Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килӗштермеҫҫӗ (тĕпĕ: килӗштер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ма килӗштермеҫҫӗ пирӗн аттесемпе аннесем пӗр-пӗрне?

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӗсен юрринче сасӑ ӗнерӗвӗ-килӗшӗвӗ ҫук, хӑйсем те вӗсем пӗр-пӗринпе килӗштермеҫҫӗ: ҫак мӗскӗнсем тахҫанах пӗр-пӗрне йӑлӑхтарса ҫитернӗ, пӗр-пӗрне ҫӑкӑр татӑкӗ тупма чӑрмантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Теприсене е хӑй килӗштермест, е ӑна килӗштермеҫҫӗ.

Других он сам не особо уважает, или же его недолюбливают.

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Килӗштермеҫҫӗ.

Не любят.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӑна пула ун тӑванне-пӗтенне те килӗштермеҫҫӗ.

А заодно не жаловали и его близких.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Камсем килӗштермеҫҫӗ пире?

Но кто они, эти люди?

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ҫук, вырӑс тӗнне те килӗштермеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Апла вырӑс тӗнне килӗштермеҫҫӗ пулӗ те вӗсем? — чӑркӑшасшӑн пулчӗ Сафа-Гирей.

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чее Урасмет ҫийӗнчех сисрӗ вара: хакимпа мӑрса пӗр-пӗринпе килӗштермеҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ хурчка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑтам хресченсем те килӗштермеҫҫӗ Колчака.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Черносотенецсене хресченсем килӗштермеҫҫӗ, вӗсене хӗтӗртмелле.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ялта иккӗшне те килӗштермеҫҫӗ пулин те ҫын вилни, паллах, никама та савӑнтармарӗ.

Несмотря на то, что в деревне обоих никто особо не любил, смерть человека, все же, никого не обрадовала.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ҫук вӗт — килӗштермеҫҫӗ кӑнтӑр ҫутине.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Арктика хуҫисем килӗштермеҫҫӗ пулсан, аван мар вӑл.

Нехорошо, когда хозяева недолюбливают.

Арктика «хуҫи» // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Американец каланӑ тӑрӑх, отряд тинӗс хӗрринчен инҫех каяйман-ха, колибрисем вара ҫын ҫук вырӑна килӗштермеҫҫӗ.

По словам американца, отряд был еще слишком близко от берега, а колибри не любят пустынных мест на океанском побережье.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Кӗрӗр, кӗрӗр… — пионерсем питех килӗштермеҫҫӗ пулин те, кӑмӑллӑн чӗнчӗ вӗсене Варя.

— Заходите, заходите… — приветливо пригласила их Варя, к большому неудовольствию пионеров.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Ҫавӑн пекех мышцӑсем ӗҫсӗр ларнине те килӗштермеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫыннӑн 639 мышца // Сывлӑх. Сывлӑх, 2014.04.17

Ҫав каҫарусӑр ӗҫсем мана килӗштермеҫҫӗ.

Я не сторонник непоправимых поступков.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Тата Лузгина пурте килӗштермеҫҫӗ пулсан, мӗн тума пултарӑн ӗнтӗ?

— Да и что можно сделать, если Лузгин настроил против себя всех?

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пӗрре вӗсем ӑна, тепре — кӑна килӗштермеҫҫӗ.

То они тем недовольны, те этим.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех