринчи артиллери пуҫлӑхӗ, тата пирӗн самолетсем пулас пулсан, сывлӑш флочӗн командирӗ пулӑн, терӗм.

Тогда я предложил ему, кроме этого, быть начальником порта, начальником береговой артиллерии, а также воздушных сил, как только они у нас появятся.

IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех